Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТР шалти ĕçсен министрĕ А.Сафаров Раççей ШĔМĕн Хусанти юридици институчĕн курсанчĕсемпе куçа-куçăн тĕл пуласси – хăнăхнă йăла. Çапла майпа министр хăйĕн ведомствине пултаруллă кадрсене илĕртме тăрăшать иккен. А.Сафаров сăмахĕсем тăрăх, пулас сотрудниксене мĕнле ыйтусем интереслентернине ертӳçĕсен пĕлмеллех, унсăрăн çамрăк специалистсемпе ĕçе тĕрĕс йĕркелеме çук.
Кăçалхи тĕлпулу ытти çултисенчен уйрăлса тăни каламасăрах паллă – Раççей ШĔМĕнче реформа. Паллах, çак ыйту курсантсене пуринчен ытла хумхантарать. ТР ШĔМĕнче те сисĕнмеллех улшăнусем пуласси иккĕленӳллĕ мар. Енчен те Раççей ШĔМ штатĕнче 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ 1 миллион та 96 пин те 413 çын тăнă-тăк, вĕсенчен 250 пинне кĕскетме тивет. Министерствăн тĕп аппарачĕн штатне те çуррине чакарма йышăннă. Çапах та ку милиционерсене ĕçсĕр хăвараççĕ тенине пĕлтермест. Чи малтан пушă вакансисене пĕтереççĕ тата çул çитнипе, сывлăха пула тивĕçлĕ канăва каякансем те сахал мар. Министр каланă тăрăх, реорганизацин лайăх енĕ те пур: пĕрремĕшĕнчен, штата кĕскетни сотрудниксен ĕç укçине ӳстерме май парать. Ĕç укçи тивĕçлĕ-тĕк (хальхи вăхăтра милиционерăн вăтам ĕç укçи 11 пин тенкĕ çеç), сотрудниксен хушшинче коррупци чакать. Иккĕмĕшĕнчен, малашне шалти ĕçсен пайне тивĕçлисене кăна ĕçе илеççĕ. Пысăк конкурс милиционер ĕçĕн сумне ӳстерет. Виççĕмĕшĕнчен, сотрудниксен социаллă хӳтлĕх шайне лайăхлатать, уйрăмах пурăнмалли çурт-йĕр, пенси ыйтăвĕсене татса пама пулăшать. Сăмах та çук, ĕç укçине ӳстереççĕ пулсан сотрудникăн та темиçе хут лайăхрах, пултаруллăрах ĕçлеме тивет.
Çапах та министр курсантсене лăплантарма тăрăшрĕ: «Ĕçсĕр юласран ан хăрăр, сирĕн валли ĕç вырăнĕсем хăварнă. Пире ăслă-тăнлисем кирлĕ», – терĕ. Тĕлпулура курсантсене Тутарстан милицийĕн ĕçĕ пирки кăтартнă фильм тăрăх хаклас пулсан, республикăри вăтам милиционер çапларах: вăл 32 çулта, шалти ĕçсен уйрăмĕнче 10 çул ĕçлет, кашни виççĕмĕшĕн юридици пĕлĕвĕ пур. Сăмах май, республикăри чи лайăх аслă шкулсен шутĕнчи Хусанти юридици институчĕ уçăлнăранпа 7000 ытла специалист вĕренсе тухнă, вĕсенчен чылайăшĕ шалти ĕçсен уйрăмĕн ертӳçисем пулса ĕçлеççĕ.

: 1209, Хаçат: 13 (847), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:

► URL:
► E-mail: