Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТУТАРСТАН. Харăсах Кремль полкне 20 каччă хĕсмете кайни пирĕн республикăн историйĕнче хальччен пулман. Вĕсене хаваслă лару-тăрура ăсатнă. Сăмах май, Кремль полкĕнче çар тивĕçне пирĕн республикăран пурĕ 10 çын пурнăçланă, чи интересли – вĕсем пурте çырчаллисем. Президент (Кремль) полкĕ питĕ хăйне евĕрлĕ часть, вăл патшалăх пуçлăхĕсен хăрушсăрлăхне сыхлать.
АНАТ КАМА. Камские Полянинчи АЭС тума хăварнă тӳрем çитес вăхăтрах туристсен центрне çаврăнас шанăç пур. ТР Президенчĕн Р.Миннихановăн хушăвĕпе çак тӳреме тĕрлĕ фестивальсем, дайвингпа шыв айĕнчи сунар ăмăртăвĕсем ирттермелли центр тумалла. Мĕншĕн тесен кунта яхтклуб, пĕчĕк авиацин площадки валли те, экстремаллă спорта аталантарма та вырăн çителĕклĕ.
* * *
Ачасене хӳтĕлемелли кун тĕлне хулари 17 картишре ача-пăча площадкисем йĕркелеççĕ. Йывăçран ăсталанă конструкцисем пулĕç вĕсем, тематики те тĕрлĕрен. Вĕсенчен пĕр пайĕ Учительсен çулталăкĕпе çыхăнĕ, кун пек площадкăсем шкулти классене аса илтерĕç.
ЭЛМЕТ районĕн пуçлăхĕн «Хулапа районти обществăлла йĕркене çирĕплетесси», «Обществăлла вырăнсенче эрех-сăра ĕçме чарасси» постановленийĕсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе кăçал çулла тата кĕркуннен пĕрремĕш уйăхĕччен хула урамĕсенчи обществăлла йĕркене кашни каç тĕрĕслеме тытăнаççĕ. Графикпа рейда Ĕçтăвкомăн ертӳçисемпе представителĕсем, журналистсемпе милици сотрудникĕсем, наркодиспансер, ачасемпе çамрăксен ĕçĕсен, вĕрентӳ, культура, сывлăх сыхлав управленийĕсен, аслă шкулсемпе вăтам пĕлӳ паракан учрежденисен, çамрăксен пĕрлешĕвĕсен представителĕсем тухаççĕ. Хулари предприятисем вĕсене транспортпа тивĕçтереççĕ. Рейд вăхăтĕнче эрех-сăра ĕçекен, çул çитмен çамрăксене алкогольлĕ шĕвек ĕçме явăçтаракан тата ачасемпе çул çитмен çамрăксем çĕрлехи вăхăтра урамсенче çӳренĕ тĕслĕхсене палăртĕç. Кашни çул район пуçлăхĕсем суту-илӳ предприятийĕсене юлашки шăнкăрав, выпускниксен каçĕсен вăхăтĕнче эрех-сăра сутма чарма постановлени йышăнаççĕ, кăçал вара ку постановление предприятисем мĕнле пурнăçлани çине уйрăмах тимлĕх уйăрĕç.
ÇЫРЧАЛЛИНЧЕ пĕрлешекенсен туйне, тĕрĕсрех каласан, ЗАГСра çырăннине, малашне çĕр чăмăрĕн мĕнпур кĕтесĕнче кăтартаççĕ. Кун валли Çырчаллинчи Мăшăрлану керменĕн «online-трансляция» сайтне кăна кĕмелле. Кунта вырнаçтарнă камерăсем пулăшнипе тăвансемпе пĕлĕшсен туйне Интернет урлă онлайн-режимпа курма пулать.
НУРЛАТРА çак кунсенче 5-мĕш класс ачи çакăннă. Пурнăçран вăхăтсăр уйрăлма ачана мĕн хистени паллă мар, хальхи вăхăтра следстви пырать. Ашшĕ-амăшĕ пĕлтернĕ тăрăх, майăн 16-мĕшĕнче вĕсем пурте килте каннă, ывăлĕ яланхи пекех хăй пӳлĕмĕнче пулнă, малтан вĕсем нимĕн те асăрхаман-ха, апата чĕнсен ачи сасă паманнипе ашшĕ пӳлĕме кĕнĕ те... Вăхăтра больницăна çитернĕ пулин те, ачана çăлайман. 5-мĕш класра вĕреннĕскер, шкулта ĕлкĕрсе пынă, кунсăр пуçне хоккей секцине çӳренĕ, юлташсемсĕр те пулман.
 
: 1002, Хаçат: 21 (855), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: