«КАМАЗ» УАО тата «GNH Global NV» компани, «FIAT Groupа» кĕрекенскерсем, Çырчаллинче ял хуçалăх тата строительнăй техникăсем туса кăларассипе пĕрлехи предприяти уçаççĕ.
Чаплă мешехе Луганăри «GNH International» компанин тĕп офисĕнче иртнĕ. Килĕшӳ айне «КАМАЗ» УАО генеральнăй директорĕ Сергей Когогин, «GNH International» компанин генеральнăй директорĕ Франко Фузиньяни тата «GNH-KAMAZ Industry LLC» генеральнăй директорĕ Тимур Нурахметов алă пуснă.
Производство техники чи малтан хамăр çĕршывра усă курмашкăн сутăнĕ, унтан вара тин ытти çĕрсене ăсатăнĕ.
Палăртса хунă пуçламăш инвестици 70 миллион доллар çулталăкне 4000 таран техника туса кăларма çитет. Çав шута тĕрлĕ тĕслĕ комбайнсемпе икĕ тĕрлĕ вăйлă моторлă трактор тата строительнăй техника кĕрет.
Ял хуçалăх тата строительнăй техникăна апрелĕн 1-мĕшĕнчен тума пуçлаççĕ. «New Holland Construction» экскаваторла тиев машинисене кăларассине çулталăк вĕçĕнче çеç хута ярасшăн-ха.
– Пĕрлĕхлĕ предприяти туса эпир Раççей рынокĕнче позицие çирĕплетме ăнтăлатпăр. Хутшăнса ĕçлесе тата çĕнĕ технологисене пула тухăçлăх ӳссе пырасса шанатпăр. Ку Раççей экономикине аталантарма май парать, паллах, – тенĕ Франко Фузиньяни.