Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Аслă Çĕнтерĕве – 65 çул. Вăрçă чарăннăранпа вăхăчĕ çичĕ теçеткене яхăн иртсен те унăн ахрăмĕ паянхи кунччен илтĕнет. Хыпарсăр çухалнă çывăх тăвансем вăрçăран киле таврăнас шанчăк çук ĕнтĕ, апла пулин те вĕсем çинчен хуть мĕнле те пулин хыпар илтес шанчăк сӳнмест-ха. Ара, этем çак çутă тĕнчере икĕ хут вилет теççĕ-çке, пĕрремĕшĕнче – чун тухсан, иккĕмĕшĕнче сыввисем ун çинчен мансан. Эппин, пурнăçне хĕрхенмесĕр нимĕç фашисчĕсене хирĕç кĕрешнĕ пĕр салтака та манма тивĕç çук пирĕн.
Вăрçăра вилнĕ е хыпарсăр çухалнă тăванĕсене тĕрлĕ архивра шыраттаракансем ялсенче нумайăн мар пулсан та, пур. Çарăмсан районĕнчи Кивĕ Шешкелĕнчи Евгений Илюхин шăпах çакăн пеккисенчен пĕри. Вăл РФ Оборона министерствин, çарпа медицина докуменчĕсен, Тутарстанăн, вăрçă пынă хулапа облаçсен архивĕсенче шыраттарса вун-вун ентешĕн шăпине уçăмлатрĕ. Вăл тăрăшнипе кившешкелсем вăрçăра вилнĕ тăванĕсен вилтăпри ăçтине пĕлчĕç. Нумаях пулмасть Кивĕ Шешкелне ырă хыпар килчĕ: вăрçăра хыпарсăр çухалнă Петр Елизарович Ермишов тивĕçнĕ, анчах сывă чух илсе ĕлкĕреймен «Хăюлăхшăн» медаль салтакăн çывăх тăванĕсем патне çитрĕ. Çарăмсан районĕн çар комиссарĕ Р.Идрисов патшалăх наградине, удостоверенине асăнмалăх упрама РФ Президенчĕн Д.Медведев ятĕнчен Петр Елизаровичăн шăллĕне, Çарăмсан районĕнчи Кивĕ Шешкел ялĕнче пурăнакан Николай Елизарович Ермишова кăçал февралĕн 5-мĕшĕнче пачĕ.
Кивĕ Шешкел каччи Петр Ермишов фронта кайнă чух вун çиччĕре çеç пулнă-ха, амăшĕ Наталья Кузьминична ăна 1943 çулхи кĕркунне, ноябрĕн 5-мĕшĕнче вăрçа ăсатнă, каялла вара кĕтсе илеймен... Шел, Петр Ермишовăн, ытти пин-пин Совет салтакĕнни пекех, вилтăпри ăçти паянхи кунччен те паллă мар, аманни çинчен çирĕплетекен документсем те сыхланса юлман. Вăл – хыпарсăр çухалнă. Ĕмĕрлĕх канлĕхе чăваш каччи ăçта тупнине, тен, пĕлеймĕпĕр те.
Е.Илюхин ăна тĕрлĕ архивра шыраттарнăскер, пирĕн редакцие янă çырăвĕнче çапла çырать: «Петр Елизарович Ермишова 1944 çулхи апрель уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă тесе шутланă, анчах вăл аманнă пулнă. Суранĕсем кăштах ӳт илсен ăна сывалса çитиччен запас полка куçарнă, унтан 1944 çулхи августăн 20-мĕшĕнче 17-мĕш гварди стрелковăй дивизийĕн 48-мĕш гварди стрелковăй полкне тăшманпа малалла çапăçма янă. Рядовой П.Ермишов стрелок 1944 çулхи октябрĕн 22-мĕшĕнче çапăçура аманать. Çакна 1944 çулхи октябрĕн 23-мĕшĕнче тухнă 124 номерлĕ приказ çинче палăртнă. Çак кунран П.Ермишовăн шăпи паллă мар. Паллах, аманнă çынна малтан дивизин медсанбатне яраççĕ, унтан – госпитале. Вăл вăхăтра кашни дивизин хăйĕн медсанбачĕ пулнă. 17-мĕш гварди стрелковăй дивизийĕн 48-мĕш гварди стрелковăй полкне 383(13) номерлĕ медсанбата çирĕплетнĕ. Аманнă П.Ермишов çак медсанбат урлă иртмелле пулнă, анчах та Çар медицинин докуменчĕсен архивĕ пĕлтернĕ тăрăх, 383(13) медсанбатăн докуменчĕсене сыхласа упрама архива паман. Çавăнпа та документсем çуккипе Петр Ермишов вилнине официаллă çирĕплетме пулмасть. Докуменчĕсем сыхланса юлман пулин те эпир вăл çак медсанбатра вилнĕ пуль тесе шутлатпăр. 17-мĕш гварди стрелковăй дивизийĕн 48-мĕш гварди стрелковăй полкĕн докуменчĕсенче те 1944 çулхи октябрĕн 22-мĕшĕнчен Петр Елизарович Ермишовăн ячĕ урăх тĕл пулмасть. 48-мĕш гварди стрелковăй полкĕн командирĕн 0155№ приказĕпе (1944 çул, октябрĕн 8-мĕшĕ) Петр Елизарович Ермишов стрелока çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн «Хăюлăхшăн» медаль илме тăратнă, анчах Кивĕ Шешкел каччи ăна илсе ĕлкĕреймен».
Хыпарсăр çухалнă тăван çинчен нумай-нумай çул нимĕн те пĕлмесĕр пурăннă хыççăн çакăн пек те пулин хыпар илтни, çитменнине тата награди тупăнни темрен те хаклă. Тĕрлĕ архивсенче шыраттарса (калас пулать, ку пĕрре те çăмăл мар) ентешсем, çамрăк ăру валли çакăн пек капашсăр пысăк, пархатарлă ĕç пурнăçланăшăн хамăрăн штатра тăман автора, Евгений Георгиевич Илюхина, редакци ĕçченĕсен ятĕнчен çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр. Пирĕнпе çыхăну малашне те çирĕпленессе шанатпăр.
 
: 1159, Хаçат: 12 (846), Категори: Вĕсем Çĕнтерĕве туптанă

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: