Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (15.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 11-15, 17№№.)
– Ку вăл, Аня, урăх калаçу. Вăрçă нушинчен пăрăнса юлма шутламастăп та. Ун пек шухăш манăн асăмра та пулман, пулмĕ те. Килес çул пурпĕрех салтака каймалла. Тăван çĕршыв юнпа çăвăннă вăхăтра манăн айккинче тăма юрамасть, – çирĕппĕн илтĕнчĕç Илюш сăмахĕсем.
– Ăçтан кăна сиксе тухрĕ çак вăрçă тени: мĕн чухлĕ çыннăн мал ĕмĕтне аркатрĕ, – кăмăлсăрланчĕ Анук. – Вĕçĕ пулĕ-ши унăн хăçан та пулин?
– Вăрçă пуçланнă кăна-ха, çапах та вăл пăчланатех, эпир çĕнтеретпĕрех, – терĕ каччă.
Акă тăван ял та курăнакан пулчĕ. Калаçса пынă май вăхăт иртни те сисĕнмерĕ: пĕрле чухнехи телейлĕ самантсене сиссе те юлаймастпăр çав. Аппăшĕ, Маюк, йăмăкĕпе Илюш килнине кантăкранах асăрхарĕ те вĕсене кĕтсе илме тесе урама тухрĕ. Куляннипе вăл куççульне тытса чараймарĕ. Эрлĕклĕн тухрĕç унăн сăмахĕсем:
– Мĕн пулса тухрĕ, мĕн пулса тухрĕ, Турăçăм! Уя икĕ урупах утса кайрăн та ак халь хăрах урапа килсе кĕретĕн. Кам шутлама пултарнă ĕç-пуç çакăн пек синкерлĕ çаврăнса тухасса, – чарăнаймасăр йĕчĕ Маюк. – Пасарĕ пĕрле те, телейĕпе инкекĕ уйрăм теççĕ çав.
– Ним калама та пĕлмелле мар, Маюк аппа, шутлама пуç çитмĕ. Хуйхă-суйхă тени пĕр систермесĕр килсе çапать çав. Халь тин нимĕн те тăваймăпăр ĕнтĕ, пулас пекки пулчĕ пулĕ, – лăплантарма тăрăшрĕ Маюка Илюш. – Çав териех ан кулян-ха, куççульпелен инкеке сиреймĕн.
– Пулчĕ пулĕ… Тумалла пулман. Ăçтан тупăннă тулĕк икĕ сӳтĕк: пĕри жнейка патне никама та пыртарма юраманнине витĕр пĕлсе тăрать вĕт-ха, çапах çын чĕнет; тепри, пуçтахскер, арçын аппа, халиччен хăнăхман, тытса курман лаша патне пĕр хăрамасăр пырать. Арçурисемех ĕнтĕ. Эх, сире, эх, сире… – кулянчĕ, тарăхрĕ Маюк Анук тĕлĕнчен çакăн пек синкер сиксе тухнăшăн кăмăлне хуçса. – Кунта, хăвăрсăр пуçне, никам та айăплă мар. Пăттине пĕрле пĕçернĕ пулсан, пĕрлех çийĕр. Ĕмĕр тăршшĕпе çимелĕх пăтă пĕçернĕ-çке вĕсем…
Илюшпа Анук Маюка хирĕç ним те чĕнмерĕç, иккĕшĕн куçĕсенчен те йӳçĕ те эрлĕклĕ куççуль тумламĕсем юхса анчĕç.
Нумай та вăхăт иртмерĕ, пӳрте Илюш амăшĕ, Укаç кинемей, кĕчĕ те пĕр самант ыттисене ним калама пĕлмесĕр хытса тăчĕ, ним тăвайман енне: «Эй-яй-яй, эй-яй-яй», – тесе куляннă май, куççульне чараймасăр йĕрсе ячĕ, çавăнтах явлăк хĕррипе куçне шăлса илчĕ. Çут тĕнче ăна пĕр самантрах кĕмсĕр-кĕмсĕр туса ишĕлсе аннăн туйăнчĕ. Ара, кинеми Анукра хăйĕн пулас кинне курма хăнăхнă, вăл ăна мăнук парнелесси пирки ĕмĕтленсе пурăннă. Халĕ акă пулас кин савăнтарас вырăнне, хăйĕн инкекĕпе кăмăла хуçса, чуна асаплантарать.
– Эй-яй-яй… Кай, ăçтан тупăннă тулĕк икĕ ухмах. Тетте пуçсем, инкек курас тесе пĕри теприне пулăшнă пуль çав. Шуйттан тени астарнă ĕнтĕ вĕсене, ухмантейсене. Курассинчен вара кĕрĕк пĕркенсен те пытанса юлаймăн. Чисти çавăн пек пулса тухнă вĕсен иккĕшĕн курасси-чăтасси, – куççуль витĕр вĕсем çине пăхса кулянчĕ Укаç кинеми.
Укаç кинеми Илюшпа Анукăн ачалăхне халĕ те астăвать-ха. Иккĕшĕ пĕр-пĕринчен уйрăлма та пĕлместчĕç. Çитĕнсе пынă май, вĕсем тата ытларах çывăхланчĕç. Киноран килеççĕ-и е ӳсерехпе вăйăран таврăнаççĕ-и – Илюш, унăн пĕртен-пĕр ывăлĕ, киле кĕме васкамастчĕ. Анукпа иккĕшĕ ватă хурама патĕнчи пахча çумĕнчи тăрăхла сак çинче кăвик-кăвакарчăнсем пек чылайччен калаçса ларатчĕç. Пĕрне хĕр шăрши, тепĕрне каччă туйăмĕ кĕнĕ пулмалла.
Укаç кинеми пӳрчĕ ытла пысăк та мар, анчах иртсе çӳрекенсене килĕшет вăл: урам енчен хашакĕсене тĕрлесе хитрелетнĕ икĕ чӳрече илĕртсе тăрать, пӳртĕн сулахай енне Ануксен умĕнчи хурама курăнмалла тепĕр чӳрече кастарнă. Уйăхлă каçсенче ывăлĕпе Анук епле ларни Укаç кинемие кинори пекех йăлт курăнса тăратчĕ: Илюш Анука кăшт кăна хăй çумне ыталаса илесшĕн-и е Анук, вăтаннăран, ăна аллипе хуллен те ачашшăн сирсе ярать-и, е пĕр авăк чĕнмесĕр лараççĕ-и, е каласа ăнлантарас тесе, аллисемпе сулкалашса илеççĕ-и – пурне те, пурне те вăрттăн (çак йăла аван мар пулин те) Укаç кинеми витĕр курса выртатчĕ: ара, унăн путмарĕ чӳрече çумĕнчех-ха та.
Çап-çутă уйăхлă каçсенчен пĕринче кӳршĕ хĕрĕпе унăн ывăлĕ Илюш кăтартнă мыскарана халиччен те манса кайман-ха, манас та çук Укаç кинеми. Ун чухне çамрăксем пĕр-пĕринпе хирĕçсе кайрĕç.
– Ма тĕртсе яратăн-ха хăв патăнтан? – лайăхах илтĕнчĕ Илюш сасси. Çилсĕр, лăпкă каç сасă вăл ян каять.
– Хăв ма кăкăртан тытатăн? – пулчĕ хĕр хирĕç каланă сăмах.
– Аптрамалла санпа, – кăмăлсăррăн каларĕ Илюш.
– Тепрехинче кунашкал хăтлансан, çупкă туянатăн, – асăрхаттарчĕ Анук.
Текех вĕсем калаçни илтĕнмерĕ. Тем астăвайман ĕнтĕ ывăлĕ. Вăл ыталасшăн пулнă та, Анукшăн çакă çăмăлттайлăх пек туйăннă-ши?
«Тĕрĕс тăватăн, Анукăм, çылăхсăр чунăм, каччăсен аллисене, кирек камăн пулсан та, ирĕке ан яртар. Маттур-çке эсĕ, манăн пулас кинĕм», – хĕре хӳтĕлерĕ Укаç кинеми, унтан, кунĕпе те ларса канманскер, уншăн савăнса, сисмесĕрех çырла пек тутлă ыйхă ытамне лекрĕ.
Çапла вара Укаç кинеми Илюшпа Анукшăн вăрттăн сăнавçах пулса тăчĕ темелле, вĕсен хăтланăвĕсене хăй куçĕнчен вĕçертмерĕ, таса та илемлĕ юрату вăхăт майăн вăй илсе пынишĕн чунтан савăнса пурăнатчĕ вăл халиччен. Халĕ акă…
– Кам кĕтнĕччĕ-ха, кам кĕтнĕччĕ ку инкеке? Халь тин ним тума та çук. Юрĕ, ытла хуçăлса ан ӳк-ха, Анук: кампа мĕн пулмасть пулĕ пурнăçра. Юрать-ха тата лаши тапса пуçна анратман, телейӳ пулнă, – йăпатрĕ хĕре кинеми.
Кӳршĕллĕ-аршăллă икĕ кил пĕр çемье пек пулса, тата малалла пĕрле епле чăмăртанса пурăнасси çинчен чылайччен калаçса ларчĕ. Илюшпа амăшĕ тухса кайсан Маюк йăмăкĕ çине пăхса илчĕ те:
– Нивушлĕ Илюш пире манĕ малашне? Халĕ ĕнтĕ, мĕн тесен те, малтанхи пек хĕр мар. Унăн кунта хăйĕн те айăпĕ çук мар вĕт-ха. Ăнланать-ши вăл çакна? – терĕ.
(Малалли пулать.)
 
: 1026, Хаçат: 19 (853), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: