Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çемьере пысăк хуйхă пулнă хыççăн хĕрĕм ĕçке ерчĕ. Аллăм усăнать, ăна мĕнле пулăшмаллине пĕлместĕп. Тархасшăн канаш парăр, алкоголизм чирĕнчен сипленмелли мĕнле те пулин халăх мелĕ çук-ши?
Мария,
Хусан хули.
Алкоголизмран симĕс чейпе йӳçĕтнĕ купăста аван пулăшать. Кун валли 1 килограмм купăста, 1-1,5 апат кашăкĕ шултра пĕрчĕллĕ тăвар, 3-5 кишĕр тата 3 чей кашăкĕ шултра çулçăллă симĕс чей кирлĕ.
Купăстана вĕттĕн турăр та эмаль савăта хурса сĕткенĕ тухиччен тăварпа пăтратăр. Шултра шăтăклă теркăпа вĕтетнĕ кишĕр тата симĕс чей (типпи) хутăштарăр. Лайăх пăтратăр. Унтан йӳçĕтме хумалли савăта ярса сĕткенĕ çиеле тухиччен пусарăр, çиеле çитсă е пир-авăр пусмапа витĕр те йывăç çаврашка, ун çине кĕленче турилкке, унтан пусармалли йывăр япала хурăр. Купăста тултарнă савăта сивĕрех (13 градус) вырăна лартмалла. 3-4 кунран пусарса лартнă япаласене илсе çĕçĕпе купăстана темиçе çĕртен тĕпне çити чышкаласа илĕр, унтан каллех малтанхи пекех пусарса лартăр.
Икĕ эрнерен купăста хатĕр. Малалла ăна холодильникре упрамалла.
Енчен те ĕçкĕпе аптăракан юн пусăмĕн чирĕпе те чирлет-тĕк, купăста çине кишĕрпе пĕрле хĕрлĕ кăшманпа сельдерей тымарне хушмалла (1 килограмм купăста çине 400-500 грамм кăшманпа сельдерей тымарĕ).
Çапла майпа йӳçĕтнĕ купăстана ĕçкĕпе аптăракан çынна пĕр кун сиктермесĕр çитермелле. Салат пек те, гарнир пек те, яшкара пĕçерсе парсан та усăллă. Ун чух çеç купăстари витаминсем, макро тата микроэлементсем алкогольпе хавшанă организма вăй илме, нерв системине йĕркене кĕртме пулăшаççĕ.
 
: 1137, Хаçат: 12 (846), Категори: Çемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: