Çул çинчи транспорт инкекне лексен страхлакан компанирен тӳлеве хăвăртрах илес тесен:
1. Çул çинчи транспорт инкекне лекнине ĕнентерекен документсене алла илес тесен страхлакан компанирен 11 формăллă запроса ПАИне почтăпа ямалла мар (пĕр уйăх вăхăт иртет), хăвăрăн кайса памалла.
2. Инкекĕн калăпăшне палăртакан эксперта шанмастăр пулсан, ун патĕнче экспертиза ан иртĕр, вăхăта та вăраха ан тăсăр, никама пăхăнман тепĕр экспертизăпа калаçса татăлăр та страхлакана хăвăрăн экспертизăна хутшăнма чĕнсе телеграмма ярăр. Хут çине çырса çапла майпа чĕнсен страхлакан сирĕн экспертиза пĕтĕмлетĕвне (унăн специалисчĕ тĕрĕслеве хутшăнмасан та) хирĕçлеймест.
3. Инкеке çирĕплетекен документсене йышăнакан сотрудникăн хушаматне, ячĕпе ашшĕ ятне тата страхлакан компание хăçан килнине хут çине çырăр. Кун пек документсем çухалсан та камран шырамаллине пĕлетĕр. Документсен копине туса юлма манмалла мар.
4. Инкекре айăплă çыннăн хушамачĕпе ятне, ашшĕ ятне тата телефонне çырса юлăр. Енчен те страхлакан компанин ун патне ыйтусем пулсан, эсир вăл çынпа хăвăрт çыхăнма пултаратăр.
5. Кунсене лайăх шутлăр. Инкек çинчен документсене панă юлашки кунран 15 ĕç кунĕ (шăматкунпа вырсарникунсем, уяв кунĕсем шутланмаççĕ) иртсен страхлакан сире укçа тӳлемелле е тӳлеме килĕшменнине хут çине çырса пĕлтермелле. Енчен те страхлакан сире тӳлеме шантарать пулсан та тӳлевĕн ксерокопине илсе реквизитсене тĕрĕслĕр. Йăлтах йĕркеллĕ пулсан банка кайăр.
6. Страхлакан компанипе килĕшĕвĕн 3-мĕш пунктĕнче сирĕн тӳлевпе ĕçлекен специалистăн хушаматне палăртнă. Енчен те ăна кашни кун шăнкăравласа хăвăр çинчен аса илтеретĕр-тĕк, вăл сиртен часрах тасалас тесе хăвăртрах ĕçлеме тăрăшĕ.