Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (15.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Аслă Çĕнтерӳ 65 çул тултарнă тĕле Раççейĕн кашни регионĕнчех тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Кӳршĕ регионсенче çак кунсенче иртекен пулăмсемпе паллашар-ха.
ЧУЛХУЛАРА майăн 6-мĕшĕнче А.С.Пушкин ячĕллĕ Оперăпа балет театрĕнче вăрçă ветеранĕсемпе шкул ачисен тĕлпулăвĕ иртнĕ. Мероприятие пурĕ 1200 вăрçă ветеранĕпе тыл ĕçченĕ хутшăннă. Театр артисчĕсем çак каç пуçласа «Жди меня» спектакле сцена çине кăларнă. Чулхулан Советски районĕн пуçлăхĕ В.Золотницкая каланă тăрăх, çакнашкал тĕлпулусем йĕркелени питĕ пĕлтерĕшлĕ, вĕсем аслă тата çамрăк ăрăва çывăхланма, пĕр-пĕрне ăнланма пулăшаççĕ.
ПЕРМЬ шкулĕсенче вĕренекенсем вара вăрçă ветеранĕсем валли уяв тĕлне кĕнеке кăларнă. «Добрые дети Мира» халăхсен хушшинчи обществăлла юхăмра тăракансем пуçарнипе, хула администрацийĕн Социаллă политика управленийĕ пулăшнипе «Диалог поколений» кĕнеке кун çути курнă. Кĕнекен хăйне евĕрлĕхĕ – ăна ачасем хатĕрлесе кăларнинче. Кĕнекене кĕнĕ хайлавĕсенче шкул ачисем ветерансемпе тĕл пулни çинчен çырнă, вăрçă çинчен хăйсен шухăшĕсене пĕлтернĕ. Чи кирли вара – ачасем çĕршывăн историйĕпе интересленни.
Аслă Çĕнтерӳ 65 çул тултарнине уявланă кунсенче Пермь облаçĕн делегацийĕ Чехине çитсе курма шутланă. Делегаци йышне Прагăна ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă вăрçă ветеранĕсем те кĕнĕ. Вĕсем Прага тата Острава хулисенче иртекен уяв мероприятийĕсене хутшăннă, вил тăприсем çине кăшăлсем хунă.
ПУШКĂРТСТАН. Ĕпхӳре васкавлă пулăшу бригадисем вăрçă ветеранĕсем патне... парнесемпе килеççĕ. Хулари 5 № больницăра «XXI ĕмĕр врачĕсем – фронт госпиталĕсен врачĕсене» ыр кăмăллăх акцийĕ йĕркеленĕ. Акци шайĕнче Ĕпхӳре ятарлă темиçе васкавлă пулăшу бригади ĕçлет. Тухтăрсем пациентсене юн пусăмне виçнипе, чĕрине тĕрĕслесе кардиограмма тунипе пĕрлех парнесем те парса хăвараççĕ.
ОРЕНБУРГ ОБЛАÇĔНЧИ Орск хулинче пурăнакан ветерансене вăрçăрах тивĕçнĕ наградисем тинех шыраса тупнă. Иртнĕ эрнере хула мэрĕпе çар комиссарĕ Иван Шкердина «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медаль панă. «Будапешта илнĕшĕн» медале çак кунсенче Александр Ганин илнĕ. Асăннă ветерансем вăрçăра тĕрлĕ фронтсенче çапăçнă. И.Шкердин танкăн водитель-стрелокĕ пулнă, икĕ хутчен аманнă, çар машини ăшĕнче çуннă та. А.Ганин – пулеметчик-минометч ик, Çĕнтерĕве вăл Австрире кĕтсе илнĕ. Хăйсем медале тивĕçнине ветерансем темиçе кун каялла кăна пĕлнĕ, паллах, иккĕш те, вĕсемпе пĕрле çемйисем те, савăннă.
ЧĂВАШ ЕНРЕ пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас текен, учета 2005 çулхи мартăн 1-мĕшĕ хыççăн тăнă вăрçă ветеранĕсен шучĕ 1154 çынпа танлашнă. Çурт-йĕр тума е туянма пĕр хутчен парăнакан субсиди илме ирĕк паракан 692 свидетельство хатĕр, 82-шĕпе укçине те парса татнă ĕнтĕ. Чăваш Енре субсиди 910, 8 пин тенкĕпе танлашать.
 
: 1054, Хаçат: 19 (853), Категори: Кӳршĕсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: