Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Майăн 12-мĕшĕнче 15.00 сехетре Анат Кама ГЭСĕн ĕçченĕсем машина уйрăмĕнчи турбина цехĕнчен çăра тĕтĕм тухнине асăрханă. Часах çупа сывлăш хутăшĕнчен пулса кайнă пĕлĕт сирпĕннĕ. Авари пулнă вырăна çийĕнчех ТР Премьер-министрĕн çумĕ, энергетика министрĕ Ильшат Фардиев çитнĕ. Ун сăмахĕсемпе, мĕнпур служба оперативлă ĕçлесе аварие сарăлма памасăр вăхăтлă сирнĕ.
Цех сирпĕннипе 2 çын вилнĕ, 10-шĕ аманнă. Çырчалли администрацийĕн Ĕçтăвком ертӳçи Василь Шайхразиев каланă тăрăх, вилнисен тата аманнисен çемйисене хула пур енлĕн пулăшу пама йышăннă.
Раççейпе Турци правительствисем çĕршывсем хушшинчи визăлла режима пĕтерме йышăннă. Унсăр пуçне Кавказпа Самсун порчĕсен никĕсĕнче халăхсен хушшинчи чукун çулпа паром çыхăнăвне йĕркелеме палăртнă. Çакăн пек килĕшӳ тунă РФ Президенчĕпе Дмитрий Медведевпа Турци Премьерĕ Реджеп Тайип Эрдоган Анкарари тĕлпулу хыççăн. Килĕшӳ тăрăх, Раççей çыннисем Турцие 30 кунлăха визăсăр килме пултараççĕ.
Раççей Федерацийĕн делегацийĕ шутĕнче Турци Республикине ТР Президенчĕ Рустам Минниханов кайрĕ. Тутарстан Президенчĕн пулăшуçи Искандер Муфлиханов каланă тăрăх, калаçусем ытларах экономикăлла хутшăнусем тата хăрушсăрлăх тавра пулнă.
Республикăн бизнес-пĕрлĕхĕ енчен форума «Татнефть» компанин генеральнăй директорĕ Наиль Маганов пынă.
Пурăнмалли условисене лайăхлатас черетре пурĕ 8338 Аслă вăрçă ветеранĕ тăрать. Кун пирки ТР Правительство çуртĕнче иртнĕ брифингра ĕç, ĕçлĕх тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Айрат Шафигуллин пĕлтерчĕ. Ветерансене хваттерсемпе тивĕçтерес енĕпе пыракан канашлăва ТР Премьер-министрĕ Ильдар Халиков ертсе пычĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, çак тĕллевпе республикăна 5,9 миллиард тенкĕ çитнĕ, çывăх вăхăтра тата 2 миллиард тенкĕ килмелле. Правительство пуçлăхĕ вырăнти влаçсене ветерансене хваттерпе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн ăнлантарса пама ыйтрĕ.
Хусанти 116№ лицей майăн 12-мĕшĕнче пысăк хăнасене кĕтсе илчĕ. Хусан мэрĕ Ильсур Метшин тата Чехов ячĕллĕ МХТ актерĕ Константин Хабенский кунта творчество студине уçас тĕллевпе килчĕç. Унта вĕренме кĕрес текенсем 320 ачапа танлашрĕç. Ачасемпе ĕçлеме Хусан актерĕсене тата театр училищин педагогĕсене палăртнă. Константин Хабенский хăй вĕрентме шутламасть, ун шучĕпе вăл ку енĕпе «пиçсе» çитеймен-ха, анчах уйăхра пĕрре ачасемпе тĕл пулма килетех. Студи уçма вăл тахçанах ĕмĕтленнĕ, анчах пуринчен активлăрах ăна пулăшма Ильсур Метшин хапăл тунă.
 
: 963, Хаçат: 20 (854), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: