Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ШКУЛ ПĔТЕРЕКЕНЕ – ВОДИТЕЛЬ ПРАВИ
Камские Поляны поселокĕнчи кăçал шкул пĕтерекенсенчен 25-шĕ «В» категориллĕ водитель прави илнĕ те ĕнтĕ. Халĕ тата 18 çамрăк экзамен тытма хатĕрленет. Пĕтĕмĕшле илсен 11-мĕш класра вĕренекен 109 ачаран 84-шĕ автоклассенче вĕреннĕ. Вĕренӳшĕн тӳлесси те самай йӳнĕ – 8,5 пин тенкĕ.
Аса илтеретпĕр, Камские Поляны поселокĕнчи шкулсен никĕсĕ çинче РОСТО (ДОСААФ) автокласĕсене 2009 – 2010 вĕренӳ çулĕнче республикăн пилотлă проекчĕ шайĕнче уçнă.
СПОРТ АКАДЕМИЙĔ – ХУСАНТА
Камски патшалăх физкультура, спорт тата туризм академине Хусана куçарасси пирки хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Хусана куçсан аслă шкулăн ячĕ те улшăнать – Тутар патшалăх физкультура, спорт тата туризм академийĕ. ТР çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министрĕ Марат Бариев каланă тăрăх, Хусанта уçăлакан вуза студентсене кăçалах йышăнма палăртнă пулнă. Анчах ТР Президенчĕ Рустам Минниханов РФ спорт, физкультура тата çамрăксен политикин министрĕпе Виталий Муткопа юлашкинчен тĕл пулсан студентсене вуз валли «Универсиада ялне» хирĕç ятарлă çурт туса лартсан кăна вĕренме илмешкĕн калаçса килĕшнĕ. Хусанти вĕренӳ 2011 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçланмалла. Камски патшалăх физкультура, спорт тата туризм академийĕн ректорĕ Александр Кузнецов пĕлтернĕ тăрăх, Çырчаллинче те аслă шкул хупăнмасть. Вăл Хусантин филиалĕ пулĕ, ун валли укçа-тенкĕ те унчченхи чухлех куçарĕç, студентсене те малтанхи чухлех вĕренме илĕç.
ХУЛА ÇИНЧЕН ТĔРЛĔ ЧĔЛХЕПЕ
Иртнĕ эрнере Хусанта çамрăк экскурсоводсен «Хусан – ман чĕрен хули» конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Хусан хулин ĕçтăвкомĕн Тулашри çыхăнусемпе туризм комитечĕн председателĕ Иван Кадошников каланă тăрăх, кăçал конкурса тĕп хулари шкулсенче 9-11 классенче вĕренекен 200 ытла ача хутшăннă. Конкурсăн районти тапхăрĕсенче çамрăксем тĕрлĕ чĕлхепе докладсем хатĕрленĕ, экскурси маршручĕсем çинчен вырăсла, тутарла, акăлчанла, французла, нимĕçле тата арабла каласа панă. Юлашкинчен 11 вĕренекен суперфинала тухнă. Вĕсем валли вара Мускав Правительстви çумĕнчи Предпринимательство академийĕн представителĕсем мастер-класс ирттерчĕç. Суперфинал Хусанăн тĕп пайĕнче çул çӳрев евĕрлĕ иртрĕ, кашни конкурсант хăй суйласа илнĕ объект пирки каласа пачĕ.
Суперфинал çĕнтерӳçин ятне Хусанти 7 № гимназире вĕренекен Мария Петрова тивĕçрĕ. Вăл çитес çулхи январьте виçĕ кунлăха Хĕл Мучин тăван хулине – Аслă Устюга канма кайса килĕ. Конкурсра çавăн пекех виçĕ малти вырăна йышăннисене те чысларĕç: Адиль Шакиров (7 № тутар-турккă лицейĕ) – фотоаппарата, Гузель Галимзянова (132 № шкул) – видеоплеера, Артур Шайдуллин (39 № шкул) – Атăл тăрăх круиза кайма тивĕçрĕ. Суперфинала хутшăннă кашни ачанах аквапарка кайма билет пачĕç.
И.Кадошников каланă тăрăх, конкурсăн тĕп задачи – çамрăксене хулана юратма вĕрентесси, унăн историйĕпе интереслентересси. «Эпир 2013 çулхи Универсиада тĕлне хула çинчен тĕрлĕ чĕлхепе каласа пама пултаракан çамрăксене хатĕрлесшĕн. Вĕсем Пĕтĕм тĕнчери студентсен вăййисен вăхăтĕнче волонтер-гид пулса ĕçлеме пултарĕç», – ăнлантарчĕ комитет председателĕ.
 
: 1005, Хаçат: 18 (852), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: