Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (08.12.2019 03:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Апрелĕн 25-мĕшĕ. Аксу районĕнче çурхи уяв! Кунта республикăри чăваш юррине юрлакансен «Чăваш шăпчăкĕ» VIII конкурсĕн юлашки турĕ тата гала-концерчĕ иртрĕ.
Аксу поселокĕнчи Культура çурчĕ умне кашни районтан тенĕ пек артистсемпе автобуссем килсе çитрĕç. Вĕсене алăк умĕнче çăкăр-тăварпа, кăпăкланса тăракан тутлă сăрапа тата питĕ хитре юрăпа кĕтсе илчĕç.
Аксу тăрăхĕ çак кун «шăпчăксен» юррисемпе таçта çитиччен янраса тăчĕ. Ара, янрамасăр, кунта республикăри питĕ хитре сасăллă çынсем пуçтарăннă вĕт-ха.
Ытти çулсемпе танлаштарсан кăçал конкурс программине улшăнусем кĕртнĕ. Конкурс темиçе номинаципе иртрĕ: фольклор, вокал ушкăнĕсем, пĕчĕк вокал формипе тата уйрăм юрлакансем. Çаплах уйрăм юрлакансем кăçал 35 çула çитменнисем çеç хутшăнма пултарнă.
«Чăваш шăпчăкĕ» конкурса Аксу районĕн пуçлăхĕ Камиль Камалович Гилманов тата ТР ЧНКА председателĕ Константин Геннадиевич Яковлев уçрĕç.
Тăватă сехет хушши пĕр тăхтамасăр юрăсем шăраннă хыççăн жюри председателĕ – Чăваш Республикин Халăх пултарулăхĕн çуртĕнче халăх пултарулăхĕн йăлисен уйрăмне ертсе пыракан ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Светлана Григорьевна Лаврентьева конкурса пĕтĕмлетсе лауреатсемпе дипломантсене палăртрĕ.
«Фольклор ансамблĕ» номинацире:
I степеньлĕ лауреат – Элмет районĕнчи Патраклăри «Çеçпĕл» фольклор халăх ансамблĕ (ертӳçи А.Жуковская);
II степеньлĕ лауреат – Заинск районĕнчи «Палан» фольклор ушкăнĕ (ертӳçи С.Инькова);
III степеньлĕ лауреат – Аксу районĕнчи Кивĕ Тимушкел ялĕнчи «Уяв» халăх ансамблĕ (ертӳçи А.Харитонов).
«Вокал ансамблĕ» номинацире:
I степеньлĕ лауреат – Аксу районĕнчи Саврăшпуç ялĕнчен Максимовсен çемье ансамблĕ;
II степеньлĕ лауреат – Пĕкĕлмери «Мерчен» халăх ансамблĕ (ертӳçи В.Савельев);
III степеньлĕ лауреат – Элмет районĕнчи Клемтелĕнчен «Асамат» вокал ушкăнĕ (Е.Туктамышева);
III степеньлĕ лауреат – Аксу районĕнчи Çĕнĕ Аксуран «Шанчăк» ушкăн (ертӳçи Е.Охотникова).
«Пĕчĕк вокал форми» номинацире:
I степеньлĕ лауреат – Çарăмсан районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмелĕрен Давыдовсен çемйи;
II степеньлĕ лауреат – Нурлатри «Илемпи» квартет (ертӳçи С.Ефимова);
III степеньлĕ лауреат – Чистайри «Нарспи» дуэт (ертӳçи В.Митрофанов).
«Ачасен вокал ансамблĕ» номинацире:
I степеньлĕ лауреат – Теччĕри «Забава» вокалпа эстрада студийĕ (ертӳçи И.Морозкина).
«Уйрăм юрлакансем» номинацире (çулсемпе уйăрнă):
Солистсем (7-рен 12 çула çитнисем):
I степеньлĕ лауреат – Нурлат хулинчен А.Алексеев.
Солистсем (12-рен 17 çула çитнисем):
I степеньлĕ лауреат – Аксу районĕнчи Чăваш Енрусьелĕнчен А.Еремеева;
II степеньлĕ лауреат – Пăва хулинчен О.Попова;
III степеньлĕ лауреат – Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Çĕпрелĕнчен И.Искандерова.
Солистсем (17-рен 35 çула çитнисем):
I степеньлĕ лауреат – Çарăмсан районĕнчен М.Рыбкина;
II степеньлĕ лауреат – Теччĕрен В.Николаева;
III степеньлĕ лауреат – Елабугăри Н.Охотникова.
Гран-при çĕнсе илекенĕ кăçал Теччĕри Ирина Морозкина пулчĕ.
«Дипломант» ята çĕнсе илекенсем çаксем:
Çĕнĕ Шуçăм районĕнчи Чăваш Шупашкарĕнчен «Çĕнĕ Шуçăм» вокал ансамблĕ (ертӳçи Ю.Носкова), Чистайран «Шăпчăк» юрăпа ташă ушкăнĕ (ертӳçи В.Митрофанов), Лениногорскран «Шурă хурăн» халăх ансамблĕ (ертӳçи Г.Садовников), Çарăмсан районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмелĕнчен «Пилеш» халăх ансамблĕ (ертӳçи Т.Давыдова), Камские Полянинчен «Утмăл турат» юрăпа ташă ушкăнĕ (ертӳçи Л.Ухандеева), Хусанти «Салам» фольклор ушкăнĕ (ертӳçи С.Садыкова), Аксу районĕнчен «Сĕнчел мерченĕ» ачасен ансамблĕ (ертӳçи В.Уканеева), Çарăмсан районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмелĕнчен В.Мельниковпа Н.Уламасов, Çĕпрел районĕнчен Е.Самойлова, В.Никифоров, Д.Глухов, Элмет районĕнчен Н.Иванов, Е.Ситриванов, К.Туктамышева, Тукай районĕнчен А.Гаязова, Аксу районĕнчен Е.Охотникова, Лениногорскран А.Леонтьев, Нурлатран С.Совкова тата С.Варламова.
Конкурс вĕçленсен гала-концерт пуçланчĕ. Концерта, паллах, Аксу халăхĕ курма килчĕ. Зал туллиех, «шăпчăксем» валли те вырăн юлмарĕ. Артистсем юрлама пуçличчен каллех район пуçлăхĕпе Тутарстан чăвашĕсен пуçлăхĕ сăмах тухса каларĕç.
Концерта илем кӳмешкĕн «шăпчăксемпе» пĕрле Шупашкартан килнĕ артистсем те кăмăл тунă. Чăваш эстрадин паллă артисчĕсем Петр Ермолаев, Светлана Карсакова тата Алексейпе Андрей Шадриковсем куракансене юрăсемпе савăнтарчĕç.
ТР Культура министерстви çумĕнчи Халăх пултарулăхĕн тата культурăпа çутĕçĕн РНМЦ директорĕ, ТР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Гали Ахатович Габдрахманов та питĕ ăшă сăмахсем каларĕ. Конкурса хутшăнакансене, куракансене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене саламларĕ. Районта чăвашсене сума суса чăваш юррисен конкурсне ирттерсе пысăк уяв тунăшăн район пуçлăхне К.К.Гилманова тав сăмахĕ каларĕ. Çаплах РНМЦ уйрăм заведующине Г.Х.Осиповăна чăваш халăхĕшĕн тăрăшса ĕçленĕшĕн мухтарĕ. «Ĕçре эпир ăна чăваш халăхĕн амăшĕ тесе чĕнетпĕр», – терĕ вăл.
Чăнах та, пирĕншĕн Галиябану Хайртиновна чунне пама хатĕр. Кирек мĕнле мероприяти иртмелле пулсан та, çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлет темелле.
Шупашкартан килнĕ Халăх пултарулăхĕн çурчĕн уйрăм заведующине С.Г.Лаврентьевăна вара Гали Габдрахманов чунтан тухакан сăмахсем каласа ТР Культура министерстви ятĕнчен Хисеп хучĕ пачĕ.
Светлана Григорьевнăсăр «Чăваш шăпчăкĕ» конкурс пĕр çул та иртмест. Вăл финалсене килнипе çеç мар, кашни зонăна çитсе хутшăнакансемпе ăшшăн калаçса, сĕнӳсем пама тăрăшать. Ăна пулах пирĕн республикăри фольклор ушкăнĕсем хăйсене питĕ мăнаçлăн тытаççĕ. Вăл кашни район юрри-ташшине, йăлине, культурине пĕлет. Анчах та районпа район хушшинче мĕнпур енчен тенĕ пек уйрăмлăхсем пур вĕт-ха. Çитменнине тата кашни ансамблĕн, ушкăнăн çыннисене пурне те пĕлет, курсан паллать.
Апрелĕн 27-мĕшĕнче Светлана Григорьевнăн 55 çулхи юбилейĕ пулчĕ. Ăна эпир чун-чĕререн саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, вăй-хăват, тăнăç пурнăç сунатпăр. «Чăваш шăпчăкĕ» конкурса тата Тутарстанра иртекен ытти мероприятисене малашне те хутшăнасса шанатпăр.
Çак конкурса ирттермешкĕн сахал мар çын вăй хунă. Аксу районĕн культура уйрăмĕн заведующийĕ Ришат Рахимзянович Сруртдинов нумай пулмасть кăна ĕçлет пулсан та, ĕçĕ курăнса тăрать. Конкурса ирттерессипе кăна мĕн чухлĕ чупма тивмен-ши унăн? Сценăна илемлетни кăна мĕне тăрать. Çаврăнса тăракан флагшток çине чăваш тĕрриллĕ тăватă ал шăлли çакса хунă. Вĕсем çине тĕрлĕ тĕслĕ çутăсем ярса ал шăллисем çаврăнса тăраççĕ. Питĕ хитре.
Константин Яковлевăн та çак ĕçре тӳпи пысăк. Вăл тăрăшман пулсан, тен, Аксура кун пек уяв пулман та пулĕччĕ? Ăна Аксу çыннисем питĕ пысăк тав сăмахĕ калама тивĕç. Мĕншĕн тесен малашне те «Чăваш шăпчăкĕ» Аксу çĕрĕ çинче иртмелле. Районшăн кун пек мероприятисем иртни питĕ пĕлтерĕшлĕ, паллах.
Жюри пĕлтернĕ тăрăх, малашне конкурса икĕ пая пайламалла: ачасен тата аслисен.
Тата çакна каласа хăвармалла, кăçал конкурса хутшăнакансене пурне те хаклă парнесем – «Чăваш тумĕ» тата «Чувашия. Этнический очерк» кĕнекесем парнелерĕç. Кусем чăнах та хаклă парнесем, вĕсене укçа парса илмешкĕн Тутарстанра ниçта та сутмаççĕ. Вĕсем вара пире ĕмĕрлĕхе савăнтарса тăрĕç.
Тата тепĕр çĕнĕлĕх, малашнехи конкурссенче çамрăк «шăпчăксене» Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕмешкĕн кăмăл тăвакансене çăмăллăхсем пама шантарчĕç.
 
: 996, Хаçат: 18 (852)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: