Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

КУЛИЧ
1-мĕш рецепт.
Кирлĕ: çăнăх, 1,5 л сĕт, 150 г çĕпре, 1 кг сахăр песокĕ, 0,5 кг маргарин, кăшт тăвар, 300 г иçĕм çырли, 8-10 çăмарта, 0,5 л хăйма, 4-5 пакетик ванилин, 100 мл тип çу, 70 мл шурă эрех.
Ăшă сĕте, çĕпрене, çăнăха, тăвара, кăштах сахăр песокне пĕрлештерсе чуста çăрмалла та ăна хăпармашкăн ăшă çĕре лартмалла. Чуста малтанхинчен 2-3 хут хăпарсан уйрăммăн лăканă çăмартапа сахăр песокĕ, ирĕлтерсе хăймапа пĕрлештернĕ маргарин, шурă эрех (е сăмакун), иçĕм çырли, ванилин, юлнă çăнăха хушса лайăх çăрмалла. Татах 4-5 сехете хăпарма ăшă çĕре лартмалла. Формăсен тĕпне пергамент хут сармалла, услам çупа сĕрмелле. Чустана формăсем ăшне 1/3 пайĕ чухлĕ хурса тухмалла, таса алшăллипе витсе 30-40 минут лартмалла, духовкăра пĕçермелле. Тин кăна холодильникрен кăларнă 2 çăмарта шуррине 2 стакан сахăр пудрипе лăкамалла. Çак хутăшпа куличсене сивĕнсен сĕрмелле, çиелтен илемлетмелле.
2-мĕш рецепт.
Кирлĕ: 1 кг çăнăх, 2 кашăк услам çу, 1 стакан сахăр песокĕ, 2 стакан сĕт, 5 çăмарта, 3 кишĕр, 25 г çĕпре, тăвар.
Кишĕре çуса шуратмалла, тураса кастрюле хумалла, кăшт шыв хушса пĕçермелле. Пиçнĕ кишĕре ала витĕр пусса кăлармалла, çăмарта, çу, сĕт, çăнăх, шывра ирĕлтернĕ çĕпре, тăвар, сахăр песокĕ хушса чуста çăрмалла. Кăмăл пулсан иçĕм çырли, цукат, кокос хăрпăкĕ (стружка) хушма юрать. Чустана ятарлă формăсем çине çурри таран хурса тухмалла, хăпарса çитсен духовкăра пĕçермелле. Сивĕнсен илемлетмелле.
3-мĕш рецепт.
Кирлĕ: 2 стакан çăнăх, çур стакан сахăр песокĕ, 3 кашăк маргарин, 4 çăмарта, 20 г çĕпре, çур стакан сĕт, çур стакан иçĕм çырли, тăвар, ванилин; сироп валли – çур стакан сахăр песокĕ, 2 кашăк пылак эрех (вино), 1/4 стакан шыв; помадка валли – ирĕлтернĕ шоколад.
Çăнăхран, сĕтрен тата çĕпререн чуста çăрса ăшă çĕре хăпарма лартмалла. 4 сехетрен çăмартана, сахăр песокне, тăвара пĕрлештерсе 35°С таран ăшăтмалла, чустапа хутăштармалла, юлнă çăнăха хушса лайăх çăрмалла. Юлашкинчен çу, лайăх çуса типĕтнĕ иçĕм çырли хушмалла, сехет çурă ăшăра тытмалла. Унтан тепĕр хут çăрса ятарлă форма çине хумалла, хăпарсан духовкăра пĕçермелле. Сивĕнсен кулича формăран кăлармалла та пуçхĕрлĕ çавăрса хумалла, сироп сапа-сапа нӳрлентермелле. Çиелтен шоколад глазурĕпе витмелле, улма-çырлапа, мăйăрпа илемлетмелле.
МĂНКУН
1-мĕш рецепт.
Кирлĕ: 1,2 кг тăпăрч, 1 стакан сахăр песокĕ, 4 çăмарта, 200 г услам çу, 200 г фисташки е арахис, 4 стакан хăйма, ваниль сахăрĕ.
Тăпăрча ала витĕр пусса кăлармалла, сахăр песокĕ тата ванилин хушса лайăх хутăштармалла. Çăмарта, услам çу, вĕтетнĕ мăйăр, хăйма хушса хутăша тепĕр хут лайăх пăтраштармалла, унтан нӳрĕ марля сарнă форма çине хурса çиелтен йывăр япалапа пусарса сивĕ çĕре пĕр талăка лартмалла.
2-мĕш рецепт.
Кирлĕ: 1 кг тăпăрч, 5 çăмарта сарри, 200 г услам çу, 250 мл хăйма, 300 г сахăр песокĕ, 100 г миндаль, 100 г иçĕм çырли, ванилин.
Çăмарта саррине сахăр песокĕ хушса шураличчен лăкамалла, унтан хăйма хушса плита çине лартса песок ирĕличчен тытмалла, анчах вĕреме кĕртмелле мар. Миндале вĕри шыва чиксе кăлармалла та хуппинчен тасатмалла, типĕтсе вĕтетмелле. Тăпăрча ала витĕр пусса кăлармалла, иçĕм çырлине çуса типĕтмелле.
Вĕри çăмарта саррипе хăйма хутăшĕ çине çу, тăпăрч, миндаль, иçĕм çырли, вĕри шывпа хутăштарнă ванилин хушмалла, пăтраштарса пир татки сарнă дуршлаг çине хумалла. Çиелтен кăшт пусарса хумалла, холодильнике 6-8 сехете лартмалла. Хутăш çине теркăпа хырнă шоколад е какао порошокĕ те хушма юрать.
 
: 1096, Хаçат: 12 (846), Категори: Тĕпелте

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: