Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чăваш Республикин Халăх пултарулăхĕн çуртĕнчи уйрăм заведующийĕ Светлана Лаврентьева пухса хатĕрленĕ «Алăкран тухрăм – тайăлтăм…» сборникăн хăтлавĕ майăн 5-мĕшĕнче Шупашкарти Чăваш наци музейĕнче иртрĕ. 2009 çулхи март-июнь уйăхĕсенче ирттернĕ вăрçă вăхăтĕнчи юрăсен I Республика фестивалĕн материалĕсемпе усă курса сборника Аслă Çĕнтерĕве 65 çул çитнине халалласа кăларнă.
Хăтлава ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова, музыковед-фольклори ст, искусствоведени докторĕ, профессор, академик, РФ тата ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Михаил Кондратьев, ТР Культура министерстви çумĕнчи РНМЦ уйрăмĕн заведующийĕ Галиябану Осипова, ЧР Халăх пултарулăх çурчĕн директорĕ Виктор Бондарев, Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищин директорĕ Александр Белянкин, фольклорист, «Уяв» тата «Юрай» фольклор ансамблĕсен ертӳçи Зинаида Козлова, республикăн тĕрлĕ районĕсенчи фольклор ушкăнĕсен ертӳçисем, музыка училищинче вĕренекенсем хутшăннă.
Роза Лизакова «Алăкран тухрăм – тайăлтăм…» кĕнекене кун çути кăтартассишĕн тăрăшнă çынсене тав турĕ. Михаил Кондратьев юрăсен пуххи наукăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнлантарса пачĕ, юрă сăмахĕсене вырăсла куçарса пичетлесе сборнике Раççейĕпех салатма сĕнӳ пачĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Георгий Кудряшов фронт пурнăçне аса илчĕ, «уйрăмах йывăр чухне юрă тăсса янă хыççăн кăшт çăмăлрах пекчĕ» терĕ. Куславкка районĕнчи «Эткер», Элĕк районĕнчи «Валинке» фольклор ушкăнĕсен ертӳçисем Людмила Ефимовăпа Любовь Константинова та сăмах илчĕç.
Хăтлав тăршшĕпех пухăннисем «Уяв», «Валинке», Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин студенчĕсем юрлакан рекрут, чăваш халăх юррисемпе киленчĕç. Чăваш Республикин районĕсенчи фольклор ушкăнĕсен ертӳçисене пĕрер экземпляр «Алăкран тухрăм – тайăлтăм…» кĕнеке парнелерĕç.
Кĕнекене Аслă вăрçă вăхăтĕнче Элĕк, Патăрьел, Канаш, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Вăрмар, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Етĕрне, Тăвай районĕсенче тата Тутарстан Республикипе Саратов облаçĕнче пурăнакан чăвашсем хывнă рекрутсен, тăлăх арăмсен, тăлăх ачасен юррисем, хурлăхлă юрăсем кĕнĕ.
Рекрут юррисене Светлана Григорьевна этнографи ушкăнĕсем тăрăх уйăрнă. Çакна тĕрлĕ çĕрте пурăнакан чăвашсен хăйне евĕрлĕ юрă культурине, йăлисене пĕрлештерекен паллăсем пуррине кăтартас тĕллевпе тунă. Юрă сăмахĕсене чылай чухне ĕлĕкрен пыракан хăна юррисен çеммипе юрланă, хăш чух паллă поэтсен сăввисемпе те усă курнă.
 
: 1264, Хаçат: 20 (854)

Комментарисем:

ЭП (2010-10-12 23:59:09):
"сборникăн хăтлавĕ" - хăтлав сăмаха куçарнă-ха, сборник тенине вара - юрăсен пуххи тесе куçарма хал çитереймен

Рита (2010-10-13 21:53:53):
Тупата, пурте ăслă тата эсир кунта. Хăвăра статья çырма хушсан çыраятăр-ши? Çынсем çырнине критиклеме эпир пурте пултаратпăр-ха.

ЭП (2010-10-17 18:03:38):
Çыраяп, хушсан. Ятарласа вĕреннĕ çынсем, журналистсем, ĕçлеççĕ пуль теп ĕнтĕ хаçатра.

Рита (2010-10-17 21:48:36):
Вуласа пăхасчĕ-ха...

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: