Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче «Тăхăрьял шăпчăкĕ» юрăçăсен конкурсĕ иртессине пĕлтерсен çамрăк талантсем тĕлĕнмерĕç те, çухалса та каймарĕç. Вĕсем ку конкурса çулталăк тăршшĕпех хатĕрленсе, кĕтсе тăнă. Ултă çул каялла Пăва районĕнчи Элшел ялĕнчи вăтам шкул вĕрентекенĕсем пуçарса янă çак конкурса. Тăхăрьяла кĕрекен 18 ялтан хăшĕнче иртесси хăш шкул вĕренекенĕ çĕнтернинчен килет. Пĕлтĕр, Шемек ялĕнче иртнĕ конкурсра Чăваш Киштек хĕрĕ Софья Яковлева «Чăн уçă саслă шăпчăк» ятне тивĕç пулнăччĕ. Çак ялта илемлĕ те янравлă сасăллă çынсем юрланине нумай çын илтсе тĕлĕннĕ. Вĕсенчен пĕри И.Я.Яковлев. Пирĕн аслă вĕрентекенĕмĕр Чăваш Киштек ялĕ çумĕнчен иртсе кайнă чух çĕрле çамрăксем вăйă каланине чарăнса итлесе тăнине хăйĕн асаилĕвĕсенче çырса хăварнă.
Уяв Чăваш Киштекри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул директорĕ И.В.Емельянова саламланинчен пуçланчĕ. «Хăлхи çине упа пуснă» тенине илтме тӳрĕ килет. Анчах кунпа пĕртте килĕшес килмест. Пурте ăста юрлама пултараймасан та, савăк е тунсăхлă кĕвве кам туймасть? Хавхалануллă çемме илтсен, илемлĕ юрă янăрасассăн чĕремĕрсем те кăлт-кăлт тапма пуçлаççĕ вĕт», – тесе ертсе пыраççĕ уява Надеждăпа Галина Васильевăсем. Паянхи кун юрăсем те нумайтарах, вăйăсем те урăхларах, тĕрлĕ конкурссем те пур. Çак илемлĕ Культура çуртĕнче ял-йыша тӳлевсĕр концерт кăна мар, тĕрлĕ ял çамрăкĕсем пĕр-пĕринпе туслашни те, шет пĕрремĕш хут куç хĕсни те, тĕпелти хăнасене илемлĕ сасăллă кин юрла-юрла сăйлани хăш киле илем кӳмĕ? Мĕнле ваттăн кăмăлне каймĕ? Çамрăк артистсем хăйсем çинчен каласа пачĕç, юрласа хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Сцена çинчен ача-пăча, хальхи эстрада, халăх юррисем шăранчĕç. Жюри членĕсем канашлама тухсан та сцена пушă пулмарĕ. Çак ялти халăх инструменчĕсемпе калакан ушкăн хăйĕн ăсталăхĕпе куракана тĕлĕнтерчĕ. Жюри пĕтĕмлетĕвĕ: Катя Васильева (Хирти Кушкă ялĕ) – «Чи çепĕç сасă», Полина Дворова (Шемек ялĕ) – «Чи çамрăк сасă», Мария Васильева (Чăваш Киштек ялĕ) – «Чи илĕртӳллĕ сасă», Таня Иванова (Хирти Кушкă ялĕ) – «Чи янравлă сасă» номинацисенче çĕнтерчĕç. «Тăхăрьял шăпчăкĕ» конкурсра 1-мĕш вырăна Чăваш Киштек ялĕнчи «Çурхи чечексем» ушкăн çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшсем – Марина Кузьминапа Катя Карамзина (Шемек ялĕ) тата Катя Осипова (Элшел ялĕ). Виççĕмĕш вырăна Катя Мужикова (Пӳркел ялĕ), Марина Пиколова (Ульяновск облаçĕнчи Кунтиккав ялĕ, хăй вĕренекен Пӳркел шкулĕшĕн юрларĕ) тата Нина Тихонова (Элшел ялĕ) уйăрчĕç. «Чăн-чăн уçă саслă Тăхăрьял шăпчăкĕ» ятне Пӳркелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулти 4-мĕш класс вĕренекенĕ Инна Хлынова çĕнсе илчĕ. Çак уяв Чăваш Киштекĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул ĕçченĕсем тăрăшнипе иртрĕ. Хатĕрленнĕ чух ачасене тăхăнма чăваш халăх кĕписем çукки палăрчĕ. «Шурă пусма илсе кĕпе касрăмăр та çаптарккапа чăваш эрешĕ çапрăмăр», – тесе каласа парать вĕрентекен М.В.Бахтинова. Çапла, «ĕçлес текен май шырать, кутăнни сăлтав шырать» тенине илтнĕ. Тăхăрьялти вĕрентекенсем ырă йăлана пĕтермесĕр çулран çул малалла тăсса пыраççĕ, чуна парса хатĕрленеççĕ. Çитес çул «Тăхăрьял шăпчăкĕсем» Пӳркел ялĕнче пуçтарăнĕç.
 
: 999, Хаçат: 22 (856), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: