Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Июнĕн 1-мĕшĕнче тĕнче 60-мĕш хут Халăхсен хушшинчи ачасене хӳтĕлемелли куна паллă турĕ. Пирĕн çĕршывра юлашки çулсенче ача-пăча проблемисем çине пысăк тимлĕх уйăрма пуçланипе-тĕр, çак уява çулран çул сулмаклăрах, асра юлмалла ирттереççĕ. Пĕлтĕр, вулакан астăвать-тĕк, Хусана «1 канал» çăлтăрĕсем килсе тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленĕччĕ. Кăçал вĕсем пулмарĕç, анчах ачасене халалланă, вĕсем валли йĕркеленĕ мероприятисене иртнĕ эрнерех ирттерме пуçларĕç. Июнĕн 1-мĕшĕнче вара Хусанти Бауман урамĕнче иртен пуçласа каçчен ача-пăча хĕвĕшрĕ. Шаляпин палăкĕ умĕнчи концерта курма хăшĕ асламăшĕ-кукамăшĕпе , хăшĕ ашшĕ-амăшĕпе килнĕ. Пурте хаваслă – камăн аллинче шариксем, кам пылак вата çиет, кам – мороженăй.
Çак площадкăран инçех мар илемлĕ япаласем тума ăнтăлакан пултаруллă ачасем Citycelebrity проектăн ăстаçисем патне пухăннă. Эпир те вĕсемпе паллашрăмăр. Ячĕ акăлчанла пулсан та çак социаллă проекта Раççейре шутласа кăларса пурнăçа кĕртнĕ, социаллă типлă пĕрремĕш Интернет-проект теме пулать ăна. Унăн тĕп тĕллевĕ – Раççей регионĕсенче талантлă çамрăксене тупасси, вĕсене пултарулăхне кăтартма майсем туса парасси, идейисене пурнăçа кĕртесси. Вăтамран илсен Citycelebrity аудиторийĕ – 18-25 çулсенчи хĕрсемпе каччăсем. Паянхи куна проект 50 хулана пĕрлештерсе тăрать. Тапхăр-тапхăр Citycelebrity хуласенче мастер-классем ирттерет, чăн та паянхи куна кашни хуларах пулаймасть çакă, 19 хулара кăна. Анчах ӳлĕм çавăн пек хуласен шучĕ ӳсесси куçкĕрет. Хусанта пĕлтĕр ноябрь уйăхĕнче ирттернĕччĕ акци, халĕ кăмăл тăвакансем валли виçĕ уйăхлăха алăкĕсене яр уçнă. Фотографисемпе интересленекенсене, вак шăрçаран эрешлĕ япаласем çыхма вĕренес текенсене, ӳкерме юратакансене, тум ăсталама ăнтăлакансене, ташлама юратакансене кунта чап илнĕ ăстасем тӳлевсĕрех пулăшĕç. Паллах, хăйсене те кӳренмелле мар – Citycelebrity порталĕ пулăшнипе пирĕн хулари ăстасен ятне, пултарулăхне сахалтан та Раççейĕн 50 хулинче пĕлекен пулĕç. Кунта тата проекта хутшăннă хуласенчи пĕр шухăшлă тантăшсемпе те он-лайн çыхăнупа хутшăнма пулать, сăмах май каласан, организаторсем он-лайн мастер-классем те йĕркелеççĕ. Çапла майпа яш-кĕрĕм творчествăлла ушкăнсене те пуçтарăнать.
 
: 882, Хаçат: 23 (857)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: