Майăн 27-мĕшĕнче Хусанта тĕлĕнмелле уяв пулчĕ. Иртнĕ ĕмĕрте кашни çул майăн 1-мĕшĕнче демонстраци иртетчĕ. Хусанти кашни предприятипе организаци ĕçченĕсем шарсемпе ялавсем çĕклесе урам тăрăх юрласа утатчĕç. Питĕ савăнăçлă парçникчĕ. Çак уяв та çав вăхăта аса илтерчĕ. 30 тĕрлĕ наци костюмĕ тăхăннă савăнăçлă çынсем юрăсем юрласа, хитре шарсем йăтса Туслăх çуртĕнчен Г.Камал ячĕллĕ театр патне Хусанăн аслă çулĕпе утса кайрăмăр. Киров урамĕнчи пĕтĕм транспорта чарса пире ирттерсе ячĕç. Машинăсем саламласа кăшкăртаççĕ, обществăлла транспортри çынсем аллисене суллаççĕ. Тĕрĕссипе каласан, Хусанăн аслă урамĕсемпе патшасем пек пыни калама çук хăпартлантарчĕ, чĕре «чечеке ларчĕ».
Театр умĕнче тата... Курма килнĕ халăха купăс каласа ташлаттараççĕ пĕрисем. Хамăрăннисем иккен. Аксу районĕнчен «Уяв» халăх ансамблĕ савăнтарать. Вĕсене курса пĕр çын та ташламасăр чăтаймасть. Тутар-и, вырăс-и – пурте ташлаççĕ. Çанталăкне кура тата сиккелемесен те май çук. Çавăнтах инçе мар каллех чăваш юрри илтĕнет. Кусем те хамăрăн. Çарăмсан районĕнчен «Юрай» ансамбль уявра.
ТАССР 90 çул тултарнине халалланă мероприятие ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ, ТР Халăхсен ассамблейин председателĕ Ф.Х.Мухаметшин, ТР Премьер-министрĕн çумĕ – ТР культура министрĕ З.Р.Валеева уçрĕç. Уйрăмах Фарид Хайруллович чĕререн тухакан сăмахсемпе саламларĕ: «Сирĕн çине пăхса чĕре савăнать. Эсир республикăра иртекен пĕтĕм уява илем кӳретĕр. Сирĕн хитре тумăрсене курсан юрлас-ташлас килет. Мĕн авалтан пирĕн республикăра халăхсем хушшинче туслăх пулнă. Çапла малашне те пĕр-пĕрне хисеплесе, ăнланса пурăнмалла пултăр». Вара кашни халăх патне пырса алă тытса тухрĕ.
Уява халалланă концертра та эпир тутарсем, вырăссем хыççăн виççĕмĕш тухрăмăр. «Юрай» ансамбль, хыççăн Хусанти «Салам» фольклор ушкăнĕ те хитре юрăпа куракансен чĕрисене ăшăтрĕ. «Чăваш шăпчăкĕ – 2010» конкурсра «Уйрăм юрлакансем» номинацире I степеньлĕ лауреат ятне илнĕ М.Рыбкина (Çарăмсан районĕ) юрланă чухне унăн уçă сасси таçта çити ян кайрĕ.
Çапла Г.Камал ячĕллĕ театр умĕнче чăвашсем хуçаланчĕç теес килет.