ВЫЛЬĂХ АПАЧĔ ХАТĔРЛЕÇÇĔ
Тутарстанра çитес вăхăтра выльăх апачĕ хатĕрлеме тытăнаççĕ. Халĕ ятарлă техникăпа автотранспортсене юсаса пĕтернĕпе пĕрех. Хуçалăхсене пулăшма çак кунсенче ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствин çĕр ĕçĕн, выльăх-чĕрлĕх, инженерипе техника уйрăмĕсен специалисчĕсем районсене кайнă. Вĕсен тимлĕхĕнче техника хатĕрлĕхĕ кăна мар, пахалăхлă выльăх апачĕ хатĕрлекен механизаторсене укçа-тенкĕпе мĕнле хавхалантарни те пулĕ.
ЧИРСЕМПЕ КĔРЕШЕÇÇĔ
Ку эрнере республикăн уй-хирĕсенчи ӳсен-тăран калчисен тĕрлĕ чир-чĕрĕпе, çум курăкпа кĕрешме тытăнчĕç. Нурлат тăрăхĕнче калчасене гербицидпа сапас ĕç вĕçленсе пырать. Çаплах Заинск, Элметпе Мензеле те ку енĕпе лайăх ĕçлет, Лайăш, Лениногорск, Мамадыш, Арск, Кукмор тата ытти районсенче калчасене кирлĕ пек пăхмаççĕ.
КУРĂК ЯПĂХ ӲСЕТ
Специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, пĕрремĕш хут çулса илекен утă кăçал питех савăнтармĕ. Сăлтавĕ – типĕ çанталăк. Нумай çул ӳсекен курăк нӳрĕк çителĕксĕррине пула кирлĕ пек ӳсеймест, люцерна кăçал пурĕ те 25 сантиметр çӳллĕш кăна, пĕлтĕр 10 сантиметр вăрăмрах пулнă. Кунсăр пуçне утă 40 процент сахалрах пуласси те паллă. Хăш-пĕр районта нӳр çитменнипе курăк вуçех япăх. Çапах та ял хуçалăхĕсен хальхи тĕллевĕ – курăкăн пĕрремĕш хутне вăхăтра çулса илесси. Çапла майпа курăк иккĕмĕш хут вăйлăрах ӳсме ĕлкĕрĕ.
820 ТОННА ПУЛĂ
Республикăн пĕвесенче пулă ĕрчетекен «Рыбхоз «Арский», «Заинский рыбхоз» тулли мар яваплăхлă обществăсем, «Кайбицкий рыбхоз», «Ушня», «Рыбхоз «Дымка» УАОсем кăçал 820 тонна сутмалли пулă ӳстерме тĕллев лартнă, нумай пулмасть вĕсем пĕвесене карп, толстолобикпа шурă амур пулă лăккисене (мальки) янă.
5000 ÇЕМЬЕ
Тутарстан утарçисем кăçал 5000 яхăн вĕлле хурт çемйисене сутма хатĕрленеççĕ. РФ регионĕсем хамăр республикăра ĕрчетекен среднерусский ăрата туянма тăрăшаççĕ-мĕн. Мĕншĕн тесен Украинăран туяннă вĕлле хурчĕсен çемйисенчен чылайăшĕ кăçалхи хĕллене чăтайман. Çавăнпа сивĕ çанталăка чăтакан, нумай пыл пухакан среднерусский ăрата Раççейĕн тĕрлĕ регионĕ туянасшăн. Ятарлă оборудованиллĕ машинăсем вĕлле хурчĕсем туянма Хусана Самар, Волгоград, Воронеж тата ытти регионсенчен килеççĕ.
«ÇĔНĔ ЯЛ» РАЙОНСЕНЧЕ
«2010-2011 çулсенче фермер хуçалăхĕсенче çемье фермисене аталантарасси» республика программипе килĕшӳллĕн Тутарстанри 32 районта 200 ытла çемье ферми йĕркелеме планлаççĕ, вĕсенчен 114-шĕ – ĕне, 17-шĕ – ĕне-выльăх самăртмалли, 35-шĕ – килти кайăк-кĕшĕк, 15-шĕ – сурăх, 29-шĕ сысна фермисем пулĕç.
Кунсăр пуçне Ульяновск облаçĕнчи ял хуçалăхĕпе яла комплекслă аталантармалли «Çĕнĕ ял» проект аналогийĕпе Тутарстанра та икĕ «ял» ӳссе лармалла-мĕн. Çамрăксене ĕçпе тата пурăнмалли çуртпа тивĕçтерекен «Çĕнĕ ялсем» Саба тата Çĕпрел районĕсенче пуласси паллă. Хальхи вăхăтра ку проекта хутшăнакансене суйлаççĕ. Аса илтеретпĕр, программăна ял хуçалăх специальноçĕ пур, ĕçлеме ӳркенмен, 30 çула çитмен çамрăк çемьесем кăна хутшăнаяççĕ.