Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (15.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Майăн 5-мĕшĕнче РФ Премьер-министрĕ Владимир Путин Сочирен тӳрех Хусана çул тытрĕ. Раççей Правительствин пуçлăхне Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов, РФ пĕрремĕш вице-премьерĕ Игорь Шувалов, РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота, ТР Премьер-министрĕ Ильдар Халиков, Хусан мэрĕ Ильсур Метшин кĕтсе илчĕç.
Владимир Путин Тутарстан тĕп хулине пысăк плансемпе килсе çитрĕ. Пĕр кунта вăл ТР Президенчĕпе Рустам Миннихановпа, Хусан Кремлĕнче Универсиада ыйтăвĕсемпе çыхăннă канашлу ирттерме, Универсиадăн çĕнĕ спорт объекчĕсене уçма, вăрçă ветеранĕсен госпитальне çитсе килме палăртса хунă.
Ĕçлĕ визита Владимир Путин Çĕнтерӳ паркĕнчи Сӳнми çулăм умне чечек çыххи пырса хунинчен пуçларĕ.
РФ Правительство пуçлăхĕ Хусана килнин тĕп тĕллевĕ Универсиадăна хатĕрленнипе тĕплĕнрех паллашасси пулчĕ. Хусан Кремлĕнче Владимир Путин ирттернĕ канашлăва ТР Президенчĕ Рустам Минниханов, Раççейпе Тутарстан Правительствисен членĕсем хутшăнчĕç. «Хусанта Универсиада ирттерме йышăнни Сочири Олимпиадăна хатĕрленнипе тата Владивостокра АТЭС саммитне йĕркелеме шутланипе пĕрле Раççейĕн хальхи вăхăтри «чи пысăк стройки» теме пулать. Кăçал республика бюджетĕнчен Универсиада объекчĕсене тума 5 миллиард тенкĕ, федераллă бюджетран 26,5 миллиард тенкĕ илме палăртнă. Пурĕ вара 2009–2010 çулсенче Тутарстана çак тĕллевпе Раççей бюджетĕнчен 21 миллиард тенкĕ уйăрнă. Çитес 2011 çулта тата 5,5 миллиард тенкĕ пама палăртнă. Хусанти Универсиада çĕршывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, вăл Сочири Олимпиадăшăн технологи полигонĕ пулса тăрать. Пĕтĕмлетсе каласан, проект республикăн малашнехи аталанăвĕшĕн пысăк ресурс шутланать», – терĕ Владимир Владимирович Путин.
Рустам Минниханов хăй калаçăвĕнче чылай спорт объекчĕсене кризис вăхăтĕнче тунине асăрхаттарса сметăсене индексацилемелли пирки пусăм турĕ. Тутарстан Президенчĕн шучĕпе, паянхи кун маларах палăртнă сметăпа ĕçсене пурнăçлама йывăра килет. РФ Премьер-министрĕ сăмахĕсемпе вара, маларах палăртнă смета та çителĕклĕ, çавăнпа унран тухса кайма юрамасть.
Канашлу умĕн Владимир Путин 45 пин вырăнлă футбол стадионĕн символлă пĕрремĕш чулне хунă çĕре хутшăнчĕ. Ново-Савиновски районĕнче, Казанка юханшывĕ хĕрринче пулмалли стадион вырăнне Премьер-министр киличчен тахçан маларах хатĕрлесе хунă. Церемони иртмелли вырăна Универсиада ялавĕсемпе, плакатсемпе, шарсемпе илемлетнĕ. Символлă чула хывма пысăк пуçлăхсене меллĕрех пултăр тесе стадион варри пулмалли вырăна çити асфальтлă çул та сарса ĕлкĕрчĕç маттур хусансем. Церемоние ертсе пыма вара паллă телеертӳçĕне Тина Канделакине чĕнсе илчĕç.
Саламлă сăмахсене Раççей Премьер-министрĕ 7 спорт объектне уçни çинчен пĕлтерсе пуçларĕ. Вĕсен шутне «Ватан», «Триумф», «Бустан», «Акчарлак», «Тезуче», «Москва», «Мирас» спорт комплексĕсем кĕреççĕ. Вĕсене уçасси пулас футбол стадионĕнченех «дистанциллĕ» режимпа иртрĕ. Церемони вырăнне 7 пысăк ятарлă экран вырнаçтарнă. РФ Премьерĕпе тӳрĕ çыхăнăва спорт объекчĕсем черетпе тухрĕç. Универсиада волонтерĕсем ТР Президентне объектсем уçăлма хатĕррине пĕлтерчĕç. Çакăн хыççăн Рустам Минниханов Владимир Путина çĕнĕ спорт комплексĕсене уçма команда пама ыйтрĕ.
«2013 çулта Хусанта иртекен XXVII Çуллахи Универсиадăн çичĕ çĕнĕ объектне уçăлнă тесе пĕлтеретĕп!» – терĕ Владимир Путин. Ун хыççăн вăл пулас футбол стадионĕ çине куçрĕ.
«Паян эпир сирĕнпе питĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие хутшăнатпăр – пулас футбол стадионĕн пĕрремĕш чулне хыватпăр. Çак объект Тутарстанра кăна мар, Раççейĕпе те «Лужники» хыççăн чи пысăк стадионсен шутне кĕрĕ. Кунта Универсиадăн чи пысăк мероприятийĕсем иртмелле – пуçланнипе вĕçленнин церемонийĕсем. Тутарстанра хальхи пурнăç пахалăхне тарăн ăнланни курăнать. Массăлла спорта çивĕч тимлĕх уйăрни лайăх», – терĕ Владимир Путин стадиона уçма пухăннисене саламласа.
Раççей Премьер-министрĕ Тутарстанăн пĕрремĕш Президентне Минтимер Шаймиева асăнмасăр хăвараймарĕ. Ун шучĕпе, вăл Тутарстан аталанăвĕшĕн виçесĕр нумай тăрăшнă, çав шутра спорт аталанăвĕшĕн те. Минтимер Шаймиева тав туса вăл хальхи республика пуçлăхĕсене Тутарстан пурнăçне тата лайăхрах шая çĕклеме ыйтрĕ.
«Футбол стадионне вăхăтра туса пĕтерни Раççее 2018 çулти тĕнче чемпионатне ирттерме заявка тăратма май парать. Строительсене, спортсменсене ăнăçу сунас килет», – терĕ юлашкинчен Владимир Путин.
ТР Президенчĕ Рустам Минниханов вара футболпа тĕнче чемпионачĕ малашне Раççейре иртесси пирки пĕрре те иккĕленменнине пĕлтерчĕ.
Церемоние «Рубин» клубăн тĕп тренерĕ Курбан Бердыевпа команда капитанĕ Сергей Семак та хутшăнчĕç. Хисеплĕ хăнасем символлă пĕрремĕш чул çинчен виткĕçе сӳтсе илме ĕлкĕрчĕç кăна, сăвай çапакан машинăсем ĕçлеме те пуçларĕç.
 
: 984, Хаçат: 19 (853)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: