Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ ĕмĕрте пекарньăсем сахалччĕ, ялсен лавккисенче çăкăр çителĕксĕррипе халăх питĕ тарăхатчĕ. Пачах пулман мар, паллах, кӳршĕ ялсенчен е районтан илсе килкелетчĕç, анчах та питĕ сахал. Хам та астăватăп-ха, çăкăр кăнтăрла иртсен килетчĕ, черетне вара ирхине саккăр-тăххăртах йышăнмаллаччĕ. Ăна та пĕр-ик буханкăран ытла паман.
Халĕ вара тав Турра, çитменлĕх çук. Ял лавккисенче çăкăр çеç мар, тĕрлĕрен булкăсем çӳлĕк тулли ишĕлсе анасла тăраççĕ.
– Çук, мана лавкка çăкăрĕ çырлахтармасть, – тет Пăва районĕнчи Элшел ялĕнче пурăнакан Наталья Мусина. – Хам пĕçернине ним те çитмест.
Чăнах та, Наталья Петровнăн çемйи пысăках пулмасан та, çăкăрĕ пĕтнĕ çĕре ăшшине тата çемçине пĕçерсех тăрать. Тĕлĕнмелле тутлă пулать вĕт-ха вăл.
Хальхинче те тутлă çăкăр çиме тесе ятарласа кайрăм, килĕ умне çитеспе урамранах шăршă сарăлнă.
– Çăкăрне ĕнер пĕçернĕччĕ-ха, паян пончик тăвас терĕм, – тесе кĕтсе илчĕ кил хуçи.
Турилкке тулли хĕрелсе пиçнĕ пончик çинчен куç илме çук, алă вара хăйпе-хăй унталла туртăнать.
– Наталья Петровна, çак тутлăскерĕн вăрттăнлăхне, тен, мана та калăн? Кунта тата тем хушнă пулас эсĕ? – кăсăклантăм.
– Темех çук. Анчах та кашни çыннăн алли хăйне тĕрлĕ «йăвалать». Тата çуне, çăмартине шеллемелле мар, – сăмах май хушрĕ вăл.
Наталья Петровна ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ хыççăн Пăрăнтăк поселокĕн элеваторĕнче тăрмăшать. Виçĕ çул пулать ĕнтĕ лаборантка пулса ĕçлени. Килĕнче çăнăхпа аппаланни çеç мар, ĕçĕнче те тырă пĕрчисем аллинчен каймаççĕ. Унăн пахалăхне тĕрĕслет вăл. Тутарстанра ӳснĕ тырă халăха юрăхлă пултăр тесе тăрăшать. Тутлă çăкăр, пончик тата чустаран пĕçернĕ ытти апат та хăпарса пиçтĕр тет. Çапах та, Наталья Петровна каларăшле, çуне шеллемесен...
 
: 1219, Хаçат: 32 (710)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: