Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Юр ирĕлсе пĕтсенех пирĕн тавралăх мĕн тери таса марри куç тĕлне пулать. Выльăх та хăй пурăнакан вырăна этем чухлĕ варламасть пуль, эпир, Раççей халăхĕ, мĕншĕн çав тери тирпейсĕр-ши? Хулара та, ялта та ăçта килчĕ – унта çӳп-çап пăрахса тултаратпăр. Вырăссен тасатсан мар, вараламасан тасалăх пулать текен каларăшне темшĕн манатпăр. Юр ирĕлнĕ-ирĕлмен экологи милицийĕн çак сăлтавпах кашни çул çуркунне уйрăмах хĕрӳ ĕç пуçланать. Территорисен тасалăхне тĕрĕслессипе санкцилемен свалкăсен хуçисене тупасси çеç мар çав вĕсен тивĕçĕ, республикăра çӳп-çап çунтарса пушар кăларасран сыхласси те, пулă вăлча сапнă вăхăтра, сунар сезонĕнче закона пăсакансене тытасси те.
ТР ШĔМĕн тавралăх çут çанталăкне сыхламалли йĕркене пăсакансемпе кĕрешекен управленийĕн пуçлăхĕ Р.Фасахов çак кунсенче журналистсене хăйсен кăçалхи ĕçĕпе паллаштарчĕ. Рамиль Минталиповича итлесе ларнă майăн чун çӳçенет: юратмастпăр эпир хамăр тавралăха, çут çанталăка! 2010 çулăн 1-мĕш кварталĕнче кăна управлени суда 66 уголовнăй ĕç (вĕсенчен 48-шĕ экологи енĕпе) янă. Административлă правăна пăснă 6000 яхăн тĕслĕхе шута илнĕ, пĕтĕмпе 6 миллион (!) тенкĕлĕх штраф панă.
Кашни çул ТР Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе республикăн хулисемпе районĕсенче апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса июнĕн 1-мĕшĕччен санитарипе экологин икĕ уйăхлăхне ирттереççĕ. Территорие тасатассипе кашни çын ĕçлемелле пек те, анчах тасатнинчен ытларах варалатпăр çав. Экологи милицийĕ пĕр уйăхра кăна 2000 объекта тĕрĕслесе 2634 çынна (çав шутра должноçрисене те) муниципаллă йĕркеленӳсен хăтлăхне пăснăшăн, хăрушă веществосене пуçтарнă, сыхланă, турттарнă чух экологи, санитарипе эпидеми йĕркисене пăснăшăн явап тыттарнă. Кунсăр пуçне рейдсем ирттерсе тепĕр 800 объектăн санитарипе экологи лару-тăрăвне тĕрĕсленĕ вăхăтра çут çанталăка упрамалли закона пăснă 1138 тĕслĕхе палăртнă, санкцилемен вырăнта йĕркеленĕ 185 свалкăна асăрханă.
Ăçта килчĕ – унта çӳп-çап тултарни çут çанталăка вараланисĕр пуçне çыннăн пурнăçĕпе пурлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратни пирки нумай чухне аса та илместпĕр. Шăпах вĕсем пушар тухасран хăрушă вырăнсем шутланаççĕ-çке. Кăçалхи типĕ çанталăкра çынсем çӳп-çап çунтарнă чух уйрăмах асăрхануллă пулмалла пек те, анчах шел, кăçал та çак сăлтавпах çурт çуннă, çын вилнĕ тĕслĕхсем пур. Р.Фасахов пĕлтернĕ тăрăх, çанталăк ăшăтнăранпа республикăра çӳп-çапа, типĕ курăка çунтарнипе пурĕ 1121 пушар тухнă. Уйрăмах ку енĕпе Хусан хули палăрать, кунта çак сăлтавпа пурĕ 478 пушар пулнă. Пĕлтĕр типĕ курăка чĕртсе янипе 130 çурт тĕпĕпех çуннă, 65-шĕ сиенленнĕ.
Кăçал апрелĕн 22-мĕшĕнче кăна, тĕслĕхрен, Спас районĕнчи Отрада ялĕнче 2 йывăç çурт, Рыбно-Слободски районĕнчи Аслă Кульга ялĕнче икĕ хваттерлĕ икĕ çурт, апрелĕн 23-мĕшĕнче Тури Услон районĕнчи Юматово ялĕнче пурăнмалли пĕр çурт, 4 дача çунса кĕлленнĕ. Агрыз районĕнче 45 çулти арçыннăн пурнăçĕ те çӳп-çап çунтарнине пула татăлнă. Вут хыпса кайнипе хăранăскерĕн инсульт пулнă та вăл вут ункинчен тухайман.
ТР Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе апрелĕн 24-мĕшĕнчен тытăнса май уйăхĕн 15-мĕшĕччен Тутарстан территорийĕнче пушара хирĕç çирĕп режим пырать. Унпа килĕшӳллĕн, кĕркуннехи çумăрччен е юр çăвиччен вăрман территорийĕсенче кăвайт чĕртме, çунакан шăрпăк, пирус тĕпĕ пăрахма, вăрман посадкисен çывăхĕнче типĕ курăка çунтарма, автотранспортпа çыхăннă пĕр ĕç те тума, вăрмана çӳп-çап пăрахма юрамасть. Май уйăхĕн праçникĕсем пуçлансан халăх çут çанталăка тухса шашлăк пĕçерме ăнтăлать. Çавна кура Р.Фасахов çынсене асăрхануллă пулма, вăрманлă вырăнсенче вучах чĕртме юраманнине хытă асăрхаттарчĕ.
Çуркуннене пуринчен ытла тунсăхлакансем вĕсем – пулăçăсемпе сунарçăсем. Пулă вăлча сапнă чух республикăн кӳллисемпе çырмисенче вăлтасăр пуçне урăх нимĕнле хатĕрсемпе те пулă тытма юраманнине, çитменнине çулсерен ТР ШĔМĕ «Нерест» акци йĕркеленине (вăл икĕ уйăха тăсăлать) пĕлсе тăрсах браконьерсем тупăнаççех. Апрелĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса апрелĕн 25-мĕшĕнче кăна ку енĕпе 21 преступление, 111 административлă правăна пăснине палăртнă, закона пăсса пулă тытмалли 139 хатĕре, 600 килограмм пулла туртса илнĕ. Икĕ çул каялла пулă тытмалли çĕнĕ правилăсем йышăннине те каларĕ Р.Фасахов. Çĕнĕ правилăсемпе килĕшӳллĕн, пулăçăсен пулла вăлтапа кăна тытмалла, ытти çулсенче шыв тăрăх ахаль кимĕпе кăна куçса çӳреме ирĕк пулнă-тăк, халĕ моторлă кимĕпе те юрать, анчах права пуррисен кăна.
Апрелĕн 17-мĕшĕнчен тытăнса май уйăхĕн 2-мĕшĕччен çурхи сунар сезонĕ пычĕ, çак вăхăтра пысăк преступлени пулмасан та административлă правăна пăсни палăрнах, экологи милицийĕ 89 çынна шăпах çакăншăн явап тыттарнă, 47 хĕç-пăшал туртса илнĕ.
 
: 957, Хаçат: 19 (853)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: