Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕпрел районĕнчи Аслă Аксу ятлă чăваш ялĕн историне вырăнти таврапĕлӳçĕсем археологи материалĕсемпе легендăсем тăрăх ХV ĕмĕр вĕçĕнчех пуçланса кайнине çирĕплетеççĕ. Пуян историллĕ, тăрăшуллă халăхлă ял самана улшăнăвĕсене, йывăрлăхсене парăнмасăр вăхăтпа тан утса пырать. Тыр-пул ӳстерет, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет, ачасем çитĕнтерсе çулсерен тĕнчене «вĕçтерет». Çак пархатарлă çĕр çинче нумай паллă, сумлă, çĕршыва юрăхлă çынсем çуралса ӳснĕ.
1941 çулта фашистла Германи тапăннипе Тăван çĕршыв пулăшу ыйтсан çак ялти Шаккăл, Хăярлап, Выçли, Мăлатук, Çĕньял, Çӳлти кас, Аялти кас, Мишер кассисенче пурăнакан вăйпитти арçынсемпе каччăсем Аслă вăрçа тухса кайнă. Вĕсенчен çурри каялла таврăнса çемйисемпе савăнса, тăван тавралăх илемĕпе киленсе пурăнайман. 307 Аслă Аксу çынни вăрçăра пуçне хунă. Ял халăхĕ вĕсене нихăçан та манас çук. Хальхи вăхăтра ялта икĕ вăрçă ветеранĕ пурăнать: С.А.Лекарев тата М.Г.Хамзин. Аслă Çĕнтерӳ уявĕ умĕн ялти библиотекăра С.А.Лекаревпа вулакансем тĕлпулу ирттернĕ. Çак мероприятие В.Н.Карпова библиотекарь хатĕрленĕ, ветеран вулакансен ыйтăвĕсем çине хуравланă, асăнмалăх сăнӳкерчĕксем ӳкерĕнсе альбом тунă.
1427 çын пурăнакан ял хутлăхне Аслă Аксусăр пуçне тата Чăваш Паснапуç ялĕ кĕрет. Аксури пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкула 12 çухрăмра вырнаçнă Паснапуçĕнчен ачасене ирхине çичĕ сехет иртсенех автобуссемпе турттарма тытăнаççĕ. Хăйсен ялĕнче пуçламăш пĕлӳ илнĕ хыççăн паснапуçсем пиллĕкмĕш класа Аксăва çӳреççĕ. Вĕренӳ çурчĕ вара Аслă Аксура питĕ чаплă, илемлĕ, çутă, ăшă. Ăна 2000 çулта ятарлă проектпа хăпартнă. Пĕр çивитти айне фельдшерпа акушер пункчĕ, 35 ача çӳрекен ача сачĕ, библиотека, ял хутлăхĕн пӳлĕмĕсем вырнаçнă. «Ялăн тĕрекĕ – шкул», – теççĕ. Ялăн пуласлăхĕ те вĕренекен ачасенчен килет. Аслă Аксури пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул Çĕпрел районĕнче лайăххисенчен пĕри шутланса тăрать. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем çак шкула пĕтерсе хăйсен ĕçĕпе, пĕлĕвĕпе чапа тухнă çынсемпе мăнаçланса тăраççĕ. Н.В.Шашкин – техника наукисен кандидачĕ, Н.И.Карпов – Байконурта ертсе пыракан инженер-технолог, Е.А.Магарина-Михеев а – математика наукисен кандидачĕ, Г.П.Токмаков – математика наукисен докторĕ, П.С.Катмаков – ял хуçалăх наукисен докторĕ, Н.В.Дедушкина – экономика наукисен кандидачĕ, А.Ф.Бильдяковпа Н.Ф.Бильдяков – подполковниксем, тата ыттисем те. Хальхи вăхăтра шкулта 95 хĕр ачапа 95 арçын ача вĕренет. Вĕрентекенсен коллективне С.Н.Никитин директор ертсе пырать. Вĕренӳре пур ача та ĕлкĕрсе пырать, пĕлӳ пахалăхĕ – 43 процент. 1886 çулта И.Я.Яковлев тата вырăнти священник В.Н.Теняев тăрăшнипе чиркӳпе прихут шкулĕ уçăлнă, 1890 çулчен Константин Осипов килĕнче вĕрентнĕ шкул çуллен çĕкленсе пырать.
Ачасем «Чувашская ласточка» конкурса хутшăнаççĕ, чăваш чĕлхи, обществознани, истори пĕлĕвĕсемпе олимпиадăсенче çирĕп пĕлӳ кăтартаççĕ. Спорт ĕçне те шкулта лайăх лартнă. Кĕрешӳ секцине П.Н.Рафиков ертсе пырать. Мартăн 2-мĕшĕнче иртнĕ Вĕрентекенсен çулне халалланă кĕрешӳ турнирĕн кубокне шкул кĕрешӳçисем юта парса яман, хăйсенчех хăварнă. Шкул 3 гектар çĕр çинче пахча çимĕçсем ӳстерет. Кăçалтан шкул вăйĕпе выльăх та усрама тытăнасшăн, çакă ачасем кунне пĕрре çиекен вĕри апата тата та пуянлатĕ. Шкулта 2001 çултанпа компьютер класĕ пур, мультимедиа проекторĕ те туяннă, – каласа парать шкул директорĕ Сергей Николаевич. «Унпа уроксем ирттернĕ çĕрте усă куратпăр, клуба та мероприятисем ирттерме ыйтса тăратпăр», – хушса хурать ман экскурсовод, ялти Культура çурчĕн директорĕ А.Б.Сундерова.
Клуб ĕçĕ те кунта кĕрлесе тăрать. Нумай пулмасть кунта ТАССР 90 çул, Çĕпрел районĕ 80, Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çуллăхне, Вĕрентекен çулне халалланă концерт иртрĕ, – каласа парать Альбина Бахтияровна Симкинсен хуçалăхĕ еннелле утнă май.
Симкинсем пĕлтĕр «Самозанятость» программăпа 58800 тенкĕ укçа илсе 4 пăру туяннă, халĕ çулталăкри вăкăрсене сутма хатĕрленеççĕ.
– Кисренсе тăракан мăнтăр пулмарĕç те, çапах та чĕрĕлле виçи 3 центнертан кая мар, – тет кил хуçи Григорий Николаевич Симкин. Пĕр пăруран миçе тенкĕ тупăш пулнине те калаймарĕ пулсан та Григорий сысна ӳстернинчен пăру пăхасси йӳнĕрех тухать тет, мĕншĕн тесен пăрăва сыснаран сахалрах тырă-фураж кирлĕ. Уттине хăйсем çулса типĕтеççĕ, чĕкĕнтĕрне те хăйсем акса ӳстереççĕ. Аслашшĕ патĕнче, тĕпре, çĕнĕ çурт лартма никĕс янă, несĕле тăсакан пĕр ывăл та икĕ хĕр ӳстереççĕ Григорипе Ирина. Выльăх усрама вите-карта та çирĕп, тирпейлĕ. Иртнĕ уйăхра тата «50х50» программăпа ăратлă сысна туяннă Симкинсем, май уйăхĕнче витери сыснасен шучĕ ӳсессе кĕтсе тăрать ĕçчен чăваш çемйи. Çак çемье пек уйрăм хуçалăх кунта тата 8 çемье йĕркеленĕ, вĕсенчен виççĕшĕ хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ, тата 22 çемье çак тĕллевпе документсем хатĕрлет.
Иртнĕ çул яла пилĕк «çĕнĕ кайăк» хутшăннă. Çамрăк çемьесене, специалистсене çурт-йĕр çавăрма пулăшакан программа 3-4 çул каяллах пуçланчĕ пулин те, çамрăксем çак çăмăллăхсене çийĕнчех туйса илеймен курăнать. Ялта çак программăпа усă курса В.Н.Магарин çурт хăпартнă хыççăн кăмăл тăвакансем йышлăланса та кайрĕç, пулăшу парасси вăраха тăсăлса пырать.
Пурăнать чăваш ялĕ. Тĕнчене кризиссем кисретеççĕ. Ял çыннишĕн унсăр пуçне те асапсем нумай. Анчах пирĕн халăх хăйĕн вăйĕ çине шанни пурнăçа малалла тăсма пулăшать.
 
: 1020, Хаçат: 18 (852)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: