Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çар тумĕ тăхăннă çирĕп хул-çурăмлă салтак сăнарланнă сарăхма пуçланă сăнӳкерчĕке миçе хутчен алла илсе вăрахчен пăхса ларман-ши эп? Хам çав салтака нихăçан курман пулсан та çав тери çывăх вăл маншăн. Вăл – манăн кукаçей, Петр Семенович Федотов. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнман. Халиччен ытла темех те пĕлместĕмччĕ кукаçей çинчен, вăл Мускава хӳтĕлесе пуçне хуни пирки кăна аннепе кукамайран илтнĕ. Кукамай, паллах ĕнтĕ, мăшăрне шыраттарса нумай çĕре çырусем çырнă. Анчах тем çĕнниех пĕлеймен курăнать. Ĕлĕкрех шыраттарма та кăткăсрах пулнă-тăр. Халь тем тесен те çăмăлрах, мĕншĕн тесен Интернет пулсан ниçта тухмасăрах хăвна кирлĕ информацие тупма май пур. РФ Оборона министерствин Тĕп архивĕнче упранакан документсене Интернета вырнаçтарни те шырав ĕçне ансатлатать, хăвăртлатать. Тăрăшни сая каймарĕ – кукаçей çинчен нумай ыйтăва уçăмлатрăм, вăрçă паттăрĕн эпĕ нихçан пĕлмен, илтмен пурнăç çулĕ куç умне ӳкерĕнчĕ...
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Пӳлер (халĕ Аксу) районĕнчи Емелькино, Çĕньял, Çĕмĕртлĕ, Унтакшă ялĕсенчен те арçынсем тӳрех вăрçа кайма пуçланă. Çĕмĕртлĕре пурăнакан Петр Федотова та мăшăрĕпе çичĕ уйăхри хĕрĕ Зоя июлĕн 4-мĕшĕнче ăсатнă. 27 çултискере малтанах Пĕкĕлме хулине вĕренме янă. Сентябрьччен вăрçа кайма хатĕрленĕ унта арçынсене. Мăшăрне вăрçа ăсатиччен Пĕкĕлмене кайса курма шутланă Мария (манăн кукамай – авт.). Тăхăр уйăхри хĕрне йăтнă та Нурлат хулине çитиччен çуран утнă çамрăк арăм, унтан вара поездпа Пĕкĕлмене çитнĕ. Темиçе кун тăнă унта вĕсем, пĕчĕк Зоя поезд çинче утма вĕреннĕ. Каснă-лартнă ашшĕ сăнлăскере: «Петина дочка!» – тесе каланă тет пĕр палламан çынсем. Упăшкине вăрçа ăсатичченех тăман кукамай, килне таврăнма васканă: «ара, çĕр улми кăлармалли вăхăт вĕт, çанталăк çумăра кайсан хуняма вăрçĕ тата...» Эх, çакăншăн кайран нумай ӳкĕннĕ вăл, мăшăрне юлашки хут курасса пĕлнĕ пулсан-и – ним çинчен шутламасăр ăсатса яриччен унпа пулнă пулĕччĕ...
Петр Семенович Федотов çинчен «Мемориал» Пĕтĕмлетнĕ даннăйсен банкĕнче çапларах информаци тупрăм: «1914 çулта çуралнă, Пӳлер районĕн çар комиссариачĕ урлă 1941 çулхи июлĕн 4-мĕшĕнче вăрçа ăсатнă. Офицер, кĕçĕн лейтенант, 20-мĕш армин 352-мĕш стрелковăй дивизийĕн 1162-мĕш стрелковăй полкĕн взвод командирĕ. Çар чаçĕн номерĕ – 1112, ППС (полевая почтовая станция) 241-мĕш. 1942 çулта хыпарсăр çухалнă». Ăçта, хăш вырăнта çухални е вилни документсем тăрăх паллă мар. Интернетра кукаçей тăнă дивизи çинчен информаци шырани хăйĕн «çимĕçне» пачех: хамшăн çĕннине нумай тупрăм. 352-мĕш стрелковăй дивизие чăнах та Пĕкĕлме хулинче (халĕ Пĕкĕлмере 352-мĕш стрелковăй дивизие асăнса лартнă самаях пысăк палăк пур – авт.) 1941 çулхи август уйăхĕнче йĕркелеме пуçланă иккен. Вăл Хĕвел анăç (Западный) фрончĕн 20-мĕш армийĕн йышĕнче Мускав патĕнчи çапăçусене хутшăннă. Дивизи командирĕ Ю.Прокофьев полковник пулнă.
Ăнсăртран кукаçейпе пĕр дивизиçырăвне шыраса тупрăм. Вăл 1162-мĕш стрелковăй полкра санинструктор пулнă-мĕн. Акă мĕн çырать вăл: «...Пирĕн 352-мĕш стрелковăй дивизи Мускав патне 1941 çулхи ноябрь вĕçĕнче çитрĕ, ун чух фашистсем тĕп хуларан 23 километрта тăратчĕç. Мускав, хула-салтак ятне илтнĕскер, хула-рабочи пулса тăчĕ: çĕрĕн-кунĕн хурçă шăратнă, гильзăсем хăйранă, самолетсем тунă, танксем юсанă, çар тумĕ çĕленĕ... Шăп çак кунсенче 18-ти Зоя Космодемьянская паттăрлăх кăтартнă, 28 панфиловецпа 40 пин ополченец хăйсен пурнăçне шеллемесĕр тăшмансен çулне пӳлнĕ. Гитлер çапла каланă: «Паян Мускав тăракан вырăнта пысăк тинĕс пулĕ, вăл вырăс халăхĕн тĕп хулине çĕр пичĕ çинчен ĕмĕрлĕхех тасатĕ». Вăл Мускава пур енчен те лайăх хупăрласа илме хушнă – унтан пĕр çын та – ача-и вăл, хĕрарăм-и – ан тухайтăр тенĕ. Анчах фашистсен вăйĕ совет халăхĕн тимĕр пек çирĕплĕхĕпе, хастарлăхĕпе, паттăрлăхĕпе тĕл пулсан чăл-пар саланнă...»
Çар историйĕ тăрăх çакă паллă: 352-мĕш стрелковăй дивизин 1162-мĕш стрелковăй полкĕ 1941 çулхи декабрь – 1942 çулхи февраль уйăхĕсенче Мускав çывăхĕнчи ялсене пĕрин хыççăн теприне тăшманран тасатнă, Волоколамск районĕнчи Тимково, Биркино, Ананьино, Тимонино, Михайловское, Калеево ялĕсене ирĕке кăларас çапăçусенче асăннă полк пысăк паттăрлăх кăтартнă. Тăшман çарĕсем йышĕпе, хĕç-пăшалпа техника шучĕпе пирĕннисенчен виçшер хут пысăкрах пулнине пăхмасăр «Пĕр утăм та каялла чакмалла мар!» – тенине асра тытса пурнăçĕсене шеллемен совет салтакĕсемпе командирĕсем, пин-пин паттăр ĕмĕрлĕхех выртса юлнă Мускав çĕрĕ çинче. Вĕсен хушшинче – Петр Семенович Федотов кĕçĕн лейтенант та.
Çĕмĕртлĕпе кӳршĕллĕ Емелькино ялĕнчен Данил Моисеев та асăннă полкра Тăван çĕршыва хӳтĕленĕ. Вăрçăран таврăнсан вăл кукамая хăй курни-илтни çинчен каласа панă: «Пĕр çапăçу хыççăн тепĕр взводри икĕ салтак Волоколамск районĕнчи Михайловское ялне ирĕке кăларнă чух хăйсен командирĕ вилмеллех аманни çинчен калаçнине илтрĕм. «Командирăн хушамачĕ мĕнле?» – тесе ыйтсан вĕсем: «Федотов», – терĕç». Апла-тăк кукаçей ахăртнех Михайловское ялĕнчи тăванла масарта ĕмĕрхи канлĕх тупнă. Çакăнти тăванла вил тăпри çине 1952 çулта палăк лартнă, пурĕ 782 салтака пытарнă унта. Палăк çинче çапларах йĕркесем пур: «Михайловское патĕнчи çапăçусене 17-мĕш уйрăм стрелковăй бригада, 43-мĕш танк бригади, 20-мĕш армин 352-мĕш стрелковăй дивизийĕн 1162-мĕш стрелковăй полкĕ, 1-мĕш гварди танк бригади, 45-мĕш кавалери полкĕ, 44-мĕш кавалери дивизийĕ, 528-мĕш тупă артиллери полкĕ, 49-мĕш уйрăм стрелковăй бригада хутшăннă...»
Ытти салтак арăмĕсем пекех кукамай та хăйĕн мăшăрне виличчен те кĕтме пăрахман, тăрсан-тăрсан пĕр: «Петрук ăçта çӳрет-ши?» – тенĕ вăл. Анне Зоя Петровна вара ашшĕне тăхăр уйăхра чух юлашки хут курнăскер пачах та астумасть. Усал вăрçа пула ашшĕ ачашланине, ăшă сăмах каланине, тĕрев парса пулăшнине мĕн чухлĕ ача кураймасăр ӳснĕ вĕт-ха. Ачалăх мĕн иккенне сиссе кураймасăрах пĕчĕклех ĕçе кӳлĕннĕ вĕсем, амăшĕсене хуçалăха çĕклеме пулăшнă, нумайăшĕ ĕмĕтленнĕ пек аслă пĕлӳ те илеймен пурнăç йывăрлăхне пула. Ашшĕсем сывă пулсан-и...
Çапла майпа эп çураличчен 35 çул маларах вилнĕ кукаçей çинчен пĕлтĕм. Ман шутпа, пирĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен Çĕнтерӳпе таврăннисемпе пĕрлех таврăнайманнисем çинчен те пĕр самантлăха та манмалла мар. Салтаксем Тăван çĕршыва тăшмана парас мар тесе хăйсен пурнăçĕсене шеллемен, пирĕн ирĕклĕхшĕн юлашки юн тумламĕччен кĕрешнĕ. Пирĕн вĕсем çинчен хамăр ачасене, çамрăк ăрăва тĕплĕн каласа памалла. Чыс та мухтав вăрçă паттăрĕсене!
 
: 1065, Хаçат: 19 (853), Категори: Вĕсем Çĕнтерĕве туптанă

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: