Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Лайăш районĕнчи Вырăс Никольски ялĕнче майăн 22-мĕшĕнче «Каравон» вырăс фольклорĕн уявĕ вун саккăрмĕш хут иртрĕ. Çак сăмахсем çумне тата юлашки хут тесе те хушса хурас килет. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен вăл кăçал юлашки хут Атăлçи шайĕнче иртрĕ, килес 2011 çултан унăн статусĕ самай ӳсет: Пĕтĕм Раççейри вырăс фольклорĕн уявĕ пулса тăрать. Никольски ялĕн чиркӳ праçникĕ çуллахи Микула пулнăран Николай Угодник кунĕнче ирттерме пуçланă-ха ăна малтанах, кунта тата майăн 25-мĕшĕнче Славян çырулăхĕн кунĕ пулнине те шута илнĕ курăнать. 300 çултан та иртнĕ «Каравон» совет саманинче самай вăхăта шăпланнă, 1980-мĕш çулсенче «чĕрĕлсе тăрсанах» вырăс халăх юррин уявне Никольски ялĕ хăй тĕллĕнех ирттернĕ, çулталăкранах йыш кăшт ӳснĕ – кӳршĕ ялсем те уява килнĕ. Уява хатĕрлекенсем вара чăннипе çине тăма пĕлнĕ, çулран çул «Каравона» хутшăнакансем йышланнă. Çапла район шайĕнче, республика шайĕнче, Атăлçи шайĕнче иртме пуçланă.
Çуллен иртекен мероприяти пулин те ăна хатĕрлекенсем кашнинчех çĕнĕлĕхсем кĕртеççĕ. Пĕлтĕр, авă, Заволокинсем «Играй, гармонь» телекăларăм ӳкернĕччĕ, кăçал уява ял варринче мар, укăлча умĕнчех ирттернĕ темелле. Яланхи пекех икĕ площадкăра пулчĕ курăну: тĕп площадка тата кăшт айккинерех тепĕр, кăшт пĕчĕктереххи. Кăçалхи «Каравона» Мускавран килнĕ П.Лукоянов кĕслеçĕ уçрĕ, çакăнтах сценаристсем Тăван çĕршыв çине тăшман тапăнсан вăйпитти çамрăк арçынсем мирлĕ пурнăçа хӳтĕлеме тухса кайнине витĕмлĕн сăнарласа кĕртсе хăварнă. Тĕп вырăнта ал ăстисем хăйсен таварĕсемпе вырнаçса тухнă. Мĕн кăна çук-ши, ăстасен-усламçăсен: хĕвелтен пытанмалли калпаксемпе шлепкесем, тăм шăхличсем, автан-карамельсем, холодильник алăкĕ çине çыпăçтармалли магнитлă ӳкерчĕксем. Тавар туянакан ыйтнипе Дивеевăран кӳрнĕ шурă тăмран Евгений Иванов çакăнтах кăкшăм, чашăк шăлса парать. Ижевскран инçе çула кĕскетсе çитнĕ Анатолий Степанов ăстаçă удмурт халăх инструменчĕсемпе – шулан шăхличĕсемпе суту тăвать. Хăех илемлĕ çемĕ каласа кăтартать, туянакана та вĕрентет. Кĕрлесе тăрать халăх ӳнерçисен пасарĕ. 117 ремесленникăн пултарулăхĕпе паллашса ăсталанă таварне туянма май пулчĕ çак кун.
Программăра палăртнă пекех уяв 11 сехетре пуçланчĕ. Пуçтарăннă халăха Лайăш муниципаллă район пуçлăхĕ Александр Тимофеев саламларĕ. Ун хыççăнах трибуна çине ТР Правительство пуçлăхĕ И.Халиков тухрĕ. Пĕрремĕш хут «Каравона» килни, уяв чăннипех питĕ килĕшни çинчен каларĕ Ильдар Шафкатович. ТР Президенчĕн Рустам Миннихановăн саламне вуласа пачĕ.
Кăçал «Каравона» пĕтĕмпе 1650 çын хутшăннă. Паллах, хуçасем, Лайăш районĕнчи илемлĕ пултарулăх коллективĕсем йышлăн пулчĕç. Хусантан «Каравона» 23 коллектив килнине пăхсан Тутарстанăн тĕп хулинчи вырăс халăх юрри-ташшине кăмăллакансем çулталăкĕпех çак куна кĕтнĕ тесе калас килет. Ăçтан кăна пуçтарăнман вĕсем: пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулсенчен, аслă шкулсенчен, Культура керменĕсенчен, ветерансен, инвалидсен хорĕсем – пĕтĕмпе 400 çын ытла.
Çуллен уява Раççей регионĕсенчи ансамбльсем килнĕ, 2010 çулхи «Каравонра» та çаплах пулчĕ. Вятские Поляны хулинчен 18 çынран тăракан халăх юррин ансамблĕ пулчĕ. Марий Элти Волжск хулинчен икĕ коллектив таран килнĕ. Удмурт Республикин пултарулăхĕпе «Каравонра» «Ладушки» (ертӳçи С.Вершинина) паллаштарчĕ. Чăваш Енри Пăрачкав хулинчен Александр Чернов ертӳçĕ вырăс халăх хорĕн фольклор ушкăнне илсе килнĕ.
Çаксемсĕр пуçне тата уявра Санкт-Петербургран, Мускавран килнĕ хăнасем те пулчĕç. «Каравон» пуçланса вĕçленичченех Хусанти «Экият» пуканесен театрĕ хăнасемпе вылярĕ. Мускаври «Петрушка» театр труппин путишле хăтланăвĕсене курса савăнни те асра юлмалла. Спас районĕн Культура çурчĕ çумĕнчи казаксен хорĕ (ертӳçи Н.Илюшина) хăйĕн хăвачĕпе пурин чĕрине те тыткăна илчĕ пулĕ. Вĕсем кашни çулах «Каравона» килме тăрăшаççĕ, кашнинех вĕсен пухăннисем унтан киленсе итлеççĕ.
Кăçал «Каравон» шăп Микула кунĕнче иртрĕ. Çавăнпах пулĕ, уяв программине чан çапнине те кĕртнĕ. Санкт-Петербургри «Колокола России» (ертӳçи РФ тава тивĕçлĕ артистки Г.Филимонова) ансамбль хăйĕн пултарулăхĕпе пухăннисене пĕр тĕлĕнтерчĕ, пĕр савăнтарчĕ.
Яланхи пекех уяв икĕ площадкăри коллективсем пĕрлешсе карталанса юрласа утнипе вĕçленчĕ.
 
: 989, Хаçат: 22 (856), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: