ТӲЛЕС КИЛМЕСЕН — ĔЛКĔРМЕЛЛЕ
Йĕркене пăхăнса регистрацилемен транспортпа çӳренĕшĕн тата вăхăтра техника тĕрĕслевĕ тухманшăн штраф суммине ӳстерессипе çыхăннă закон проектне РФ Патшалăх Думи иккĕмĕш вулавра йышăннă.
Çапла вара малашне машинăна вăхăтра учета тăратманшăн штраф сумми 300-800 тенкĕ (халĕ 100), техника тĕрĕслевне иртменшĕн 500-800 тенкĕ (халĕ 200) пулать.
МĔНЛЕ РЕГИСТРАЦИЛЕМЕЛЛЕ?
Транспорт хатĕрне регистрацилеме Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх автоинспекцийĕн вырăнти подразделенине уйрăм çыннăн çак документсемпе килмелле:
1. Транспорт хатĕрĕн паспорчĕ, ксерокопипе пĕрле.
2. Харпăрлăха çирĕплетекен справка-счет е ытти документ.
3. Транзитлă регистраци знакĕсем (пур-тăк).
4. Регистрацишĕн тӳленин квитанцийĕ («Ак Барс» банкăн кирек мĕнле уйрăмĕ урлă та тӳлеме юрать).
5. Гражданла яваплăха страхлакан полис (ОСАГО), ксерокопипе пĕрле.
7. ИНН.
8. Эксперт тĕрĕслевĕн справки.
9. Гражданинăн паспорчĕ.
Р.S. Енчен те тиевлĕ машинăна, 350 килограмран ытла таякан прицепа, автобуса, тулли приводлă техника хатĕрне е хамăр çĕршывра кăларнă йывăр мотоцикла регистрацилемелле-т ĕк, малтан районти çар комиссариатне каймалла, унта та техника хатĕрне регистрацилесе пичет лартаççĕ.
![]() |