Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекцин кăçал юбилей, йĕркеленнĕренпе 75 çул. Тутарстан инспекторĕсем, вĕсем республикăра пурĕ 452-ĕн тата милицин шкулсенчи инспекторĕсем 96-ăн, подразделенин юбилейне лайăх кăтартусемпе кĕтсе илчĕç: çул çитменнисен преступноçĕ 2010 çул пуçланнăранпа 26 процента чакнă, ачасем хутшăннипе çын вĕлернĕ пĕр тĕслĕх те пулман. Сăмах май, çул çитменнисен преступноçĕ чакни кăçал кăна мар, юлашки 3-4 çулта палăрать. Участковăйсен ĕçне йĕркелекен тата çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделени управленийĕн пуçлăхĕ Лев Гершанов ТР ШĔМĕнче иртнĕ брифингра çакна çул çитменнисен хушшинче профилактика ĕçне лайăх йĕркеленипе çыхăнтарчĕ.
Хуласенчи криминаллă лару-тăру лăпкă мар шкулсенче ятарлă милици инспекторĕсене çирĕплетни те хăй çимĕçне кӳрет-мĕн. Шел, хальлĕхе республикăри ялсенчи шкулсенче кун пек инспекторсем сахалрах-ха. Ман шутпа ку вăхăт ыйтăвĕ çеç.
Çапах та усал шухăшлă çул çитменнисем республикăра сахал тесе калама çук, çулталăк пуçланнăранпа кăна çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекци 2 пин ытла ачана учета илнĕ, пĕтĕмпе Тутарстанра хальхи вăхăтра пурĕ 5,5 пин ача учетра тăрать. Йĕркене, закона пăсакансем ытларах ăнăçсăр çемьесенчен теме хăнăхнă-ха эпир, анчах ачана преступлени тума тепĕр чух çитмен пурнăç хистемест.
Çул çитменнисемпе ĕçлекен управленин пуçлăхĕн çумĕ Л.Осипова пĕлтернĕ тăрăх, нумаях пулмасть Хусанти туристсен фирмисене кăнтăр кунĕнчех кĕрсе, пистолет евĕрлĕ япалапа хăратса укçа çаратакан маскăллă преступник çул çитмен ача, çитменнине тата ытлă-çитлĕ çемьеренех пулнине шутлама та пултарайман. Чи интересли – арçын ачана çакăн пек преступлени тума юрату хистенĕ. Савнă хĕре хаклă парнесемпе, чечексемпе савăнтарасшăн пулнă иккен вăл.
Шел, уголовнăй явап тытма вăхăт çитмен (14 çул тултарман) преступниксем те пур пирĕн, вĕсене ятарлă, хупă учрежденисене ăсатма тивет. Кăçал 4 уйăхра çакăн йышши 316 (пĕлтĕр çак вăхăтра 452) ачана хупă учрежденисене вырнаçтарнă.
Çул çитмен çамрăка тӳрĕ çултан пăрăнма нумай чухне пушă вăхăта усăллă ирттерме пĕлменни те хистет. Лев Гершанов пĕлтернĕ тăрăх, милицире кăçал салтак çулне çитнĕ, ниçта та ĕçлемен, вĕренмен 272 çамрăк учетра тăрать. Пĕлтĕр вĕсен шучĕ 1000 ытла пулнă. ТР ШĔМĕ ку ыйтăва татса памалли питĕ лайăх мел те тупнă. ТР Ĕç, ĕçлĕх тата социаллă хӳтлĕх министерствипе, Çар комиссариачĕпе, тата РОСТО (ДОСААФ) обществăпа патшалăх пĕрлешĕвĕпе пĕрле çакăн пек çамрăксене тӳлевсĕрех çарпа учет специальноçĕсене вĕрентсе салтака ăсатаççĕ, 270 çамрăк çар ретне тăнă та ĕнтĕ.
Милици сотрудникĕсен направленийĕпе çак категорири 110 çамрăк хуласемпе районсенчи ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче ĕçсĕррисен шутне кĕнĕ. Вĕсенчен 60-шĕ Чистайри ДОСААФ техника шкулĕнче 3,5 уйăх (апрель-июль) ниçта тухмасăр вĕренеççĕ. Вĕсен кун режимĕ çапларах: кунне 3-5 сехет «В», «С» категориллĕ водитель ăсталăхне вĕренесси, ытти вăхăтра спорт тата çарпа патриотизм меро- приятийĕсене хутшăнасси. Вĕсем кунта талăкĕпех милици сотрудникĕсен тимлĕхĕнче.
Сăмах май, республикăн йĕрке хуралçисен тимлĕхĕнче юлашки вăхăтра çул çитмен мĕнпур çамрăк пулчĕ тесен те йăнăш мар. Шкулсенче май уйăхĕн 24-25-мĕшĕсенче юлашки шăнкăрав янăрарĕ. 11 класс пĕтерекен пин-пин ача шкулпа сывпуллашрĕ çав кун. Паллах, уяв пĕр кăлтăксăр ирттĕр тесе 3 пин ытла милици тата 300 яхăн харпăр сыхлав предприятийĕсен сотрудникĕсем йĕркене сыхларĕç. Телее, Тутарстанра юлашки шăнкăрав уявĕнче йĕркене пăснă пĕр тĕслĕх те палăрман.
Чăн та, Л.Осипова каланă тăрăх, хĕрĕнкĕ выпускниксене хула урамĕсенче милици ĕçченĕсем асăрханă, çапах та çамрăксем хăйсене тирпейсĕр тыткалани пулман.
Çапах та çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторсен ĕçĕ кунпа вĕçленмест-ха, умра – сывпуллашу каçĕсем. Ку енĕпе те юлашки çулсенче милици ĕçченĕсен ĕçĕ самай хушăнчĕ. Халĕ 11 класс пĕтерекенсем кăна мар, 4, 9 класс пĕтерекенсем те сывпуллашу каçĕсем ирттересси йăлана кĕчĕ. Л.Осипова журналистсене хăйсем ку уява та (вĕсем июнĕн 10-30-мĕшĕсенче иртмелле) хатĕррине пĕлтерчĕ. Сывпуллашу каçне паллă тăвакан кашни класс çумне милици сотрудникĕсене çирĕплетме палăртнă. Кунсăр пуçне шкул пĕтерекенсен сывпуллашу каçне пĕр тумлам эрехсĕр ирттерме тивет, мĕншĕн тесен уява алкогольлĕ шĕвекпе паллă тума юраманнине ТР ШĔМĕ ТР Вĕрентӳпе наука министерствипе официаллă майпа çирĕплетнĕ.
 
: 1048, Хаçат: 23 (857), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: