Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

2006 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ хыççăн иккĕ е ытларах ача çуратнă е усрава илнĕ ачашăн парăнакан патшалăх пулăшăвĕн – амăш капиталĕн – сумми 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен 343278 тенкĕпе танлашрĕ, закон тăрăх, вĕсенчен 12000 тенкине кирек мĕнле тăкаклама та юрать. Паян эпир хамăр кăларăмра амăш капиталĕ çинчен тепĕр хут сăмах хускатма шутларăмăр. Аса илтеретпĕр, сертификата Раççей гражданстви (е икĕ гражданство) пур иккĕ е ытларах ача çуратнă аннесене, 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн иккĕ е ытларах ачана пĕччен усрава илнĕ аттене е аннене параççĕ. Капиталпа мĕн тума юрать?
1. Раççей Федерацийĕн территорийĕнче çурт лартма е ипотека кредичĕн взносне тӳлеме.
2. Пĕр е темиçе ачана вĕреннĕшĕн тӳлеме.
3. Амăшĕн пенсийĕн перекет пайĕ çине куçарма.
Амăш капиталне çак пунктсене пайăн-пайăн хума та юрать. Сертификата тивĕçнĕ çыннăн кун валли мĕн чухлĕ тата мĕн тума кирлине ăнлантарса заявлени çырмалла.
Амăш капиталĕпе хваттер мĕнле туянмалла?
Çемье ку капиталпа хваттер туянма е çурт лартма пултарать. Чăн та, пĕр енчен, ку сумма хваттер хакĕн пĕр пайне тӳлеме çеç çитет, тепĕр енчен, вăл ипотека кредичĕн пĕтĕмĕшле суммин пĕр пайне татма, кредитăн пирвайхи взносĕ пулма пултарать.
Аса илтеретпĕр, амăш капиталĕ хваттере юсама парăнмасть.
 
: 7437, Хаçат: 20 (854), Категори: Çемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: