Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЕЛАБУГА. Вĕрентекенсен çулталăкне халалласа районта апрель уйăхĕн вĕçĕччен ятарлă акци ирттерсе çемьере ашшĕ-амăшĕ иккĕшĕ те учитель пулса ĕçлекенсене, пĕччен пурăнакан педагогсене, нумай ачаллă, çул çитмен ачасене пĕччен ӳстерекен учительсене, инвалид-ачасем ӳстерекен педагогсене сивĕ, вĕри шыв счетчикĕсене тӳлевсĕр вырнаçтараççĕ, ытти педагогсене вара – çур хакпа. Акци пуçланнăранпа 144 çемьене счетчик лартнă та. Апрель уйăхĕ вĕçленсен çакăн пек счетчиксемпе вĕрентӳ ветеранĕсене тивĕçтереççĕ. Районти вĕрентӳ управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, ку программăпа 97 ветерана пулăшĕç.
ЭЛМЕТ хулинче мартăн 17-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерĕве халалласа «Поклонимся тем годам» ыр кăмăллăх телемарафонĕ иртнĕ. Унăн тĕллевĕ – вăрçă ветеранĕсене пулăшасси, вĕсем валли укçа пуçтарасси. Ветерансемпе тăлăх арăмсен, тыл ĕçченĕсенчен нумайăшĕн пурăнмалли условийĕсене лайăхлатмалла, хаклă медицина пулăшăвĕ памалла. Ветерансене çапăçусем пулнă вырăнсене, республика тулашĕнче пытарнă салтаксен вилтăприсем çине илсе кайма та укçа-тенкĕ кирлĕ. Ыр кăмăллăх телемарафонĕнче пуçтарăннă укçана палăксемпе обелисксене юсама, Аслă Çĕнтерӳ мероприятийĕсене хатĕрленме тăкаклĕç.
ПĂВА. 20-25 çул каялла республикăри шкулсем хăйсен хушма хуçалăхĕнчен тупăш илесси йăлараччĕ. Районти вĕрентӳ уйрăмĕ çитес çултан ку ырă йăлана тавăрма планлать. Вĕрентӳ уйрăмĕн пуçлăхĕ И.Абзалов шкул директорĕсемпе пĕрле Пĕтреç районĕнче пулса унти шкулсен çумĕнчи мини-фермăсемпе паллашнă. Унта шкулсем çулталăкне 60-90 пиншер тенкĕ тупăш илеççĕ-мĕн. Шкул директорĕсем çĕнĕлĕхе пурте ырласа йышăнчĕç пулин те, выльăх витисем лартас, выльăх апачĕ хатĕрлес ыйтусене вырăнти агрофирмăсемпе çеç татса парайнине каларĕç. Апла пулин те районта ку енĕпе ĕçлекен шкулсем çук мар. Тĕслĕхрен, Элшел вăтам шкулĕ нумай çул выльăх-чĕрлĕх тытать. Шкул ферминче хальхи вăхăтра виçĕ лаша, кăçал тепĕр лаша туянма шутлаççĕ. Чăваш Киштек вăтам шкулĕнче те мини-ферма ĕçлет. Кăçал вырăнти агрофирмăпа пĕрле унта 6 вăкăр тытма шутлаççĕ. Çапла майпа шкул, пĕрремĕшĕнчен, хăйне аш-какайпа тивĕçтерет, иккĕмĕшĕнчен, хушма тупăш илет. Çĕнĕ 2010-2011 вĕренӳ çулĕнче çакăн пек мини-фермăсем кашни шкултах йĕркелеççĕ.
АНАТ КАМА хулинче йăлана кĕнĕ тăрăх, çак кунсенче студентсен «Весенняя капель» пултарулăх конкурсĕ иртнĕ. Унта республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 300 яхăн студентпа пĕрле «Тутарстанăн чи аслă студенчĕ» те хутшăннă. 84 çулти вăрçă ветеранĕ Р.Саляхутдинов конкурса хăйĕн купăс коллекцине илсе килнĕскер, инструментсемпе вăрçă вăхăтĕнчи тĕрлĕ юрă-кĕвве каласа тĕлĕнтернĕ. Сăмах та çук, ветеран пултарулăхĕ пирки тавлашу пулман. Çавăнпа унăн кĕçех «Студенческая весна» фестивальне те хутшăнма тивет.
ÇАРĂМСАНТИ Йăвашкел ялĕнче пурăнакан 90 çула çывхаракан Вера Краснова хăйĕн хĕрĕпе Елизаветăпа районти тăлăх тата йывăр пурнăç условийĕсенче пурăнакан ачасем валли кăçал 30 мăшăр ăшă нуски, 7 мăшăр алсиш çыхса панă. Вĕсем çакăн пек майпа ачасене малашне те пулăшма шантараççĕ.
 
: 1105, Хаçат: 12 (846), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: