Хĕвел ăшши куллен вăйлăланса пыни сисĕнет. Юр ирĕлсе кайнă çĕр пичĕ самантрах типсе пырать. Ялсенче çĕр ĕçченĕсем çак пулăма сăнасах тăраççĕ. Мĕншĕн тесен çĕр çинчи ĕçсене вăхăтлă тытăннинчен ял хуçалăх коллективĕсен пуянлăхĕ, тыр-пул еплерех пуласси килет. Çак тапхăра кĕтсе вĕсем хĕлĕпех хатĕрленнĕ-çке, сӳрине, сцепкине, акмалли агрегатсене, техникăсене юсанă. Таврари шăплăха тракторсен ĕçленĕ сасси илтĕнсе хуплать. Пысăк та яваплă ĕç – çур акин пĕрремĕш кунĕсем тытăнчĕç.
Пăва районĕнчи «Вамин-Буа» агрофирмăн «Гигант» уйрăмĕнче те хуçалăхри çĕр ĕçченĕсем ака ĕçне кӳлĕннĕ. Ертӳçĕсем ĕçе тĕрĕс йĕркепе илсе пырасшăн тăрăшаççĕ. Хуçалăхра çийĕнчех 300 гектар çинче нӳрĕлĕхе сыхласа хăварас тĕлĕшпе сӳреленĕ. Çак ĕçе М.Танков, Н.Валитов, Н.Спиридонов, А.Васильев МТЗ12-21 тракторсемпе ĕçе кĕртнĕ. Çав вăхăтрах нумай çул ӳсекен курăксене удобрени кӳртсе апатлантарнă. В.Проворов складра погрузчикпа агрофирмăна кĕрекен виçĕ хуçалăха удобрени тиесе ĕлкĕрсе пырать. Паянхи кун урпа акма тухнă гигантсем. Вăрлăхсене имçамлакансем – В.Чашкина, Л.Хлынова, Н.Носова тата А.Носов механик. Ю.Кузьмин ялан юсавлă техникăпа хире удобрени турттарса тăрать. К-744 тракторпа ĕçлекен А.Филиппова чăн яваплă ĕç шанса параççĕ. Вăл улăп тракторĕ çумне ют çĕршывра тунă «Моррис» акакан агрегат çаклатнă. Шкул пĕтерсенех руль умне ларнă М.Сайфутдинов КАМАЗпа вăрлăх турттарать. Çак пысăк ĕç пĕр çын тăрăшулăхĕнчен кăна килмест, паллах. Аслă çулхисем çамрăксене ĕçĕн майне-шывне вĕрентсе пыраççĕ. Мартăн 30-мĕшĕнче 80 çул тултарнă хуçалăха хăйĕн ĕмĕрĕнчи 80-мĕш акине ăнăçлă ирттерсе яма сунатпăр!