Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

– Çынсенчен чылайăшĕ хăйĕн тимсĕрлĕхне пула ултавçăсен серепине лекет, вăрă уçайман çăра çуккине, тĕрлĕ кивçен паракансемпе, парне валеçекенсемпе тата укçа купюрисемпе асăрхануллă пулмаллине мĕн чухлĕ каласан та хăлхана чикекен сахал. Тĕслĕхрен, Хусан гражданинĕ çак сăлтавпах 800 пин тенкĕ укçине çухатрĕ. Вăл «Мицубиси Аутландер» машинăна темиçе уйăх каялла Мускав облаçĕнчи автомобиль пасарĕнче туяннă. Анчах автотехника лабораторийĕнче машинăна тĕпчев ирттернине ĕнентерекен документа ыйтман вăл. Хусанти экспертиза кăтартнă тăрăх, унăн машини вăрласа маркировкине улăштарнăскер пулни палăрчĕ. Паллах, машинăна унăн чăн хуçине тавăрса патăмăр. 2009 çулта кăна экспертсем çакăн пек маркировкăна улăштарнă 1000 яхăн автомобиле асăрхарĕç, – терĕ ТР ШĔМĕн экспертизăпа криминалистика центрĕн ертӳçи А.Мухаметзянов нумаях пулмасть ТР ШĔМĕнче «Экспертизăпа криминалистика центрĕ – преступление уçса парассинче, тĕпчессинче тата профилактикăра» темăпа иртнĕ брифингра.
Чăн сăмахăн суйи çук тенĕшкел, кун пек тĕслĕхсем çителĕклех. Çитменнине ултавçăсем те самана таппинчен юлмасăр «ăсталăхне» çĕнетсех тăраççĕ. Тĕслĕхрен, укçана пластик карточкăсем çине куçарма тытăннăранпа шулĕксем укçа вăрламалли мелсем шутласа та кăларнă. Ку унччен ытларах ют çĕршывсенче кăна палăратчĕ-ха, халĕ вара Хусанта та пĕрремĕш сигналсем сисĕнеççĕ. Криминалистсен аллине терминалсенчен вăрламалли, тĕрĕсрех каласан, клиентăн карточки çинчи информацие ӳкерекен ятарлă хатĕрсем лекнĕ те. Шулĕксем çапла майпа клиентăн пин-кодне ӳкерсе илеççĕ те пластик карточкăн дубликатне хатĕрлеççĕ, криминалистсем каланă тăрăх, кун валли темиçе çеккунт та çитет.
Хамăр укçана шулĕксене парас мар тесен мĕн тумалла? Криминалистсен хуравĕ пĕр – тимлĕ пулмалла. Терминал патне пырсан чи малтан хыçра çын тăнипе тăманнине пăхмалла, унтан терминалăн клавиатурине тата карточкăна антармалли хушăка тимлĕн сăнамалла. Ан манăр, клавиатурăн кăшкарĕ яланах терминал çийĕнчен темиçе миллиметр анса тăрать. Пĕр миллиметра та пулин тухса тăрать-тĕк – шулĕксем клавиатура кăшкарĕ çине хăйсен клавиатура евĕрлĕ системине тăхăнтартнă. Карточка ямалли хушăкран та нимĕн те тухса тăмалла мар. Енчен те çакăн пек япаласене асăрхарăр пулсан терминалпа усă курмалла мар, тӳрех милицие чĕнмелле. Тата терминал çумне реклама хучĕсем валли пĕчĕк «кĕсьесем» çыпăçтарнă пулсан та асăрхануллă пулмалла. Нумай чухне вĕсен хĕррине пĕчĕк видеокамерăсем вырнаçтараççĕ-мĕн. Çавăнпа терминалăн клавиатурипе карточкăна антармалли хушăк йĕркеллĕ пулсан та пин-кода пуснă чух пӳрнесене тепĕр алăпа хуплама тăрăшмалла.
ТР ШĔМĕн экспертизăпа криминалистика центрĕ юлашки 5 çул Раççейри эксперт подразделенийĕсен хушшинче малти вырăн йышăнать. Пирĕн криминалистсем калама çук пысăк ĕç пурнăçлаççĕ. 2009 çулта кăна, тĕслĕхрен, 42 пин экспертизăпа 133472 тĕпчев ирттернĕ.
Вĕсен хăш-пĕр ĕçне палăртмасăр май çук, тĕслĕхрен, çулталăк каялла çĕршывра туртмалли «спайссем» анлă сарăлсан, сутакансене явап тыттарма май çукчĕ, мĕншĕн тесен ун шутне кĕрекен ӳсен-тăрансем наркотик мар-мĕн. Çапах та анратасси енĕпе «спайссем» наркотикран та вăйлăрах пулнине экспертсем çирĕплетме пултарчĕçех. ТР ЭКЦăн ятарлă экспертиза уйрăмĕ те республикăн наука учрежденийĕсемпе пĕрле тĕрлĕ тĕпчев ирттерсе «спайсра» эндоканнабиноидсем (искусствăлла психоактивлă веществосем) пуррине тупсан, Раççейре ку веществона наркотиксен шутне кĕртрĕçех.
ДНК анализ мелĕпе ирттерекен биологи экспертизи пирки уйрăммăн палăртмалла. Ку енĕпе Тутарстан Раççейре 3-мĕш вырăн йышăнать-мĕн. Нумай пулмасть Воин-интернационали стсен енĕпе ĕçлекен комитетăн представителĕсем Афган çĕршывĕнче тупнă совет салтакĕсен ӳчĕсене экспертиза ирттерсе кам пулнине палăртма пирĕн криминалистсенчен пулăшу ыйтнă. Хальхи вăхăтра эксперт-криминалист сем 10 салтакăн ӳтне экспертиза тăваççĕ.
Сăмах май, ТР ШĔМĕн ЭКЦĕн ДНК базинче Тутарстан территорийĕнче тупнă 280 çын ӳчĕн даннăйĕсем упранаççĕ. Юлашки 10 çулта тăванĕсене çухатнă çынсем вырăнти шалти ĕçсен уйрăмĕсенчи уголовнăй шырав подразделенийĕсен сотрудникĕсем урлă хăйсен ДНК тĕслĕхĕсене учет тăрăх тĕрĕслеве яма пултараççĕ.
 
: 1096, Хаçат: 12 (846)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: