Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

АКСУ районĕнчи ваттисемпе инвалидсен çурчĕн ертӳçисем «Татмелиораци» УАОран пулăшу ыйтсан мелиораторсем çийĕнчех укçа уйăрнă. Сăмах май, «Татмелиораци» УАОн генеральнăй директорне А.Залакова нумай çул тăрăшуллă ĕçлесе тунă пысăк çитĕнӳсемшĕн, инвалидсемпе ваттисене, тăлăхсене тăтăшах ыр кăмăллăх пулăшăвĕ панăшăн РФ Президенчĕ Д.Медведев Тав çырăвĕ янă.
АНАТ КАМА. Камские Поляны поселокĕнчи больницăна тĕпрен юсасан пушă юлакан пӳлĕмсене социаллă ипотекăпа çынсене пурăнма парасшăн. Çапла пĕлтернĕ Анат Кама районĕнче иртнĕ ларура. Унта ТР Президенчĕ Р. Минниханов хăй хутшăннă. Ку больницăра ĕçлекен 40 тухтăр (пурте тенĕ пекех çамрăк) поселокра пурăнакан 15 пин, таврари ялсенчи 18 пин çынна пулăшу парать. Больница вара виçĕ корпусра вырнаçнипе ăна тытса тăрасси самай тăкаклăрах. Çавăнпа икĕ корпуса пĕрлештерсе больницăна пысăклатасшăн. Пушă юлнă корпуса вара Патшалăх çурт-йĕр фондне парасшăн. «Пушă лаптăка çынсене яланлăхах паратăр, фонд юсав хакне кăна хушать. Поселокри бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсене пурăнма вырăн кирлĕ, çавăнпа пушаннă корпуспа муниципалитет влаçĕн пуймалла мар», – тенĕ Президент.
ЗАИНСК районĕнче «Ялăн социаллă аталанăвĕ» программа ăнăçлă ĕçлет. Унăн тĕллевĕ – ял çыннисен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатасси. 2006-2009 çулсенче çак программăна пурĕ 76 çамрăк çемье, 15 граждан хутшăннă. Пĕтĕмĕшле субсидин сумми 60,5 миллион тенкĕ. Çак укçапа пурĕ 73 çурт лартнă, тепĕр 6-шĕн строительстви пырать. Нумай пулмасть патшалăх программине тепĕр 10 çын хутшăнса (ялсенчи шкулсенче ĕçлекен учительсем, агрофирмăсен ĕçченĕсем тата ветеринари специалисчĕ) сертификатсем илнĕ. Районти тепĕр 32 çын çапла майпа пурăнмалли условисене лайăхлатма заявка панă.
ÇЫРЧАЛЛИ. Апрель уйăхĕн 5-мĕшĕнче «Цунами» кану комплексĕнче пушар тухнă. Телее, никам та суранланман, вилмен, мĕншĕн тесен комплекса юсава хупнипе вăл вăхăтра унта никам та пулман. МЧС сотрудникĕсем пĕлтернĕ тăрăх, пушарăн сăлтавĕ – сварка ĕçĕсем пынă вăхăтра пушар хăрушсăрлăхне пăхăнманни.
ХУСАН гарнизонĕн Çар прокуратури пĕлтернĕ тăрăх, Тутарстанра консультаци паракан икĕ пункт уçнă. Вĕсенчен пĕри – çар комиссариатĕнче (Хусан, Аэропортовски урамĕ, 1-мĕш çурт. Телефонсем: 272-17-51, 272-13-92), иккĕмĕшĕ Хусан гарнизонĕнчи Çар прокуратуринче (Хусан, Дзержински урамĕ, 17-мĕш çурт. Телефон: 264-23-51). Унта кирек кам та ирхине 9 сехетрен пуçласа каçхине 18 сехетчен призыв, çар хĕсметне иртесси, призыв комиссийĕ мĕнле ĕçлени, çар комиссариачĕсен ĕçченĕсемпе должноçри ытти çынсем закона пăсни пирки шăнкăравласа пĕлтерме, ыйтса пĕлме пултараççĕ.
ТУТАРСТАНРА токсикологи мониторингĕ пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрнере республикăра 64 çын наркăмăшланнă, вĕсенчен 29-шĕ суррогатлă эрехпе, 5-шĕ наркотикпа, 18-шĕ эмелсемпе, 12-шĕ ытти япаласемпе. Шел те, 13 çын вилнĕ.
 
: 1077, Хаçат: 15 (849), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: