Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (15.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Вăрçă пуçланнине çĕнйĕлмелсем чи малтан манăн аттерен илтрĕç. Вăл ку хыпара Çĕпрелĕнчен пĕлсе килчĕ. Çак саманта паянхи пекех астăватăп: киле çитсенех атте хăрушă хыпара кӳршĕ-аршăсене пĕлтерчĕ, унтан килти «Колхозник-9» радиоприемника (ун чух вăл ялĕпе те пĕртен-пĕр приемникчĕ) хускатрĕ. Радиопа В.М.Молотовăн сăмахĕсене итлесен пурте шăпланса хуйха ӳкрĕç. Тепĕр куннех ялти çамрăксене районти çар комиссариатне чĕнтерме тытăнчĕç. Салтака каякансене ял-йыш кашни кун ял хĕррине тухса ăсататчĕ. Вăрçа каякансене ваттисем çаврăнса пăхма хушмастчĕç, çаврăнса пăхсан таврăнаймастăр тетчĕç. Çак хурлăхлă кунсем халĕ те ман куç умĕнчен каймаççĕ.
Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă 256 çынран 68-шĕ çеç каялла таврăнчĕ. Пирĕн Пасар кассинчен кăна 46 çынна тăванĕсем кĕтсе илеймерĕç. Пĕр килтен 3-5-ĕн вăрçа каякансем те пурччĕ. Алякинсен, тĕслĕхрен, пиллĕкĕн кайса тăваттăшĕ вилчĕç. Пĕр Витали кăна таврăнчĕ, вăл та вăрçăри суранĕсене пула нумай пурăнаймарĕ. Кӳршĕсем Ананий Казаков, Павел Агапов, Александр Вассияров, Ехим Назаров, Николай Ахтямов, Филипп Симуллин, Иван Миронов тата ыттисем вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕхе выртса юлчĕç.
Салтака каякансен хушшинче кулак тесе айăпланнă çынсем те пурччĕ. 1941 çулхине çу вĕçĕнче Николай Ахтямов салтака кайни халĕ те куç умĕнче, вăл пирĕн урам вĕçĕнче çĕр çине чĕркуçленсе ларчĕ те: «Эпĕ 1933-1935 çулсенче çĕршыва кирлĕ пулмарăм, çур çурта касса, тиесе кайрĕç, паян акă, йывăр вăхăтра эпĕ те кирлĕ иккен», – терĕ. Хăй те, ывăлĕ Николай та вăрçăран таврăнаймарĕç. Чи хурлăхли – Республикăри Асăну кĕнекинче те вĕсен ячĕсем çук.
Çĕнтерӳ уявне çулсерен эпĕ те пĕр хурланса, пĕр савăнса кĕтсе илетĕп. Çак хаяр вăрçа манăн Сергейпе Миша тетесем те хутшăннă-çке. Анчах вăрçăн малтанхи çулĕсенчех тăшманпа паттăррăн кĕрешсе Сергей тете çамрăклах ĕмĕрлĕхе куçне хупни чĕрене халĕ те ыраттарать.
Ытла хака ларчĕ халăхшăн çак Çĕнтерӳ. Çынсем вăя, сывлăха, пурнăçа хĕрхенмерĕç. Вăрçă пуçланнă çул Сергей тете Аслă Аксури вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренетчĕ. Çавăн чухнех вăл ват çынсемпе, хĕрарăмсемпе, хăйпе пĕр çулти яшсемпе пĕрле Тархан (халĕ Теччĕ) районне блиндажсем, окопсем чавма çӳрерĕ. Унтах манăн аппа Валя та пулнă. Инке Анисия Петровна ку кунсене çапла аса илет: «1941 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнче ялтан вăрçа тухса кайнă пекех, халăха мобилизаци йĕркипе Тархан районне окоп чавма илсе кайрĕç. Александр тетепе виç ачине асламăшĕ патне хăварса, эпир те инкепе иксĕмĕр ялтан тухса кайрăмăр. Çумăр чашлаттарса çăвать, утма çук пылчăк, япаласене лаша лавĕсем çине хутăмăр та хамăр çуран утрăмăр. Тархан районĕн Пурчав ятлă ялĕнче пурăнма пуçларăмăр. Çичĕ аршăнлă пӳртре (вăл питĕ кивĕ, кĕтессисенчен юр кĕретчĕ) 12 çын пурăнтăмăр: инке, эпĕ, А.Васиярова, У.Чашкина, П.Евграфов, А.Чамина, Капказова, М.Антонова, А.Антипова, В.Васияров, М.Павлова, В.Тарасов. Çак çынсенчен паян эпĕ кăна сывă. Вăл кунсене асăнсан йĕмесĕр чăтма çук. Ирхине 6 сехетрен тытăнса каçхине 5-6 сехетчен ĕçлеттĕмĕр. Çанталăк кашни кун тенĕ пекех 45 градус сивĕ пулатчĕ. Ĕçрен таврăннă чухне пите тăм илетчĕ. Пӳрте кĕриччен юрпа сăтăрăнаттăмăр. Мĕнле тӳснĕ-ши? Халь те аса илсе тĕлĕнетĕп. Чăтма çук сивĕ пулнипе урана ăшăтма вут çине тытаттăмăр, çав вăхăтра çăпатана çунтарасран та хăраттăмăр. Ĕçрен таврăнсан ял хĕрринчи хиртен улăм йăтса килсе çав улăма урайне сарса выртаттăмăр. Апат-çимĕç питĕ начарччĕ». Пирĕн ялсем 1942 çулхи февраль уйăхĕччен окоп чавнă. Ку ĕçе Çĕнĕ Йĕлмелĕнчен кăна çĕр çын ытла хутшăннă.
1942 çулхи июнь уйăхĕнче Сергей тете вунă класлă шкултан вĕренсе тухрĕ. Экзаменсем парса пĕтерсенех, июнĕн 10-мĕшĕнче Ананий Казаков кӳршĕпе пĕрле çара ăсатрăмăр. Малтанхи кунсенче Сергей тетерен çырусем килсех тăратчĕç. Салтак çырăвĕсене урамри пĕтĕм ача-пăчапа пĕрле вулаттăмăр. Ырă хыпарсем килсен савăнаттăмăр, камăн та пулин хурлăхлă çыру е вилĕм хучĕ килсен пĕрле йĕреттĕмĕр.
Сергей тетен 1942 çулхи августăн 9-мĕшĕнче çырнă çырăвĕ юлашки пулчĕ: «Юратнă атте, анне, шăллăмсемпе йăмăкăм, пысăк салам сире салтакран. Çак кун эпĕ çапăçăва тухса каятăп. Ан манăр хăвăрăн Сергей ятлă ачăра, тен, сывах таврăнап. Да здравствует наши вожди и учитель Сталин, Победа будет за нами!» – тенĕччĕ вăл унта. Çак кĕске çыру Иваново облаçĕнчи Тейково хулинчен килчĕ. Кунта вĕсене тăшман тылне ăсатма хатĕрлесе парашютпа сикме вĕрентнĕ.
Çавăнтанпа Сергей тетерен пĕр хыпар та пулмарĕ. Вăрçă вĕçленсен те эпир ăна кĕтме пăрахмарăмăр. Шанчăк çухалмарĕ. Темиçе хутчен те РФ Оборона министерствин тĕп архивĕнче шыраттартăмăр, анчах вĕсенчен кашнинчех пĕр хурав пулчĕ: «Хыпарсăр çухалнă».
Аттепе анне мĕн виличченех уншăн хурланса макăрчĕç. Манăн чĕререн те тете сăнарĕ тухмарĕ. Ача чухне кашни кун почтальон патне чупаттăм, шанаттăм хыпар килессе.
Вун çичĕ çул каялла Хусанти педагогика институтĕнче йĕркеленĕ «Юр десанчĕ» шырав ушкăнĕ вăрçăра пуç хунă, хыпарсăр çухалнă çынсен вилтăприсем ăçта вырнаçнине пĕлтерчĕ.
Çак списокра эпир тетен ятне те тупрăмăр. Унта «Хĕрлĕ çар салтакĕ Сергей Никифорович Егоров 1942 çулта августăн 18-мĕшĕнче Волгоград хулинче вилнĕ»,– тесе çырнăччĕ.Часах çак хыпарах Оборона министерствин тĕп архивĕ те пĕлтерчĕ (опись № 818883-С, дело № 1949 лист № 20). Хирĕç эпĕ те Волгоград облаçĕн çар комиссариатне çыру ятăм. Хурав нумай кĕттермерĕ. Çар комиссарĕ, Атаманчук генерал-майор çапла пĕлтерчĕ: «Для сведения сообщаю, что 115-й гвардейский СП, 38 гвардейской СД принимал участие в боевых действиях 18 августа 1942 года в районе хутора Шохин, Иловлинского района».
Тепĕр çырăва эпĕ Иловля районĕн çар комиссариатне çыртăм. Унтан çапла пĕлтерчĕç: «Красноармеец 115 гвардейского СП, 38 гвардейской СД Егоров Сергей Никифорович принимал участие в боях и занесен в список погибших по Иловлинскому району. Захоронен в братской могиле на окраине хутора Шохин-Сироткинского сельсовета. На могиле, на постаменте двухметровой высоте воздвигнут бюст воина».
Çак хыпар килсенех хам сывă чухне тетен вилтăпри çине кайса килме тĕв турăм. 2001 çулхи июнь уйăхĕнче кайса пуç тайрăм хаклă тăвана.
Вырăнти çынсем каланă тăрăх, нимĕç çарĕсем Сталинграда кĕрес умĕн Шохин-Сироткино фронт участокĕн 7-мĕш çухрăмĕнче Дон шывĕ урлă каçасшăн пулнă. Анчах пирĕн салтаксем тăшмансене каçарман. Çав хаяр çапăçура 15-20 пин салтак пуç хунă. 1942 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа 1943 çулхи январьччен пилĕк уйăх пирĕннисем фашистсене Дон шывĕ патне яхăнне те яман.
Шохин-Сироткино фронт участокне сыхланă чух кашни каç çĕнĕ чаçсем килсе тăнă. Кунĕпе çапăçса пуç хунисене сыввисем улăштарнă. Хăйсене те çак шăпах кĕтнине пĕлсе тăрсан та çапăçуран пăрăнман.
Çакăн пек пысăк çухатусемпе Шохин хуторĕнчи тăванлăх масарĕ çумĕнче тинтерех тупнă вун пĕр вилтăпри çине лартнă мрамор палăк çинче Сергей тетен ячĕ те пур.
Иккĕмĕш тете Миша салтака кайиччен, 8 класс пĕтерсен МТСри трактор бригадинче ĕçлерĕ, 1943 çул тăххăрмĕш класра вĕреннĕ чух ăна март уйăхĕнче салтака илсе кайрĕç. Ултă уйăх вăрçăра çапăçсан вăл Арзамасри пулеметпа миномет училищине лекрĕ. Вĕреннĕ вăхăтра, 1944 çулхи март уйăхĕнче, атте чирлесен ăна виçĕ куна киле ячĕç. Тетене курсан мĕнле хытă савăнтăмăр. Училище пĕтерсен Миша тетене (кĕçĕн лейтенанта) тӳрех фронта ячĕç. Малтан 1-мĕш Украина фронтĕнче, унтан 3-мĕш Украина фрончĕ енче яланах малти ретре пулса Украина, Чехословаки, Болгари, Венгри çĕршывĕсене фашистсенчен хăтарнă çĕре хутшăннă. 1945 çулта ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ панă. Вăрçăра 4 хутчен аманнă, 2 хут контузи пулнă. Вăрçă пĕтсен çамрăк офицерсене уйрăм полка пуçтарса хĕвел анăç Украинăна янă, Ровно хулинче вĕсем Бандера бандичĕсене Финанс министерствинче ĕçлерĕ. Аттепе анне ватăлсан ăна киле чĕнсе илчĕç. Малтан Çĕпрел районĕн финанс уйрăмĕнче ĕçлерĕ, кайран, качча тухсан, шкулта вăй хучĕ.
Вăрçă вăхăтĕнче ялта ĕçсĕр çапкаланса çӳрекен пĕр çынна та курман эпĕ. Ваттисем те, ачасем те ĕçлĕччĕ, кашни килтех тенĕ пек хĕрарăмсем фронтрисем валли чăлха-нуски, алсиш çыхатчĕç, шкулта ĕçлекен инкепе Анисия Петровнăпа анне, Мария Васильевна, ĕçрен пушансан фронта çак япаласене посылкăсем туса яратчĕç, шкул ачисемпе пĕрле салтаксем валли махорка енчĕкĕсем çĕлетчĕç. Пĕр сăмахпа, вĕсем пĕр обществăлла ĕçрен те юлман, халăхран займ та пуçтаратчĕç.
Вăрçă вăхăтĕнче вĕренӳ çулĕ октябрь уйăхĕнче кăна пуçланатчĕ. Эпир, шкул ачисем, çăвĕпех колхоз ĕçĕсене хутшăнаттăмăр. Мĕнле кăна ĕç хушмастчĕç пуль: çум çумланă, молотилка патне кĕлтесем йăтнă, лашапа молотилка хыçĕнчи улăма пуçтарса купа тунă çĕре сĕтĕрнĕ, çамрăк тихасене апатлантараттăмăр. Авăн çапма тытăнсан тырра кĕлетсене турттарма пулăшнă. 1944 çулта килти ĕнене кӳлсе кĕлте турттарма тиврĕ.
1945 çулхи майăн 9-мĕшне те паянхи пекех астăватăп. Вăл кун эпир шкултаччĕ. Тăхтав вăхăтĕнче апат çиме тесе киле чупрăм, пирĕн пӳрт шкултан 200-300 метрта кăначчĕ. Агапов Николай Семенович çурчĕ патĕнчи тăкăрлăка çитнĕ кăначчĕ – пире хирĕç почтальон «Вăрçă чарăннă!» – тесе кăшкăрса чупать. Эпĕ апат çинчен мансах каялла çаврăнтăм та шкулалла чуптартăм. Унта шкул директорĕ Иван Михайлович Денисов мĕнпур учительпе ачасене демонстрацие пухăнма чĕнет иккен. Хĕрлĕ ялавсене, парти ертӳçисен сăнӳкерчĕкĕсене кăларчĕç. Митинг хыççăнах эпир пурте Пасар урамĕ тăрăх утрăмăр. Мана Хĕрлĕ ялав йăтса малта пыма тӳр килчĕ. Çапла эпир ял совет канашĕн çурчĕ умне çити утрăмăр.
 
: 923, Хаçат: 19 (853), Категори: Вĕсем Çĕнтерĕве туптанă

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: