Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (15.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланни 69 çул çитет, Аслă Çĕнтерӳ 65 çул тултарать пулин те вăл пирĕн чун-чĕрене халĕ те хытă ыраттарать-ха. Вăрçа кама та пулсан ăсатман çемьесем сахал пуль. Хăш-пĕр çемьесенчен темиçешер арçын харăс тухса кайнă. Ăраскаллисем вăрçă вĕçленсен таврăннă, ыттисем çĕршыва хӳтĕлесе ют çĕрсенче выртса юлнă. Вăрçăн хаяр кунĕсем çинчен эпир çапăçусенче пулнă ветерансем каласа панă тăрăх, хаçат-кĕнекесенче çырни тăрăх, телевизор пăхса, салтаксен çырăвĕсем тăрăх пĕлетпĕр. Шел те, салтаксем вăрçăран тăванĕсем патне çырнă çырусем сайра упранса юлнă. Ара, унтанпа сахал мар вăхăт иртнĕ вĕт. Нумай пулмасть «Сувар» редакцине Тамбов облаçĕнче пурăнакан А.Н.Садовников шăнкăравларĕ: «Аттен, Николай Ефимович Садовниковăн, вăрçăран çырнă çырăвĕсем упранса юлнă. Сирĕн пата ярса парса пичетлеме çук-ши?» – терĕ вăл. Эпир куншăн хапăл пулнине пĕлсен тепĕр эрнерен çыру почта урлă çитрĕ те. Чăн калатăп, Александр Николаевичăн ашшĕн çырăвне вулама пуçласан вĕçне çитиччен те чарăнаймарăм. Унта çырнисем 1941 çулхи вăрçă кунĕсене яр уççăн кăларса тăратрĕç куç умне, чун-чĕрене хĕссе ыраттарчĕç. Мирлĕ пурнăçпа савăнса, ырă пуласлăх çинчен ĕмĕтленсе пурăнакан халăхăн пурнăçĕ июнĕн 22-мĕшĕнче тăрук улшăннă, ялсенчи-хуласенчи вăйпитти арçынсен ашшĕ-амăшне, мăшăрĕсене, пĕчĕк ачисене пăрахса Тăван çĕршыва хӳтĕлемешкĕн тухса кайма тивнĕ. Юратнă çыннисем çумĕнчен тем пек каймĕччĕç, анчах...
Хисеплĕ вулакансем! Сире Николай Садовников хĕрлĕармеец-санитар çырăвĕпе паллаштаратпăр. Ăна вăл аманса госпитальте выртнă чух темиçе кун хушши çырнă-тăр. Çак çыру Аксу районĕнчи Çĕньял, Емелькино, Хырăшне, Саврăшпуç, Алексеевски районĕнчи Чăваш Майни, Чистай районĕнчи Анат Кăтрата ялĕнче пурăнакансемшĕн уйрăмах хаклă пулмалла, мĕншĕн тесен çырура çав тăрăхри çынсем çинчен те асăннă. Николай Ефимович хăй Аксу районĕнчи (ун чух Пӳлер районĕ пулнă) Çĕньялтан. Халĕ çырупа паллашма сĕнетпĕр. Унта салтак хăйĕн вăрçăри 117 кунпа каç хушшинче пулнă ĕç-пуçсене сăнласа кăтартать.
«Хаклă анне, юратнă мăшăрăм Татьяна, юратнă ывăлăм Шуркка, юратнă хĕрĕмсем Наташа тата пĕчĕк Лизук! Сирĕн патăра çак кунсенче, çак вăрçăра сывă пурăннăшăн савăнса, хамăн халăмсене пĕлтерес тесе, сирĕн халăрсене пĕлес килнипе çыру çыратăп. Эпĕ, тăванăмсем, августăн 9-мĕшĕнчен пуçласа – çав кун пирĕн 265-мĕш стрелковăй дивизин 941-мĕш стрелковăй полкĕ пĕрремĕш хут наступление кĕчĕ – октябрĕн 24-мĕшĕнче аманиччен, 77 кунпа каç ялан Ленинград фрончĕн Финлянди енчи оборонăн малти линийĕнче хĕрлĕармеец-санитар пулса нимĕçсемпе çапăçса çӳрерĕм.
Ну, тăван çемьем, малтанах каласа хуратăп: ан хăрăр, ан хуйхăрăр. Кун пек сураншăн салтаксене сипленме тыла ямаççĕ. Миномет снарячĕ инçех мар çурăлса пĕр ванчăкĕ сулахай алла лексе ятсăр пӳрнене иккĕмĕш сыпăкĕ таран çĕмĕрсе хуçрĕ. Çак кунах ирхине Емелькинăри Никифор Степанов юлташăм та аманчĕ. Унăн суранĕ питĕ йывăр. Эпĕ урăх çĕртен ниçтан та аманман. Никифорăн аллине миномет снарячĕн пысăк ванчăкех лекнĕ, аллине чавса таранах касса амантнă. Эпĕ унăн аллине хытă çыхса юнне юхма чартăм, бинтпа çыхса медсанбата та хамах леçсе хăвартăм. Никифорăн суранĕ питĕ йывăр, вăл урăх полка та таврăнаймĕ, ăна сипленме тыла та яма пултарĕç. Тен, килне те таврăнĕ – кăна пĕлсе тăрăр. Никифор ирхине аманчĕ, эпĕ – каçа хирĕç. Мана çав каçах медсанбатран Ленинград хулинчи 1329-мĕш эвакогоспиталĕн 2-мĕш уйрăмне илсе килчĕç, 3-мĕш палатăна вырнаçтарчĕç. Суранланнă пӳрнене бинтпа çыхса ыратнине ирттерекен укол турĕç, эпĕ койка çине выртсанах вилнĕ пек çывăрса кайнă, пĕр каç та пĕр кун пĕр вăранми çывăрнă. Вăрансанах палатăран палатăна çӳреме тытăнтăм: тен, хамăн юлташсене тупма пулмĕ-ши терĕм. Никифор Степанова тупаймарăм – урăх гопитале куçарнă-ши е тыла ăсатнă-ши, пĕлместĕп. Çак госпитальте Хырăшнерен икĕ вырăс юлташсене шыраса тупрăм, вĕсем маларах аманнă. Пĕри Александр Петрович Демьянов, тепри Федор Васильевич Сулюков. Вĕсен суранĕсем ытла йывăрах мар.
Ноябрĕн 20-мĕшнелле сывалса тухсан каллех полка, передовойне каймалла пулать тесе каларĕç. Эх, тăванăмсем, эпĕ килтен тухса килнĕренпе, çак 117 кунпа каç хушшинче сиртен пĕр çыру кăна илсе вуларăм. Эпĕ июлĕн 7-мĕшĕнче килтен тухса килтĕм. Питĕ хитре кунччĕ ун чух. Çыру, анне, эсĕ августăн 10-мĕшĕнче çыртарнăччĕ. Августăн 17-мĕшĕнче Захар Тимофеев пуçанаран çыру илтĕм. Герасимов Иван пиччен хĕрĕ Марья çырнă çырăва илсе вуларăм. Çак виçĕ çырусăр пуçне урăх никамран та çыру тавраш илмен: те манăн çырусем çитмеççĕ, те эсир çырмастăр? Сирĕн августăн 10-мĕшĕ хыççăнхи халăрсене пĕлместĕп.
Çак ултă кун хушшинче киле 9-мĕш çыру çыратăп. Пурпĕр сиртен хурав илеймĕп те... Анчах ăшăм çунать, чĕре çунать, кунсемпе каçсене ирттерме йывăр. Çыру çитесси те паллă мар та, хыпарсене, хам сывă пулнине пĕлтересех килет. Тен, пĕр çыру та пулсан çитĕ сирĕн пата.
Эх, тăванăмсем! Эсир мана сывă тесе те шутламастăр пулĕ... Паян сывă-ха та, анчах шанчăк çук, вилмесĕр киле таврăнасси ман куçăма курăнмасть. Эпир июлĕн 7-мĕшĕнче хамăр ял Советĕнчен вăтăра яхăн çын тухса килтĕмĕр вăрçа. Петрук Прокопьевпа Николай Артемьева кăна командирсем Мускав патнелле поездран антарса хăварчĕç. Çак тăватă уйăхра кунта пĕчченех тăрса юлтăм. Халь эпĕ вилсе çухалсан та сире ман пирки никам та пĕлтереес çук. Емелькинăри Никифор Степановпа та амансан уйрăлтăмăр. Хамăр ялти Василий Майоров юлташпа августăн 9-мĕшĕнчех, пĕрремĕш çапăçăва кĕрсенех, уйрăлтăмăр. Кайран кăшт каннă вăхăтра та курмарăм ăна. Эпир август вĕçленичченех Финлянди вăрманĕсенче, шурлăхсем тăрăх нимĕçсемпе çапăçса çӳрерĕмĕр. Юлташсенчен нумайăшне каялла тухнине курмарăм: вăрмансенче вилсе юлчĕç-ши, шурлăхсенче путрĕç-ши, тыткăна лекрĕç-ши?
Октябрĕн 15-мĕшĕнче Василий Майоровпа тепре тĕл пултăмăр. Çав кун пирĕн 941-мĕш полк Финлянди енчен куçса Германи енчи оборонăна каймалла пулчĕ. Пире Ленинград хули витĕр илсе кайрĕç. Унта Нева юханшывĕ урлă каçмалла пулчĕ. 1-мĕш батальонри салтаксем шыв урлă каçса çыран хĕррине канма ларнăччĕ (Василий шăпах унта тăнă). Эпир, 2-мĕш батальонри 6-мĕш рота салтакĕсем, шыв урлă каçма тытăнсан Василий мана курнă та: «Санитар Садовников!» – тесе кăшкăрчĕ, хирĕç чупса пычĕ. Çыран хĕррине тухсан пĕр-пĕрне хытă ыталаса илтĕмĕр, пĕр-пĕрин хыпарĕсене ыйтса пĕлтĕмĕр. Василий каланă тăрăх, вăл август уйăхĕнчех аманнă, октябрĕн 14-мĕшĕччен Ленинград хулинчи госпитальте сипленнĕ. Çак кунсенче сывалса çитнĕскере командирĕ госпитальтен наступление кайма илсе тухнă. Килтен çырусем илмен, ялти халсене пĕлместĕп терĕ.
Пирĕнпе пĕрле Чăваш Майни ялĕнчен Романовпа Чернышов служить тăватчĕç. Чернышов манăн лайăх юлташчĕ. Эпир унпа вăхăт пур чух калаçса çунакан чĕресене лăплантараттăмăр. Василий каланă тăрăх, Чернышов вилнĕ: ун умнех миномет снарячĕ ӳксе çурăлнă, вилмеллех амантнă. Çак хыпара Чернышов çемйине пĕлтерме тăрăшăр. Килне, тен, похоронка та ярса парĕç.
Госпитальте выртнă вăхăтра Василий Майоров патне килĕнчен пĕр çыру килнĕччĕ. Эпĕ ку çыруне илсе тĕл пулсан парăп тесе хам çумрах илсе çӳрерĕм. Çыруне парсан Василий питĕ савăнчĕ. Çырăвне арăмĕ çырнăччĕ, пĕрле вуласа ялти халсене пĕлтĕмĕр. Савăнмалли хыпарсемех пулмарĕç: ялти арçынсем пурте фронта кайса пĕтрĕç тесе çырнăччĕ. Нумай калаçма май пулмарĕ – 1-мĕш батальона строя тăма команда пачĕç. Василий строя тăрса малалла утса кайрĕ. Çапла уйрăлтăмăр унпа Ленинград хулинче, Нева хĕрринче 1941 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнче. Хăçан тата тĕл пулăпăр-ши? Май пулĕ-ши? Халь хам та госпитальте выртатăп. Çак иртнĕ 15 кунри хыпарсене пĕлместĕп.
Кăçал кунта, Финлянди енчи вырăнсенче, сентябрьтех кунсем сивĕтрĕç, юр та çуса лартрĕ. Юлташсемпе сивĕ кунсенче те юрлă-пăрлă çĕр çинче кунĕпе те, çĕрĕпе те куян çурисем пек юртан тунă лупашкасенче выртса тăтăмăр. Çак вăхăтра малалла та кайма юрамасть, каялла та тăрса тухма çук – хамăр çинченех снарядсем вĕçсе иртнине пăхса выртрăмăр. Эх, тăванăмсем, мĕн кăна курмарĕç-ши манăн куçăмсем тата мĕн курмалли юлчĕ-ши? Халь пирĕншĕн вăрçă питĕ йывăр пырать. Мĕнле йывăр пулсан та пирĕн чăтмалла. Госпитальте выртнă çĕрте те хăрушă, кашни каç фашистсем хула çине бомбăсем пăрахаççĕ, çуртсем чĕтреççĕ, çĕр чĕтрет. Çапах та ялан сывах юлас килет. Сывă юлсан та нихçан манмалла мар чуна витет. Хăçан вĕçленĕ-ши ку урнă Гитлерăн вăрçи? Питĕ йывăр кунсене ирттерме, ăш çунать. Мĕнле пулсан та çак çут тĕнчере сывă юлас килет. Вăрçă ялан йывăрланса пырать, мĕнле пулсан та çапăçатпăр Ленинград хулине фашистсене кĕртес мар тесе. Нумай юлташа çухатрăм ĕнтĕ. Халь Ленинград хулинчи çӳллĕ чул çуртра çемçе вырăн çинче 2-3 хут ăшă утиялпа витĕнсе выртсан та çывăрмашкăн ыйхă килмест. Чĕре çунать.
Госпитальте хамăр полкран тата икĕ çынна шыраса тупрăм. Вĕсем Аксу районĕнчи Саврăшпуçĕнчен иккен. Музилеевсем. Пĕр Музилеевне çухатрăмăр терĕç, те вилсе юлчĕ, те тыткăна лекрĕ ĕнтĕ терĕç.
Эх, тăванăмсем, эсир мана каçарăр! Эпĕ килтен тухса килнĕ кун сирĕнпе тăраниччен ларса калаçмасăрах килтĕм хамăн чун хурланни пирки. Эпĕ çак кунсене курас теменччĕ, çав кунах е Пӳлертен, е Нурлатран киле ярĕç тесе ĕмĕтлентĕм. Пĕлнĕ пулсан... Анне – санпа, Татьяна – санпа, ачасем – сирĕнпе тăраниччен калаçса тухса килнĕ пулăттăм. Çулталăк маларах вутă, тырă хатĕрлесе хăварнă пулăттăм. Эх, тăванăмсем, питĕ ӳкĕнетĕп: ачасене хамран асăнмалăх патефон е купăс илсе памаллаччĕ, велосипеда та маларах сутса ятăм. Сăнӳкерчĕксем нумайрах ӳкерттерсе хăвармаллаччĕ. Килте пĕр сăнӳкерчĕк пулмалла. Василий Садовников шăллăм ӳкерни. Хамăрăн пахчара улмуççи айĕнче тăрса 1936 çулта ӳкерĕнни. Наташа хĕрĕм пирĕн хушăра панулми тытса ларать унта. Пит хитре сăнӳкерчĕкчĕ. Çак сăнӳкерчĕке лайăх упрăр, ан çухатăр. Ачасем пысăклансан, мана курассисем килсен çак карточкăна кăтартса: «Çакă сирĕн аçăр», – тейĕр.
Эх, тăванăмсем, кăçал питĕ лайăх çулла пулмаллаччĕ. Пахча çимĕçсем пулма тытăннăччĕ, çисе-ĕçсе, шăнкăрчсем пек калаçса пурăнмалли вăхăтсем курăнатчĕç... Шуйттан Гитлерăн вăрçи пĕтĕм ĕмĕтсене татрĕ. Финлянди вăрманĕсем тăрăх çырласем çисе çӳрерĕмĕр. Питĕ нумай çырла кунти вăрмансенче. Хамăр патра та кăçал çырла нумай пулчĕ-тĕр. Наташпа Шурккана хампа пĕрле колхоз ĕнисен лагерьне илсе çӳресе тăраниччен çырла çитернĕ пулăттăм. Анне, Татьяна, пĕчĕк Лизук – сире те çырла татса килсе çитернĕ пулăттăмăр. Мĕнле лайăх, савăнăçлă пурнăç курăнса тăратчĕ умра... Çук, пулмарĕ. Ăçтан çаплах пăсăлса кайрĕ-ши самана? Чи илемлĕ вăхăта çак тамăкра ирттеретĕп. Хам вилĕп те – нушам пĕтĕ, ачасене пит йывăр пулать ӳсме. Афанасьев Иван пичче Граждан вăрçинчен таврăнаймарĕ те ун ачисем çĕтĕк-çурăк, выçă çӳресе ӳсрĕç. Манăн ачасен те çак пурнăçа курмалла-шим? Мĕнле пулсан та – алăсăр, урасăр юлсан та – ачасен ăраскалне сывах таврăнасчĕ.
Анне, Татьяна, ачасене лайăх пăхса ӳстерĕр, шăнтса ан пăсăр. Анне, эсĕ мана каçар ĕнтĕ: сана ку вăхăтра эпир лайăх пăхса усрамалли çулсенче санăн пире пăхмалли кунсем çитрĕç. Наташа хĕрĕме кăçал шкула çӳретĕр. Кирлĕ япаласене учительницăран ыйтса илсе парăр. Вĕренме пулăшăр, малтан пулăшсан кайран хăвăра çăмăл пулĕ. Наташа, кĕнекӳсене, тетрадьсене таса тыт, çĕтсе-çурса ан пĕтер. Уншăн сана учительница юратĕ, киле таврăнсан эпĕ те юратăп. Наташа, санăн ноябрĕн 7-мĕшĕнче çуралнă куну, эсĕ 8 çул тултаран. Сана çак кунпа çирĕп сывлăх сунатăп, лайăх вĕренме хушатăп. Шурккапа Лизана лайăх пăхса ӳстер, ан хĕне, ан макăрт, пысăклансан сана улма суйлама, лартма пулăшĕç. Шкула çӳреме тытăнсан вĕренме пулăш, асаннӳпе аннӳн вăхăчĕсем пулмĕç. Сан çинче манăн шанчăк.
Анне, Татьяна, сире тепĕр хут калатăп: мĕнле йывăр пулсан та ачасене вĕрентме тăрăшăр. Больницăра ĕçлекен врачсем пулма вĕрентĕр, пурнăçра сывлăхран хакли нимĕн те çук. Эпĕ 1938 çулта Чистайра çар санитарне вĕренсе тухрăм та халь вăрçăра вĕренни пит кирлĕ пулчĕ. Вĕреннĕ çынна ниçта та вĕренменнипе улăштармаççĕ. Вĕреннĕ çынна ăçта та тăван пек кĕтсе илеççĕ, ĕçне те тупса параççĕ, пурăнма çурт та туса параççĕ. Çакна ачасене каласа ăнлантарăр, аçу çапла çырнăччĕ тейĕр. Манăн çырусене, хам таврăнаймасан, вăхăт-вăхăт ачасене вуласа парăр.
Эх, тăванăмсем – анне, Татьяна, ман çине ку вăхăтра шанмалли çук, мана каçарăр. Пурнăçра эпĕ кил-çуртра усă панă вăхăт та, усă паман тапхăр та пулчĕ пуль. Эпĕ вăхăта ĕçсе-çапăçса çӳресе ирттермен, кунĕн-çĕрĕн ĕçлерĕм, ялан мĕн те пулин тума тăрăшрăм. Эп туса пĕтереймен ĕçсем те юлчĕç, тепĕр хут ыйтатăп – каçарăр. Эх, тăван çемье, манăн сире питĕ курас килет, питĕ тунсăхларăм. Чун пек курас килет Шура ывăлăма. Вăл мана ыталаса юратни, хам ăна юратни, мана «атте, ниçта та ан кай» тесе каланисем нихçан та асран тухмаççĕ. Килте чух ĕçрен темле ывăнса, тарăхса таврăнсан та Шура ывăлăм çумне кĕрсе выртса вăл çепĕççĕн калаçнине илтсен пур йывăр шухăшсене пуçран кăларса тутлăн çывăрса каяттăм.
Тăванăмсем, питĕ йывăр пĕр хыпарсăр пурăнма. Çыру çыриччен кайăк пулăттăм та киле вĕçсе çитсе сирĕнпе калаçса савăнăттăм... Çук, вăрçă пырать, нимĕн те тума çук. Çырусем çырса чуна лăплантаратăп. Нимĕн те пĕлместĕп – те сывă эсир, те – çук. Эпĕ килтен тăхăнса килнĕ тумтирсене, атăсене Ульяновскран посылкăпа ярса патăм. Çитрĕç-ши вĕсем? Илтĕр-и, çук-и? Пире çар форми тăхăнтартрĕç. Эпĕ киле укçа та янăччĕ – жаловани укçине. 200 тенкĕ – июльпе августшăн, 187 тенкĕ – сентябрьшĕн. Мана хĕрлĕармеец-санитар пулса ĕçленĕшĕн уйăхра 150 тенкĕ укçа параççĕ. Салтак-стрелоксем 10 тенкĕ илеççĕ. Мана кунта вăрмансем тăрăх çӳреме укçа кирлĕ мар, сире килте пулăш пулĕ. Октябрьшĕн илсен те ярса парăп.
Анне, Татьяна, эпĕ кăçал колхозра ферма заведующийĕ пулса ĕçлени 374 ĕç кунĕ шутланмалла. Тырăсем парсан лайăх сыхлăр. Михала Ивановсенчен парăм тырра илмелле пулать, кайран памĕç. Ялта тырăсем те вăйлă пулмĕç – пысăк тухăç илес тесен арçын алли кирлĕ, ялта арçынсем çук. Вăйсем халь вăрçăра.
Эх, тăванăмсем, ман çинче халь шанчăк çук, эпĕ сире урăх усă парас çук, каçарăр. Çырусем çитмен вăхăтсем те пулĕç. Мана ан манăр. Эпĕ сире хам сывă чух нихçан та манас çук. Лайăх, килĕштерсе пурăнăр, пĕр-пĕрне япăх сăмахсем ан калăр. Хальхи вăхăтра апат çинчен лайăх шутламалла пулать. Хăвăршăн хăвăр шухăшласа пурăнăр, сирĕншĕн никам та шутламĕ, халь вăрçă вăхăчĕ. Анне, Татьяна, пурнăç мĕнле пурăнма хушать, çавăн пек пурăнăр. Хамăр тăрăхра пирĕн асатте-асаннесем пурнăç йĕркине епле тытса пынă, эсир те çав йĕркепе пурăнăр. Ку вăрçă пĕрремĕш мар, ĕлĕкренех вăрçăсем пынă. Кам та пулсан сывă юлнă, киле таврăннă. Ăраскал пулсан эпĕ те таврăнăп, çакăншăн кĕлтăвăр. Паянхи кун çак вăрçăра сывă юлнинчен тĕлĕнетĕп. Пĕр шутласан сывă юлма нимле май та çукчĕ. Тата та пысăкрах нуша курмалли юлнă-ши? Тата пысăкрах çылăхсем пур-ши?
Эх, тăван çемье, анне, Татьяна, мĕнле йывăр пулсан та ачасене упрăр. Выльăх-чĕрлĕхсем нумай усраймăр. Ĕнене ан пĕтерĕр, ĕнесĕр хăвăр та выçăпа вилсе пĕтĕр. Питĕ йывăр вăхăтсем çитсен манăн тумтирсене сӳтсе ачасене тум çĕлесе парăр. Хамăн тумтирсене ачасене пехиллетĕп. Çав япаласене тăхăнса çӳресе мана асăнĕç. Урăх нимĕн те илсе хăвараймарăм, каçарăр.
Эпĕ таврăнаймасан – çак сăмахсене аллăм çырасшăн та мар та, анчах пуçри шухăшсем çаврăна-çаврăна çыртараççĕ – сире пурăнма питĕ йывăр пулать. Тăвансенчен кам та пулсан таврăнĕç-ха: Тимофеев, Смирнов пуçанасем, Алексеевпа Артемьев кĕрӳсем, Афанасьев куккасем хăшĕ те пулсан, Садовников Микулай мучин ывăлĕсем таврăнĕç... Çак тăвансемпе лайăх, пĕрне-пĕри пулăшса пурăнăр. Пысăк ĕçсем тумалла чух Микулай мучипе калаçса тăвăр. Вăл манăн чи хаклă, çывăх тăван, пурнăçа пурăнма пĕлекен çын. Тăшмансенчен хăраса ан тăрăр, сире никам та хăратма тивĕç мар.
Ну, тăванăмсем – анне, Татьяна, Наташа, Шурик, пĕчĕк Лизук – сывă пулăр. Эп сывă юлатăп-ха, маншăн ан хуйхăрăр, киле таврăнмалла пултăр тесе кĕлтăвăр. Урăх ним те çырма пĕлместĕп. Çырусем çырăр, манăн адреса пур тăвансене те парăр. Çырусенче кирлĕ мар сăмахсем ан çырăр, мĕншĕн тесен почтăра тĕрĕслеççĕ, ытлашши çырнисене салтаксем патне çитермеççĕ. Пур тăвансене те салам калăр: Афанасьев куккасене, Майнари мăнаккана çемйипех салам, атте-анне пек çывăх курса пурăнакан Захар Тимофеев пуçанана, Варук, Укахви йăмăкăмсене, Захар пичче Ломоносова, Иван пичче Герасимова, ял çыннисене пурне те салам. Чăваш Киреметри Смирнов пуçанана, Наташа хĕрĕмĕн шкулта пĕрле вĕренекен юлташĕсене, Микулай мучи Садовникова пысăк салам.
Манăн кунти адрес: Почтово-полевая станция № 394, г. Ленинград, эвакогоспиталь №1329, 2-ое отделение, палата № 3. Садовникову Николаю Ефимовичу. Çар чаçĕнчи адрес: Действующая Красная Армия, 265 стрелковая дивизия, 941 стрелковый полк, 2 батальон, 6 рота.
Ну, тăванăмсем – анне, Татьяна, Наташа, Шура, пĕчĕк Лизук, сывă пулăр, юлатăп сывă. Сире юратакан ывăлу, мăшăру, аçăр Н.Е.Садовников. 1941 çул, ноябрĕн 1-мĕшĕ».
P.S. Шел пулин те, тăванĕсем Николай Ефимовичран урăх çыру илеймен. Сиснĕ пуль çав салтак хăй таврăнаймассине, çавăнпа çак çырурах çывăх çыннисемпе сывпуллашнă, амăшĕпе мăшăрне ачисене лайăх пăхса ӳстерме ыйтнă. 30 çултах Тăван çĕршывшăн хăйĕн пурнăçне панă вăл. «Мемориал» даннăйсен банкĕнчи документсем тăрăх, Н.Е.Садовников 1942 çулхи май уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă. Ывăлĕ каланă тăрăх, ашшĕ çухални пирки нимле хут та килмен.
Çыру авторĕн çемйин малашнехи пурнăçĕ мĕнлерех йĕркеленнĕ-ха? Николай Ефимовичран çырусем килме пăрахсан амăшĕ нумаях та пурăнайман, хуйхăрсах çĕре кĕнĕ. Татьяна виçĕ ачапа пĕччен тăрса юлнă. Ытти тăлăха юлнă салтак арăмĕсем пекех йывăрлăха парăнмасăр ачисене тĕрĕс-тĕкел пăхса ӳстернĕ вăл, урăх качча каясси çинчен шутламан. 90 çула çитсе 2000 çулта çĕре кĕнĕ Татьяна аппа. Садовниковсен аслă хĕрĕ Наташа та текех çут тĕнчере çук ĕнтĕ, 2007 çулта вилнĕ. Шуркка, Александр Николаевич, аллă çула яхăн хăйĕн çемйипе Тамбов облаçĕнче пурăнать. Лизук, Елизавета Судникова, Чистай районĕнчи Анат Кăтратара çемйипе пурăнать, пирĕн хаçата юратса вулать. Ашшĕн çырăвĕ хаçатра пичетленессе питĕ кĕтеççĕ халь вĕсем. Сирĕнпе пĕрле пĕтĕм ял-йыш, тавра ялсем вулĕç ку çырăва, сирĕн аçăра, хăйсен вăрçăра вилнĕ тăванĕсене аса илĕç. Пирĕн Тăван çĕршыва тăшманран хӳтĕленĕ паттăрсене манмалла мар. Аслă Çĕнтерӳ кунĕнче вĕсем çинчен аса илсе паттăрсен сăнарĕсене яланах чĕресенче упрар.
 
: 1226, Хаçат: 19 (853), Категори: Вĕсем Çĕнтерĕве туптанă

Комментарисем:

Анатолий Иванович (2010-05-10 10:53:17):
Очень трогательная история одного героя...

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: