Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (04.06.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 20 - 22 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Юлашки çулсенче ватти-вĕтти, çамрăкки, пурте тенĕ пек чиркĕве çӳреççĕ. Ку питĕ сăваплă. Çапах та çамрăксенчен нумайăшĕ: «Хĕрес çакмасăр чиркĕве çӳреме юрать-и?» – тесе сахал мар ыйтнине илтнĕ.
Чиркӳ хĕрессĕр пулман пекех, чиркĕве кĕлле çӳрекенĕн те хĕрес çакмаллах... Ăна хывмасăр çӳремелле.
Пачăшкă хĕресе кĕлтуса тасатнă чухне ятарласа икĕ кĕлĕ вулать. Çав кĕлĕсенче вăл Турра тархаслать: Турăран хĕресе Çӳлти вăй-хăват кĕртме ыйтать. Хĕрес этемĕн чунне çеç мар, унăн ӳтне те пур тĕрлĕ тăшмансенчен: юмăçсенчен, тухатмăшсенчен, усал сывлăшĕнчен хăтарса, сыхласа тăтăрччĕ тесе йăлăнать. Хĕресĕн вăйĕ калама çук пысăк. Тĕне кĕнĕ этемĕн чиркĕве çеç хĕреспе çӳремелле мар, ăна унăн нихăçан та ниçта та хывмалла мар; мунчара та, тухтăр патĕнче те хĕресе хывса хурасран хытă асăрханмалла.
Хăш-хăш çынсем ку енĕпе питĕ асăрхануллă пулаççĕ. Пĕр çын хăйĕн хĕресĕн çиппине мăйран тухмалла мар туса тĕвĕлесе лартнă: «Шыва кĕнĕ чух эпĕ час-часах чăматăп, чăмнă вăхăтра хĕрес вĕçерĕнсе юласран хăратăп», – тетчĕ вăл.
Пĕр этем ĕмĕр тăршшĕпех хĕресне хывмасăр, нимĕнле инкек тӳсмесĕр пурăннă. Пĕррехинче вăл мунчана кайнă та хĕресне хывса çакнă. Çав мунчарах вăл супăнь катăкĕ çине пусса шуса кайнă та пуçĕпе урайне çапăнмаллах ӳкнĕ. Пуç мимийĕ чĕтреничченех суранланнă. Мухтав Турра, ăна ӳкĕнсе пурăнмашкăн вăхăт панă...
Кам çинче хĕрес пур – ун патне усал сывлăш пыма хăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ Пасха стихирĕнче: «Хĕрес – тĕнче сыхлакан, хĕрес – чиркӳ илемĕ, Ангелсен мухтавĕ, шуйттансен суранĕ», – тенĕ. Хĕрес яланах сумра пулмалла. Каçхи кĕлĕре, çывăрма выртас умĕн, эпир кунсеренех: «Турă тăтăр, Унăн тăшманĕсем саланччăр», – тетпĕр. Çапла эпир сăхсăхса, хĕресе чуп туса вырăн çине выртма вăхăт çитнĕ чух, çывăрас умĕн калатпăр. Ирхине тăрсассăн та: «Ашшĕийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн ячĕпе. Аминь», – тесе хамăр пурăнакан вырăнăн тăватă енне те çаврăна-çаврăна сăхсăхмалла. Килтен тухнă чухне те, хамăр пыракан çул-йĕре те хĕрес палли хурса тасатсах тăмалла.
Эпир ĕмĕр тăршшĕпех хĕреспе пурăнатпăр та ăна хывмасăрах вилетпĕр. Вилсессĕн те ура вĕçне хĕрес лартаççĕ. Чĕрĕлсе тăнă чухне те, ыттисем пекех чĕрĕлсе, хĕрес патне тухатпăр.
 
: 3812, Хаçат: 14 (848), Категори: Ĕненӳ

Комментарисем:

Евгений Михайлович (2015-06-29 21:39:32):
Ку вăл тĕрĕсех мар.Хĕреслисене те шуйтансем илĕнеç,усал çынсем те хĕрес çакса çÿреç.Шуйтан хăрать Турă Сăмахне çын шаннине,Турă çине шаннине.Пирĕнь шанчăкран хăрать.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: