Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстан Республикин Сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăра пурăнакансенчен çурри чĕре чирĕсемпе аптрать. Раççейĕпе илсен те, чирлесе вилнисенчен чĕре чирĕпе вилекенсем «малти вырăна» йышăнаççĕ. Паллах, чир организмра тымар яриччен, сывлăха аркатакан вăйне хута яриччен тупса палăртни, тĕрĕс диагноз лартса çийĕнчех профилактика ĕçĕсене кӳлĕнни питĕ лайăх. Пуçланнă чире аталанма чарнисĕр пуçне енчĕкри укçана та перекетлеме май парать, тухтăрсем суммине те шутласа палăртнă – сахалтан 1998 тенкĕ.
Анчах халăх тахçанах хăнăхнă ЭКГ меслечĕпе усă курни пур чухне те тĕрĕс палăртаймасть иккен чире. Тĕслĕхрен, вунă çынна тĕрĕслесен тăваттăшне чăнах та диагноз лартса мĕнлерех сипленмеллине ăнлантарса парĕç, анчах тепĕр улттăшне чăннипе чирлĕ çынна сывă тесе кăларса ярĕç. Тухтăрсене айăпламалла мар, прибор мĕн кăтартать – çавна калаççĕ вĕсем. Кунта ЭКГ тин кăна пуçланма «шухăшлакан» чире туйса илейменни пирки сăмах пырать. Çĕнĕ, «туйăмлăрах» приборсем шутласа кăларман-и? Паллах, пур кун пек прибор, пилĕк çул унпа усă кураççĕ. «Кардиовизор-06С» ятлă вăл. Ăна авиаци двигателĕсем юсавлă пулнине тĕрĕслеме шутласа кăларнă. Пурăна-киле прибор медицинăра та хăйĕн вырăнне çĕнсе илнĕ. Чĕрене экспресс-диагностика тума «Кардиовизортан» тĕрĕсрех кăтартакан прибор çук-ха паянхи куна. Чăн та унăн чапĕ хальлĕхе çав тери аякка сарăлма ĕлкĕреймен, çавăнпа ун çинчен пĕлекенсем нумаях мар курăнать. «Кардиовизорпа» тĕрĕсленме вара питĕ ансат. Пациент лăпкăн пукан çинче ларать, унăн урисемпе аллисене пластинăсем çирĕплетеççĕ. Вĕсенчен пыракан кардиосигналсене прибор экранĕ çинче курма пулать, чĕре сăнӳкерчĕкĕ те экран çине тухать. Прибор хăех пĕтĕмлетӳсем тăвать, диагноз лартать. Çак процедура виçĕ-тăватă минутран ытла тăсăлмасть.
Паллă кардиохирург Лео Бокерия ертсе пыракан Раççейĕн обществăлла организацийĕ «Наци сывлăхĕн лиги», сывă пурнăç йĕркине йăлана кĕртессипе тăрăшакан Обществăлла палата комиссийĕ, «Диод» экологиллĕ техникăпа экопитани кăларакан завод чĕре чирĕсене тахçан малтан тупса палăртассипе Раççей регионĕсенче «Хăвăн чĕрӳне тĕрĕсле» акци пуçарнă. Çак пысăк ĕçе йĕркелекенсене вырăнти влаçсем те çине тăрсах пулăшаççĕ, Тутарстан Республикин Сывлăх сыхлав министерстви те акă, хапăлласах акцие хутшăннă. Хусанти пилĕк поликлиникăра çынсем ĕç вăхăтĕнче хăйсен чĕрине тӳлевсĕрех тĕрĕслеме пултараççĕ, паспорт тата медицина полисне илме манмалла мар.
Акци çитес тунтикун, августăн 13-мĕшĕнче пуçланать те сентябрĕн 14-мĕшĕччен тăсăлать. Черетре тахçанччен ларас мар тесен малтанах 238-15-43 телефонпа шăнкăравласа çырăнма май пур, çак телефонпах акципе çыхăннă ыйтусене пама пулать.
Кардиоскрининг ирттерекен поликлиникăсен адресĕсем:
«8№ хула поликлиники» (Дербышки пос., Правда ур., 13 а çурт)
«11№ хула поликлиники» (Восстани ур., 50)
«18№ хула поликлиники» (Карбышев ур., 12)
«17№ хула поликлиники» (Гладилов ур., 28)
«7№ хула поликлиники» (Чуйков ур., 54).
 
: 1171, Хаçат: 32 (710)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: