Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстан Республикин çĕнĕ Президенчĕ Рустам Минниханов вырсарникун та канмасть. Апрелĕн 4-мĕшĕнче вăл Хусанти социаллă ипотекăпа хăпартакан объектсене пăхса çӳрерĕ. Чи малтан Рустам Нургалиевич Габишев урамĕнчи стройкăна çитрĕ. Ăна кунта Хусан мэрĕ Ильсур Метшин, Патшалăх çурт-йĕр фончĕн ĕç тăвакан директорĕ Талгат Абдуллин, ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министрĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан – «Татинвестгражданпро ект» ПУПăн генеральнăй директорĕ Ирек Файзуллин, ТР финанс министрĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан – ТР Казначейство департаменчĕн директорĕ Марат Файзрахманов тата ыттисем кĕтсе илчĕç.
Президента ĕç-пуç мĕнле пыни, мĕнле çивĕч ыйтусем пурри, объектсене еплерех финанслани пирки каласа пачĕç. Габишев урамĕнче кăçал социаллă ипотека программипе тăватă нумай хваттерлĕ çурт тума палăртнă, халĕ никĕс хурас ĕçсем пыраççĕ. Президент çавăн пекех Минская, Фучик, Глушко, Магистральная, 2-я Азинская, Павлов тата Шатурская урамĕсенчи çуртсемпе те паллашрĕ.
Пĕр кун маларах Р.Н.Минниханов Правительство çуртĕнче çурт-йĕр тăвас тата тĕп юсав ыйтăвĕсемпе видеоконференци ирттерчĕ. ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан М.Хуснуллин каланă тăрăх, апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 463 пин тăваткал метр (çулталăк планĕн 23 проценчĕ) тунă. Конференцире 2005 çулăн мартăн 1-мĕшĕччен черете тăнă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене хваттерпе тивĕçтерес ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрчĕç. ТР ĕç, ĕçлĕх тата социаллă хӳтлĕх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А.Шафигуллин сăмахĕсемпе иртнĕ эрнере пурăнмалли условисене 27 ветеран лайăхлатнă, 31 çын – çак эрнере. 857 ветеранран 472-шĕ социаллă ипотека программипе хута яракан çуртсенче хваттер илнĕ, вĕсем çĕнĕ çĕре пурăнма та куçнă ĕнтĕ.
Айрат Шафигуллин каланă тăрăх, 78 ветерана майăн 1-мĕшĕччен хваттерпе тивĕçтерес енĕпе йывăрлăхсем пур. Мартăн 11-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 2-мĕшĕччен кăна пурăнмалли вырăн условийĕсене лайăхлатас текен ветерансен реестрне 195 çын хушăннă. Çурт-йĕр илме черете 2005 çулхи мартăн 1-мĕшĕ хыççăн тăнă ветерансен списокĕнче пурĕ 7190 çын. Вĕсенчен 3 пин ытла çынна 2010 çулта хваттер памалла.
ТР Президенчĕ Рустам Минниханов ветерансене хваттерпе тивĕçтернисĕр пуçне вĕсене çĕнĕ çĕре пурăнма куçмашкăн та пулăшмаллине каларĕ, çакна чаплă лару-тăрура ирттерме хушрĕ. Кашни ветеранпах уйрăммăн ĕçлеме ыйтрĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене хваттерпе тивĕçтерессине Раççей Федерацийĕ çирĕп тĕрĕслесе тăрать, çавăнпа та кашни районăнах эрнесерен тивĕçтерӳ мониторингне йĕркелесе тăмалла. Аслă Çĕнтерӳ кунĕ çитесси те пĕр уйăх кăна юлчĕ, çавăнпа та кашни сехет, минут хаклă халь.
 

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: