Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕпрел районĕнчи Матак ялĕн Культура çуртĕнче Тăван çĕршыва хӳтĕлекенсен кунне халалласа «Айтăр-ха, йĕкĕтсем!» Мартăн 8-мĕшĕ тĕлне «Айтăр-ха, хĕрсем!» конкурссем ирттерме тытăннăранпа 30 çул. Кашни çул çак вăхăта Чăваш Ишлĕ, Матак ялĕсен халăхĕ чăтăмсăррăн кĕтет. Паллах, улшăнакан самана конкурса та çĕнĕлĕх кĕртрĕ. Калăпăр, вăл малтан пĕр шкултах аслă классенче вĕренекен икĕ ял ачисен хушшинче иртетчĕ пулсан, халĕ ачасен шучĕ чакнипе класпа класс кăна тупăшать. Улшăнусене пăхмасăр конкурссем çулталăкри чи асра юлакан мероприятисем пулма пăрахмаççĕ.
Мартăн 6-мĕшĕнче иртнĕ «Айтăр-ха, хĕрсем!» конкурсăн яланхи ертӳçи, Матак вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ М.Ермолаева кăçал та командăсен пултарулăхĕпе çаврăнăçне интереслĕ конкурссемпе вăйăсем ирттерсе тĕрĕслерĕ. Çав вăхăтрах куракансене те лăпкăн ларма памарĕ, вĕсем те хăйсен командине пулăшма тăрăшрĕç. Темиçе сехете тăсăлнă конкурсра çĕнтерес тесен хĕрсен пур енчен те маттур пулмаллаччĕ: апат-çимĕç хатĕрлеме, чуста çăрса лапша касма, ыйтусене хăвăрт та тĕрĕс хуравлама, çăвара канфет тултарма, сценкăра, пародире пултарулăха кăтартма... Тупăшура «Чатри хĕрсем», «Чемпионкăсем» командăсем çав тери маттур пулчĕç пулин те пĕтĕмлетӳсем тăрăх, иккĕмĕшĕ çĕнтерчĕ.
Ку конкурс хыççăн тепĕр кунах Культура çурчĕ каллех халăха йыхăрчĕ. Культура çурчĕн директорĕпе Е.Унькинăпа илемлĕх ертӳçи А.Федотова аннесен хушшинче «Айтăр-ха, аннесем!» конкурс ирттерчĕç. Медицина, шкул, ял хутлăхĕн ĕçченĕсем, социаллă пулăшу паракансем, ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă вăхăтлăха ĕçе вырнаçнă çамрăк аннесем хутшăнчĕç унта. Ку конкурс пĕрремĕш хут иртет пулин те аннесемшĕн пĕрре те çĕнĕлĕх мар. Вĕсенчен кашни вăхăтĕнче «Айтăр-ха, хĕрсем!» конкурса хутшăннă-çке.
Çак мероприятисен тĕллевĕсем пĕрешкел пулчĕç пулсан та «Айтăр-ха, аннесем!» конкурс тĕпрен уйрăлса тăчĕ. Хăш команда çĕнтересси пĕлтерĕшлех пулманнипе вăл хаваслă концерта аса илтерчĕ. Чăн та, ку конкурсанткăсен те хăйсен пултарулăхне вăйăсемпе ыйтусенче кăтартмаллаччĕ. Çавах та кулленхи пурнăçпа, психбольница темипе интермедисене, В.Сердючка, «Чăнкă чăваш карчăкĕсем», П.Ермолаев юрăçăн ушкăн пародийĕсене палăртмасăр май çук. Конкурсанткăсем артистсенчен кая мар хăтланса халăха куççуль тухичченех култарчĕç-çке.
Аннесем сцена çине тухрĕç-тĕк çемье пулăшăвĕсĕр май çук. Ачисен те, упăшкисен те сцена çине тухма тиврĕ çав каç. Пĕчĕккисем «Манăн анне пурне те пултарать» конкурса хутшăнчĕç пулсан, упăшкисен конкурс ертӳçине А.Федотовăна чăн-чăн интервью пама тиврĕ. Л.Шакинпа В.Сурский ыйтусене хуравласа мăшăрĕсемпе хăçан паллашнине, вĕсем мĕнле чечек, кино юратнине тата ыттине каласа памаллаччĕ. Çухалса каймарĕç арçынсем. Пĕрремĕш тĕлпулу хыççăн самай вăхăт иртнĕ пулин те хумхануллă самантсен пĕр çеккунтне те манман вĕсем. Куракансем те тĕрлĕ вăйăсене хутшăнса каçа илем кӳчĕç.
Маларах асăнтăм ĕнтĕ, конкурсра хăш команда çĕнтересси пĕлтерĕшлĕ марччĕ, хальхинче те акă туслăх çĕнтерчĕ. Сăмах май, конкурс вăраха тăсăлчĕ пулин те вăхăт иртни пĕрре те сисĕнменни, халăх кайран та киле саланма васкаманни çĕнĕ конкурса ырласа йышăннине пĕлтерчĕ. Эппин, унăн малашлăхĕ пур. Ара, ял халăхĕ кун пек мероприятисене тахçанах тунсăхласа çитнĕ-çке. Йĕркелекенсем пулсан, хутшăнакансем малашне те тупăнаççех пуль тетĕп.
 
: 1253, Хаçат: 12 (846), Категори: Çемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: