Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (15.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Эх! Пĕрре шухăша кĕрсен Тăван çĕршыва пуçран кăларса яма питĕ те йывăр-çке. Тăван ял. Çамрăк чухне пурте хăйĕн вырăнĕнче пекчĕ. Паян та тăван яла таврăнсан пурте çывăх, чăн-чăн тăван пек туйăнать – таврари мĕнпур çырмасем, кӳлĕсем, çарансем, çамрăк чухне пулă тытма çӳренĕ вырăнсем, йĕлтĕрпе сăрт айккинче ярăннисем. Вăрçă вăхăтĕнче хирте хыт суха сухаланисем пĕрре те асран каймаççĕ.
Вăрçă пуçлансан Альших ялĕнче пĕтĕм ĕç пире, никам та хӳтĕлеймен çамрăксене юлчĕ – кам мĕн тăваять. Эпир ун чухне 8-9 çулсенче пулнă. Ыраш акма ятарласа хире сухаламасăр хăваратчĕç (çавна хыт суха тетчĕç), унта ӳсекен курăк 1-1,5 метр çӳллĕш ӳссе каятчĕ. Эпир хăш-хăш вырăнта курăнмастăмăрччĕ те ун ăшĕнче. Виçĕ лашапа икĕ сурпанлă плугпа хыт суха çĕрне шăйăрттарма çӳреттĕмĕр. Чăтлăх пек ӳснĕ курăксен хушшинче кашкăрсем çӳретчĕç. Лашасем çывăхра кашкăрсене сиссен хартлатма тытăнатчĕç.
Кунĕпе, шуçăмпа тăрса каç сĕмĕ çапиччен хирте сухараччĕ эпир. Каçпа таврăннă чух улăм ăшĕнче ларакан ял çине тулли кăмăлпа пăхаттăмăр: хуралтăсене пĕтĕмпех улăмпа витнĕ. Нумайăшĕн пӳрчĕсем çинче те улăм çивиттиччĕ. Кунĕпе нушаланса ĕшеннĕ хыççăн та каçпа киле таврăнсан кӳршĕ-аршă патне кайса вăрçă хыпарĕсене илтеттĕмĕр. Радио та пулман вăл вăхăтра çуртсенче. Пĕр вулав çуртĕнче çеç радио пурччĕ. Унта шашка-шахмат вăййисем те выляма пулатчĕ. Радиопа Совинформбюро итлеттĕмĕр: кама герой ятне панă, кам вилсе выртнă… Вăрçă нумай ачана, арăма тăлăха тăратса хăварчĕ.
Урара çăпата, çире телогрейка, çитменнине тата патшалăха мĕн кăна тӳлеттерместчĕç: сельхозналог, самообложени, заем, страховка, ĕне пур-тăк – 290 литр сĕт, чăхсем пулмасан та 180 çăмарта, çăм, тир, çĕр улми, аш-какай – 42 килограмм, сурăх сĕчĕ (сурăх пуçне 3 литр). Кунĕпе пĕр ана сухаласан каçпа Тимахви бригадир виçетчĕ те «паян нумай сухаланă» тесе тетрачĕ çине «1 ĕç кунĕ» лартса хуратчĕ. Тимахви вăрçа каярахпа кайрĕ. МТСран ялан çĕр сухалама тракторсем, тырă вырма комбайнсем яратчĕç. Вĕсем килсен колхозниксене «ĕç кунĕ» тăрăх лекес тырра шăлса-тухса каятчĕç, «натуроплата» тесе ăнлантаратчĕç çакна халăха. Апла пулин те халăх тапаланнă, пурнăç тума ăнтăлнă.
Альшихре лашасем нумайччĕ, 700 яхăн. Пире, çамрăк ачасене, çĕрле лаша сыхлама яратчĕç, пĕр ачана виçĕ лаша лекетчĕ. Александр Козлов (Качака Санюкĕ) лашасен тĕп кĕтӳçиччĕ. Вăл пире ирĕксĕрлесе табак туртма вĕрентрĕ. «Эсир табак туртмасан сирĕн лаша тихисене кашкăр тапăнать», – тесе хăрататчĕ. Кĕтӳре тихасем чăнах та нумайччĕ. Кашкăрĕсене сиссен лашасем хартлата-хартлата пĕр çĕре пуçтарăнатчĕç.
Вăл вăхăтра Петр Григорьев, Иван Герасимов манăн чи çывăх туссемччĕ. Эпир пур çĕрте те пĕрле пулма тăрăшаттăмăр. Петр Быковпа, Илья Албутовпа, Александр Алексеевпа та юлташлăччĕ.
Çитĕнсе çитсен Петр Григорьев шофер пулса ĕçлерĕ. Иван Герасимов Апасран счетовода вĕренсе килсен колхозра счетоводра ĕçлерĕ. Петр Быков Пăвара ветеринари техникумне пĕтернĕ хыççăн ветфельдшерта тăрăшрĕ. Илья Гаврилович Албутов чикĕ леш енне çӳрекен карапăн капитанĕ пулса тăчĕ. Вăл Тинĕс академине пĕтерчĕ. Александр Алексеева музыкант теме пулать. Вăл калама пĕлмен музыка инструменчĕ çукчĕ те пулĕ. Малтан вăл ветеринари техникумне пĕтерчĕ, унтан куçăн мар майпа педагогика институтĕнче вĕренчĕ. Диплом илсен Тĕрлемесре математика предметне вĕрентрĕ, çавăнтах çĕре кĕчĕ.
 
: 973, Хаçат: 19 (853), Категори: Вĕсем Çĕнтерĕве туптанă

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: