Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çак эрнери кашни кун Тутарстан тĕп хулинче ТАССР 90 çул тултарнине халалласа пысăк мероприятисем иртрĕç: «Казань» наципе культура центрĕнче «Тутарстан – манăн мухтавăм» курав ĕçлеме пуçларĕ. Экспонатсемпе, сăнӳкерчĕксемпе Наци культурин музейĕ, ТР Наци архивĕ, ХПУ истори музейĕ пулăшнă. Юнкун Хусан хула ратушинче ТАССР 90 çул тултарнине халалласа пуху ирттернĕ. Мероприятие РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, ТР Патшалăх Канашĕн, Хусан хула Думин депутачĕсем тата шĕкĕр хула мэрĕ И.Метшин хутшăнчĕç. Тĕлпулу кинохроника пăхнипе пуçланчĕ. Унтан пухăннисен умне И.Метшин тухса сăмах каларĕ. Совет влаçĕ вăхăтĕнче Хусанпа унăн районĕсенче парти органĕсене ертсе пынисене хула наградисем, «ТАССРа йĕркеленĕренпе 90 çул» асăнмалăх медальсем парса саламларĕ. Майăн 27-мĕшĕнче С.Сайдашев ячĕллĕ Патшалăх Пысăк концерт залĕнче ТР Патшалăх Канашĕн чаплă ларăвĕ пулчĕ. Ĕнерех ТР Культура министерствипе ТР Халăхсен ассамблейи «Тутарстан – пирĕн пĕрлехи кил» этнокультура уявĕ йĕркелерĕç. Мероприяти Г.Камал ячĕллĕ театр умĕнчи тӳремре иртрĕ. Кунта наци площадкисем – тутар, вырăс, чăваш, финно-угор, Кавказпа Ази халăхĕсен – ĕçлерĕç. Уяв хăнисем Тутарстан çĕрĕ çинче пурăнакан халăхсен илемлĕ пултарулăх коллективĕсене курчĕç. Туслăх çуртĕнчен Булак çыранĕпе театр тӳремне утакан 30 тĕрлĕ наци костюмĕ тăхăннă 350 представитель парадне пăхни пĕр вăхăтрах республикăшăн тата кунта пурăнакан халăхсен туслăхĕшĕн савăнтарать, мăнаçлантарать.
ТР Президенчĕ Р.Н.Минниханов республикăн пысăк уявĕпе саламласа: «1920 çулта, революци вăхăтĕнче, ТАССР туса хума шут тытни питĕ тĕрĕс шухăш пулнă», – тесе палăртнă. Çакă наци кадрĕсене ӳстерсе воспитани пама, наци культурине аталантарма май панă. Пурне те хутла вĕрентме пуçланă. Вăтам, аслă пĕлӳ илес текенсем умĕнче чăрмавсем пĕтнĕ. Çакăн пек общество тата экономика аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ самантсем çинче чарăнса тăнă Рустам Нургалиевич хăйĕн саламĕнче.
* * *
РФ Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота тутарстансене ТАССР 90 çул тултарнă ятпа саламлă телеграмма янă: «Хисеплĕ юлташсем, ТАССР йĕркеленсе кайнăранпа 90 çул çитнĕ ятпа чĕререн саламлатăп… Тутарстан Республики социаллă экономика шайĕпе Раççей регионĕсем хушшинче лидер шутланать. Нумай пуçарусем, çĕнĕлĕхсем çакăнта çуралаççĕ: пысăк инвестици проекчĕсенчен пуçласа кулленхи куна çӳллĕ технологисем кĕртни, пысăк культура мероприятийĕсем ирттернинчен тытăнса суперçĕнĕ спорт объекчĕсем уçăлни таран… Сывлăх, тăнăç пурнăç сунатăп сире, республика малашне те чечеклентĕр», – тесе çырнă унта.
 
: 889, Хаçат: 22 (856), Категори: ТАССР - 90 çулта

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: