Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (15.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кашни çын, паллах, пурăнма çуралать. Пурнăç – вăл пирĕншĕн чи хакли. Мĕнле аван вĕт-ха пурăнма: кулма, юратма, хăвăн çемйӳ, çурту, юратнă ĕçӳ пулсан. Чи лайăххи вара эпир тăнăç тата килĕшӳллĕ пурăнни, паллах. Пур çыншăн та чи хăрушши – вăрçă.
Вăрçă пирĕн ялта та юнлă йĕр хăварчĕ. Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче вуншар ветерантан халĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем виççĕн çеç юлчĕç. Хĕрарăмсем нумайăшĕ упăшкисемсĕр юлнă. Ачасем аттесĕр ӳснĕ. Хăшĕ ашшĕсене курман та.
Манăн асанне те, Елена Мискина, вăрçă вăхăтĕнче çывăх çыннисене çухатнă. Амăшне окоп алтма илсе кайнă чухне вăл саккăрта кăна пулнă-ха. Хĕр ача суккăр кукашшĕпе юлать. Вĕсене пурăнмашкăн питĕ йывăр пулнă, паллах. Пысăк çын вырăнне ĕçлеме тӳр килнĕ. Хĕлсем сивĕ пулнă, апат çитмен. Вутă пулманнипе улăм хутнă. Çав çулсене аса илсен асаннен куçĕ яланах шывланать.
Вăрçă нумай куççуль кăларттарнă. Фронта чи кирлĕ япаласене ăсатнă: çăкăр, ăшă тум-юм тата ыттине те. Асанне каласа панă тăрăх, çĕр улмине те пуçтарса кайнă. Хăйсем вара яшкана, ун вырăнне, курăк янă. Çăкăра мăянран пĕçернĕ.
Пурте Çĕнтерӳ кĕтнĕ. Вăрçăрисем каялла çаврăнса пăхмасăр малалла тăшмана хирĕç кайнă. Паллах, нимĕçсен енне куçнисем те пулкаланă. Шел вĕсене, мĕншĕн тесен пĕтĕм Совет Союзĕн çыннисем, тăванĕсем ылханнă вĕсене.
Вăрçă, паллах, çухатусăр пулмасть.
Ветерансене курсан эпир яланах вĕсем пурришĕн тав тăватпăр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çитмĕле яхăн çул каялла пулнă пулсан та, ун çинчен куççульсĕр аса илмеççĕ. Вăрçа пула вĕсем сывлăхне çухатнă. Çитменнине тата çынсене çухатнă. Ветерансем калаççĕ: «Эпир çынсене вĕлернĕ, тăшмансем пулсан та, вĕсем çынсем вĕт». Мĕн çинчен шутлаççĕ-ши вăрçă пуçласа яракансем? Вĕсен пурăнас килмест-ши? Вĕсен те арăмĕсемпе ачисем пур вĕт-ха.
Çак тăнăç пурнăçпа пурăнни питĕ пысăк савăнăç. Кашни ир çутă хĕвеле хăй тĕсĕпе курни, çынсем пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçни, ачасем хаваспах шкула çӳрени мĕне тăрать.
Кăçал фашистла Германие çĕнтерни 65 çул çитет! Тĕнче çути нихăçан та ан сӳнтĕр. Çĕр çинче яланах тăнăçлăх, ыр кăмăллăх тата савăнăç пултăр.
 
: 909, Хаçат: 19 (853), Категори: Вĕсем Çĕнтерĕве туптанă

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: