Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ВĔЛЛЕ ХУРЧĔСЕНЕ ПĔТЕРНĔ
Агропромышленность комплексĕсенче наркăмăшлă химикатсемпе питĕ асăрхануллă усă курмалли çинчен аса илтерсех тăраççĕ пулин те хăш-пĕр хуçалăхсенче санитари правилисене пăхăнмаççĕ. Тукай районĕнчи Ирек-Тан ялĕнче шăпах çак сăлтавпа вĕлле хурчĕсем çемйи-çемйипе вилнĕ. Наркăмăш сапасси пирки утарçăсене маларах пĕлтермен-мĕн.
Наркăмăшсемпе асăрханусăр усă курнă тĕслĕхсем ытти районсенче те пур. Тĕслĕхрен, Теччĕ районĕнчи Монастырски ял хутлăхĕн территорийĕнче. Шыв хĕрринчи 120 метр лаптăка хуçалăх сухаласа çĕр улми лартнă та тымар çимĕç калчине наркăмăшпа сапнă. Çумăр хыççăн шыв пулă ĕрчетекен пĕвене юхса пулăсене вĕлернĕ.
Агрыз, Заинск, Кукмор, Мензеле, Тукай районĕсенче тĕрĕслев ирттернĕ вăхăтра пĕчĕк авиаципе наркăмăшлă химикатсем сапас ĕçре йĕркене пăснă 20 тĕслĕхе шута илнĕ.
ЧИЕНЕ КАСМА АН ВАСКĂР
Кăçал улма-çырла йывăççисемпе тĕмĕсене касма васкамалла мар тесе асăрхаттараççĕ Тутарстан ученăй-селекционерĕ сем, мĕншĕн тесен турат çинче çеçке папкисем сахал пулни йывăç тĕпĕпех шăннине пĕлтермест-мĕн. Хĕлле çамрăк йывăçсен папкисене кăна сивĕ тивме пултарнă, çавăнпа вĕсем кăçал çеçке çурмасан та тепĕр çул чечеке ларас шанăç пур. Специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ хĕлле пуринчен ытла слива, чие, абрикос, груша йывăççисем сиенленнĕ. Çаплах кĕркунне лартнă улма-çырла хунавĕсен тымарĕсем сивве чăтайман. Çĕр çырлинчен те тухăç нумай кĕтме сĕнмеççĕ: декабрь уйăхĕнчи юрсăр хĕл сиввисене пула çырла тĕмĕсем нумай пĕтнĕ.
СЫСНА ВИЛЛИСЕНЕ КӲРШЕ ĂСАТНĂ
ТР Экологипе çут çанталăк ресурсĕсен министерствин çак кунсенче иртнĕ ларăвĕнче Элкел районĕнчи пĕр хуçалăх çĕр-çĕр сысна виллине пытарма хăтланнă факта уçăмлатнă. «Заман» коллективлă фермер хуçалăхĕн пĕр комплексĕнче хĕлле пушар тухсан сĕрĕмпе харăсах 1496 сысна вилнĕ. Хуçалăхăн ертӳçисем инкекĕн йĕрне çухатас тесе-ши, сысна виллисене машина çине тиесе Спас районĕнчи пĕр тарăн тип çырмана кайса пăрахнă. Анчах çакна çийĕнчех асăрханă Спас районĕн ветеринарĕсен выльăхсем ерекен хăрушă чирпе чирлемен-ши текен шухăш çуралнă. Унсăрăн мĕншĕн çавăн чухлĕ сысна виллине ют района килсе пăрахмалла? Тĕпчеве кĕçех Элкел ветеринарĕсем, икĕ районăн прокуратура ĕçченĕсем те хутшăннă. Телее, выльăхсем чăнах та сĕрĕмпе вилнине палăртнă. Çакăн хыççăн Элкел район ертӳçисене сысна виллисене санитари правилисене пăхăнса пытарма хушнă.
 
: 1011, Хаçат: 17 (851), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: