Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (15.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Майăн 3-мĕшĕнчен пуçласа 12-мĕшĕччен вăрçă ветеранĕсене тӳлевсĕр майпа самолетпа вĕçтермешкĕн субсидисем илме Раççей авиацийĕ авиакомпанисенчен заявкăсем майăн 3-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 30-мĕшĕччен йышăнать.
Раççей авиацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем, инвалидсем самолетсенче эконом класс салонĕсенче РФ субъекчĕсем хушшинче тӳлевсĕрех вĕçме пултараççĕ. Çаплах ват çынсене пĕрле илсе çӳрекенсен те укçа тӳлемесĕрех «ярăнма» май пур.
Тӳлевсĕр майпа ытти транспортпа та çӳреме пултараççĕ вăрçă çыннисем. Сăмахран, тунтикун ТР транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕн çумĕ Азат Галиахметов «Нижнекамское ПАТП-1» УАО никĕсĕнче Кама леш енчи транспорт предприятийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Тĕп ыйту, паллах, вăрçа хутшăннисене тата вăрçă инваличĕсене тӳлевсĕр майпа илсе çӳресси пулчĕ.
Раççей Президенчĕн Указне пурнăçламашкăн транспортниксене питĕ пысăк хушу панă. Транспорт меллĕ пулмалла, салонсене Çĕнтерӳ кунĕпе саламласа хитрелетмелле. Çак кунсенче, майăн 3-мĕшĕнчен пуçласа 12-мĕшĕччен, водительсемпе компани ĕçченĕсен уяв тумĕсем тăхăнса кăкăрĕсем çине Георги хăйăвĕсем çакса çӳремелле.
Автовокзалсенче, автостанцисенче тата аэропортсенче штабсем ĕçлемелле, информаци стенчĕсем вырнаçтармалла, кĕтмелли залсене хитрелетмелле. Çаплах вăрçа хутшăннисене чей ĕçтерме шутланă. Акци вăхăтĕнче çак ĕçе транспорт комплексĕн техникумĕнче вĕренекен студентсем те хаваспах хутшăнаççĕ.
 
: 1033, Хаçат: 19 (853)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: