Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстанра кăçал шкул пĕтерекен 25233 çамрăк республикăри аслă шкулсенчи 13125 бюджетлă вырăн çине шанма пултарать. Ытларикун ТР Министрсен Кабинетĕнче иртнĕ брифингра патшалăх вузĕсене вĕренме илесси çинчен ТР вĕрентӳпе наука министрĕ Альберт Гильмутдинов каласа пачĕ. Брифинга Рособрнадзор ертӳçи Любовь Глебова та хутшăнчĕ.
Министр каланă тăрăх, кăçал 25233 çамрăк 11-мĕш класран вĕренсе тухать. Республикăри 24 патшалăх вузĕ абитуриентсене пурĕ куçăн майпа вĕренмешкĕн 28866 вырăн (вĕсенчен 13125-шĕ бюджетлă) сĕнет. Нумай пулмасть наци тĕпчев институчĕн статусне илнĕ Хусанти патшалăх технологи университечĕ пуринчен нумайрах çамрăка йышăнасшăн – 5386 вырăн, бюджетли 2253. Иккĕмĕш вырăнта Туполев ячĕллĕ патшалăх техника университечĕ – 3834 вырăн, бюджетли 1810, виççĕмĕш Камски патшалăх инженерипе экономика академийĕ – 3178, бюджетли 1019. Хусанти патшалăх университечĕ улттăмĕш вырăнта – 1740 вырăн, бюджетли 1460.
Альберт Харисович ХПУна, ТПГПУна, ХПФЭИне вĕренме кĕрекенсем сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕр аслă шкулăн – Хусанти (Атăлçи) федераллă университетăн – студенчĕсем пулса тăмаллине аса илтерчĕ. Хальлĕхе вара йышăну кампанийĕ уйрăмшарăн иртет.
Тата кăçал 9 класс пĕтерекенсенчен нумайăшĕ патшалăх аттестацийĕ, урăхла каласан «пĕчĕк ППЭ», урлă иртет. Министр сăмахĕсемпе, 2010 çулта 40671 ача 9 класс пĕтерет. Аттестаци урлă Хусан, Çырчалли, Элмет, Балтаси, Пĕкĕлме, Елабуга, Заинск, Ешĕлвар, Мамадыш, Анат Кама, Чистай, Лениногорск хулисемпе районĕсен вĕренекенĕсем иртеççĕ.
Любовь Глебова Раççейре граждансен 153 категорийĕ аслă шкулсене вĕренме кĕмелли çăмăллăхсемпе усă курма пултарни çинчен каларĕ. Льготниксем нумаййипе нумай вузсем шухăша кайнă: вĕсен умĕнче чăн-чăн льготниксем е суйисем? Çавăнпа та кăçал йышăну комиссийĕсене çăмăллăхпа усă курма май паракан документсене çĕнĕрен тĕрĕслеме ирĕк панă.
 
: 1122, Хаçат: 22 (856), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: