Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ПУЛĂШАССА КĔТМЕЛЛЕ МАР
Юлашки вăхăтра çунă çумăрсем ял хуçалăхĕнчи лару-тăрăва питех улăштараймарĕç: пулас тухăçăн шăпи çав-çавах иккĕленӳллĕ. Мĕншĕн тесен хăш-пĕр районта нӳрĕк çителĕклĕ мар. 2010 çул ял хуçалăх отраслĕшĕн çăмăл килмесси каламасăрах паллă. Республикăн уй-хирне акнă 800 пин гектар кĕрхи тырă калчисенчен паянхи куна 460 пин гектарĕ пĕтнипе тăкак 2 миллиард тенке çитни те çакна çирĕплетет. Пуринчен ытла çухатусем Заинск, Тукай тата Анат Кама районĕсенче пысăк, унта кĕрхи тырă калчисем çуррине яхăн пĕтнĕ.
ТР Президенчĕ Р.Минниханов Лениногорск районĕнче ирттернĕ ларура шăпах кĕрхи тырă калчисен шайĕ, выльăх апачĕ хатĕрлесси çине пусăм тунă. Рустам Нургалиевич сăмахĕсемпе, выльăх апачĕн балансне кăçал чи сахал тухăç пухса илессине шута илсе йĕркелемелле. Республикăн кăнтăр-хĕвел тухăç районĕсемшĕн 2009 çул та çăмăлах пулманнине асра тытса пушшех те мĕнпур ресурса пухса ĕçе ямалла.
– Паян ял хуçалăх предприятийĕсене топливăпа тата удобренипе çителĕклех тивĕçтернĕ, Правительство вĕсене пулăшрĕ, анчах кунтан ытла укçа уйăрма урăх пултараймастпăр, – пĕлтернĕ Президент. Ял хуçалăхĕн йывăр лару-тăрăвне шута илсе кăçал резерв фондĕнчен ахаль те хушма пулăшу – 1 миллиард тенкĕ уйăрнă. Агропромышленность комплексĕпе çыхăннă программăсене сыхласа хăварнă, РФ Ял хуçалăх министерстви те пулăшу панă. Анчах ку çителĕксĕр, йывăр лару-тăруран тухмалли тĕп çул вăл – вырăнта кирлĕ мерăсем йышăнасси.
ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов ларура район ертӳçисене хăйсен территорийĕсене пăхса çаврăнма, мĕн акнине анализ тума, пулас тухăç мĕнле пулассине пăхма каланă. «Тухăç пысăк çулсенче те выльăх-чĕрлĕхе кирлĕ пек апатлантарман хуçалăхсем пур-ха пирĕн, выльăх апачĕпе лару-тăру мĕнлерех пулнине кăçал уйрăмах тимлĕх уйăрмалла», – тенĕ министр. Фермăри выльăх валли утă-улăм, сенаж, силос пĕлтĕрхинчен кая мар хатĕрлеме хушнă.
Çаплах тепĕр япалана та аса илтермесĕр хăварман Марат Готович: çулла выльăх ĕрченĕ вăхăтра хуçалăхсенче выльăх шутне чакарни йĕркеллĕ пулăм мар. Хальхи вăхăтра Раççейре тырă хакĕ чи пĕчĕкки, выльăх-чĕрлĕх вара – хакли, эппин, пирĕн выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантармалла.
Хресченĕн паянхи тĕллевĕ – çителĕклĕ выльăх апачĕ хатĕрлесси. Çаплах харпăр хуçалăхсем çинчен те манмалла мар, вĕсен те выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлесе юлмалла. Ку енĕпе вырăнти власть пулăшмаллине аса илтернĕ.
Çапах та çуркунне типĕ çанталăк тăнине пула нумай çул ӳсекен курăк япăх ӳсрĕ, иккĕмĕш хутĕнче утă нумай пуласси те хальлĕхе иккĕленӳллĕ. Çавăнпа та Марат Готович халех выльăх апачĕ хатĕрлеме тытăнмалли çинчен каланă. Паллах, нумай çул ӳсекен курăк лаптăкĕсем çине кăна шанмалла мар, çырма-çатрасенче çавапа та çулмалла. Тĕп пусăм кăçал çулçăллă апат (веточные корма) çине пулать. Вĕсене вăрмансенче, çул хĕррисенчи вăрман йăрăмĕсенче хатĕрлĕç.
ВЫÇĂ ХЫРĂМПА ИНÇЕ КАЯЙМĂН
Тем пек тăрăшса ĕçлесен те хырăма тăрантармалăх укçа памаççĕ пулсан тухăçлă ĕçлесси пирки камăн шутласси килтĕр? Ял хуçалăхне инвесторсем килни те тивĕçлĕ ĕç укçи тӳлесси çине витĕм параймарĕ-тĕк, тата кама шанмалла? Хăй кĕсйине чикме май пур чух тӳлес килмест-тĕр çав çынсене хуçан. Çак кунсенче ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствинче иртнĕ ларура каллех хресченĕн ĕç укçи ыйтăвне сӳтсе явнă. Ял хуçалăхĕнчи вăтам ĕç укçи 2009 çулта 8048 тенкĕ пулнă пулсан, кăçал тăватă уйăхра вара – пурĕ те 7812 тенкĕ кăна. Инфляци ял çыннине пырса тивмест тенĕ ахăр, унсăрăн укçана ӳстерес вырăнне чакарнине мĕнле ăнланмалла?
ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕн çумĕ Н.Якушкин каланă тăрăх, ял хуçалăхĕнчи ĕç укçи пĕчĕк пулни тĕрлĕ сăлтавран килет: пĕрремĕшĕнчен, 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен чи пĕчĕк ĕç укçин виçине 4330 тенкĕ палăртнă пулин те, хăш-пĕр хуçалăхра вăл халĕ те çак суммăна çитеймест, иккĕмĕшĕнчен, ял хуçалăх специалисчĕсене ĕç кăтартăвĕпе тӳлес вырăнне оклад палăртни, виççĕмĕшĕнчен, ытлашши ĕçленĕшĕн парăнакан хушма укçана ял çыннине вуçех тӳлеменни. Кунсăр пуçне ял хуçалăхĕсене 2008-2012 çулсенче аталантармалли район программинче ĕç укçине ӳстерме палăртнă пулин те хăш-пĕр район ертӳçисем халăха пысăкрах ĕç укçи тӳлеме васкамаççĕ.
Марат Готович республикăри районсен ял хуçалăх управленийĕн ертӳçисене кĕске вăхăтрах хăйсен районĕсенчи ял хуçалăх ĕçченĕсене ĕç укçи тӳлемелли системăна пăхса тухма хушнă. Анчах пĕр ыйту çеç канăç памасть – усси пулĕ-ши? Ара, инвестора ĕç укçине ӳстерме хушма министерствăн ирĕк çук-çке.
СУХАÇĂСЕН ĂМĂРТĂВĔ
Вăт ку ăмăрту-тăк, ăмăрту! Элмет районĕнчи хуçалăхсем хушшинчи конкурсра сухаçăсем пултарулăха кăтартнă. Районти 22 сухаçă хăйсен хурçă учĕсемпе тĕрлĕ суха туса, техникăн хатĕрлĕхне кăтартса ăмăртнă. Жюри вĕсене тăватă номинаципе хакланă. «Поверхностная обработка» тĕп номинацире Ф.Хальфин («Хабибуллин» хуçалăх), «Отвальная обработка» номинацире Г.Фаттахов («Чулпан» тулли мар яваплăхлă общество) çĕнтернĕ. Техникăн хатĕрлĕхĕпе П.Радаева (Токарликов ячĕллĕ УАО) çитекенни пулман. Çамрăксен хушшинче Андрей Барсуков («Ярыш» тулли мар яваплăхлă общество) чи лайăх механизатор пулнине палăртнă.
 
: 1126, Хаçат: 23 (857), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: