Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЕЛАБУГĂРИ почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсене вăрçă вăхăтĕнчи пек хатĕрленĕ виç кĕтеслĕ салтак конверчĕсене кӳнĕ. Пĕтĕмпе çакăн пек конверта 3140 штук çеç кăларнă. Кашни ветерана фронтри тусĕсене саламлама виçшер конверт валеçеççĕ. «Почта тарифне тӳленĕ» штамплă корреспонденцие вăрçă вăхăтĕнчи пекех Раççейĕн хуть хăш кĕтесне те тӳлевсĕрех яма юрать. Елабуга почта ĕçченĕсем каланă тăрăх, виç кĕтеслĕ конвертсем ветерансемшĕн парнерен те хаклăрах, мĕншĕн тесен вăрçă вăхăтĕнче тăвансем çинчен хыпар кĕтнĕ кунсене аса илтереççĕ. Конвертсене май уйăхĕнче валеçме тытăнаççĕ.
ÇЫРЧАЛЛИ мэрĕ пулнă Ильдар Халиков «Çырчаллине кам юратмасть» ятпа хура список хатĕрлеме хушнă. Мэр çапла майпа хула субботникне тухманнисене намăслантарас тенĕ-тĕр. Çакăн пек утăм тума ăна хăш-пĕр предприяти мероприяти çине алă сулни хистенĕ, вĕсем çынсене те субботника кăларман, техника уйăрма ыйтсан та илтмĕш пулнă. Сăмах май, апрелĕн 17-мĕшĕнче Çырчаллине çӳп-çапран тасатма студентсем, шкул ачисем, предприяти-организа ци ĕçченĕсем пурĕ 70 пин çын тухнă.
АНАТ КАМА çамрăкĕсем те тĕшмĕше ĕненнипе, те урăх сăлтавпа май уйăхĕнче пĕрлешме, тĕрĕсрех каласан ЗАГСра çырăнма тăрăшмаççĕ. ЗАГС ĕçченĕсем каланă тăрăх, май уйăхĕнче пĕрлешекенсен шучĕ хулапа районта кăçал кăна мар, кашни çул тăрук чакать.
ТУТАРСТАНРА. Çуркуннехи призыв кампанийĕ пуçланнăранпа республика çак кунсенче пирвайхи 100 качча салтак ретне ăсатрĕ. Ку йĕкĕтсем Байкал тăрăхĕнче хĕсметре тăрĕç. Апрелĕн 19-мĕшĕнчен тытăнса июлĕн 15-мĕшĕччен Тутарстанăн призывниксене пухакан пунктĕнчен кашни кун 100-150 качча салтак тивĕçне пурнăçлама Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне ăсатаççĕ.
* * *
Республикăра «Нерест-2010» акци пуçланчĕ. Унпа килĕшӳллĕн, кӳлĕ, çырма пуллисене тытма ирĕк пур предпринимательсемп е организацисен апрелĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса июнĕн 15-мĕшĕччен пулă тытма тата сутма юрамасть. Милиционерсем Росрыболовство управленийĕн Тутарстанри уйрăмĕн инспекторĕсемпе пĕрле рейда тухаççĕ. Вĕсем закона пăсса çырмасемпе кӳлĕсенче пулă тытнă, документсăр пулă ăсатнă, тирпейленĕ фактсене палăртĕç. Çаплах ирĕк илмесĕр пулă тирпейлекен, сутакан вырăнсене пĕтерĕç, çул-йĕр автоинспекци посчĕсенче те çак тĕллевпе машинăсене тĕрĕслĕç.
* * *
Республикăра ĕçсĕррисен шучĕ чакать тесе пĕлтерет ТР Ĕç, ĕçлĕх тата социаллă хӳтлĕх министерстви. Хальхи вăхăтра Тутарстанра 67,5 пин çын ĕçсĕр. Юлашки вăхăтра ĕçсĕррисен шучĕ Çырчалли, Хусан хулисенче, Пĕкĕлме, Апас, Алексеевски, Аксу – пурĕ 28 районта – чакнă пулсан, 15-шĕнче – Анат Кама, Çӳлту, Саба, Азнакай, Çарăмсан... ӳснĕ. Районсенчи ĕçпе тивĕçтерекен центрсем шута илнĕ тăрăх, ĕçсĕррисенчен ытларахăшĕ хĕрарăмсем пулни курăнать, вĕсем учетра çулталăк ытла тăраççĕ иккен.
 
: 1058, Хаçат: 17 (851), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: