Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Компьютер ятлă техникăна питĕ «ăслă» япала темелле. Уйрăмах Интернета кĕрсен, таçта та çитме, темĕн те пĕлме, тахăшне те курма пулать. Халĕ çыхăну почти урлă шурă хута варласа çыру çырма та пăрахрăмăр. Компьютерпа вара тахçантанпа курман çынсемпе курнăçма, таçти-таçти пĕр палламан çынсемпе паллашма пулать. Вĕсемпе çыру çӳретсе туслашса каясси те ним мар.
Пĕрре çапла «Одноклассники» сайтĕнчи «Тутарстан чăвашĕсем» ушкăна кĕрсен «Юрист пулăшăвĕ пама пултаратăп» тени куçа курăнса кайрĕ. Интересленсе ун патне «хăнана» кĕтĕм. Вăт савăнăç, хамăр ентешех пулса кайрĕ.
Александр Бикмурзин Аксу районĕнчи Çĕнĕ Тимушкел ялĕнче çуралса ӳснĕ. 1977 çулта Кивĕ Тимушкел вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан вăл колхозра тракторист пулса ĕçлесе хуçалăха çĕклеме пулăшнă. Салтак çулĕ çывхарнă май, çар комиссариачĕ янипе вăл Чистайри ДОСААФ автошкулĕнче шофера вĕренсе машина та çӳретет. Хĕсмете кайса салтак тумĕ тăхăнма та ĕлкĕрет, паллах, Александр. 1981 çулта çартан таврăнсан çамрăк каччă «тĕнчене тухса кайма» шутлать. Тольятти хулине çул тытать. Александр Пайдулович каланă тăрăх, унăн чĕри юрист пулма туртăннă. Çапла чĕре чĕннипе вăл нумай шутласа тăмасăр Тольяттинчи В.Н.Татищев ячĕллĕ университета вĕренме кĕрсе юрист дипломне алла илет. Юрист консультацине уçать.
Паян кун та Александр Пайдулович Самар облаçĕн çыннисене юрист пулăшăвĕ парса ырă ĕç туса пурăнать.
– Александр Пайдулович, мĕнлерех ыйтусем час-час тĕл пулаççĕ сирĕн ĕçĕрте? – кăсăклантăм эпĕ.
– Тĕрлĕ ыйтусемпе ĕçлеме тивет. Сăмахран, еткерлĕхпе питĕ нумай çын тĕрĕслĕх шырама килет, машинăсемпе аварисене лекекенсем те темĕн чухлĕ, организацисенче ĕçлекенсене те чăнлăх шырамашкăн сахал мар вĕрентме тивет, – хуравлать юрист. – Тăрсан-тăрсан эпĕ консультацире тӳлевсĕр кунсем ирттеретĕп. Кун пек çынсене те кăмăллă, компанин ячĕ те ӳсет.
Опытлă юрист консультацире ĕçленипе çеç çырлахмасть-ха, кăнтăрла ĕçре пулсан та, каçпа компьютер урлă çынсене пулăшма тăрăшать. Ытти юристсемпе ăмăртмалла тенĕ пек адвокат кантурĕнче çынсенчен килекен ыйтусене хуравлама пикенет. Ăçтан кăна вăхăчĕ тата вăйĕ çитет?!
«Сувар» хаçат та унпа тачă çыхăнса ĕçлемешкĕн сĕнӳ пачĕ. Вăл, паллах, пĕр иккĕленсе тăмасăр пулăшма пулчĕ.
– Эпĕ таçти-таçти ют халăхсене ним мар пулăшатăп пулсан, мĕнле-ха ентешĕмсене кăмăл тумăп? – терĕ Çĕнĕ Тимушкел çынни.
Александр Пайдулович пурнăçне ыйтусем çине хурав панипе çеç ирттермест, вăл питĕ хитре сăвăсем çырать. Çĕр çинче те аппаланма питĕ юратать те çав, хăй каланă тăрăх, статьясем ĕçрен тата килтен аякка ямаççĕ.
Çапла, чунпа, юнпа вăл ĕçе парăннă. Парăннинчен ытла, Турă ăна çынсене пулăшмашкăн çырнă пулас.
Çынсен пурнăçне лайăхлатас, çăмăллатас ĕçре Александр Пайдуловичăн хĕрĕ те ашшĕнчен юлмасть. Çирĕмри хĕрупраç та юриста вĕренет.
Хисеплĕ вулакансем! Эпир малашне редакцине килекен ыйтусене Александр Бикмурзинпа канашласа май килнĕ таран хурав пама тăрăшăпăр.
 
: 1144, Хаçат: 17 (851)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: