Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Тутарстан мĕнле аталанать тесе ыйтакансене эпĕ Çарăмсана кайса пăхăр, тесе хуравлатăп», – терĕ кăмăллăн Тутарстан Президенчĕ М.Ш.Шаймиев ра- йон центрĕ Çарăмсан ялĕ 275 çулхи юбилейне уявланă çĕрте.
1703 çулта I Петĕр патшана çывăх кнеç Борис Голицын тăшмансенчен хӳтĕленме крепость тума вырăн шыранă чух Аслă Çарăмсан шывĕн сылтăм çыранĕнче таркăнсем ларса тĕпленнĕ вырăна пырса тухнă. Çакăнта тăвас тенĕ те форпоста, анчах юмах калама хăвăрт та, ĕçне тума час мар. Çав вăхăтра патша Персине походсемпе çӳренĕ, хысна укçи крепость çĕклеме çитеймен. Тепĕр 30 çултан кăна, Анна Иоанновна патшара ларнă чух таврăнайнă ку ыйту патне. Çапла 1732 çулта Çарăмсан крепоçне тума пуçланă. Часах кунта çар çыннисене куçарса килнĕ. Çирĕп пулнă курăнать крепость, Пугачев çарĕ икĕ хутчен вăйлăн тапăнсан та парăнман, пăлхавçăсене çапса аркатнă. Раççей çине Наполеон тапăнсан та çарăмсансем французсене хирĕç хăюллăн çапăçнă. Вĕсене хирĕç йĕркеленĕ ополченире Çарăмсанран 90 çын тăнă.
Ĕмĕрсем иртнĕ, чапĕ юлнă. Çарăмсанри таврапĕлӳçĕсен музейĕнче ял историйĕпе çыхăннă кашни документа, япалана, çынсен биографийĕсене куç шăрçине упранă пек упраççĕ, условисем пулмасан та... Ку таранччен музей ялти кивĕ чиркӳре «хваттерте» тăнă, халĕ вара юбилей тĕлне ятарласа юсаса çĕнетнĕ икĕ хутлă пысăк çутă çурта куçрĕ. Минтимер Шарипович музейре хисеплĕ хăнасен кĕнекинче асăнмалăх çырса хăварнă, компьютер парнеленĕ.
Халĕ республикăмăрăн районĕсен центрĕнче кашнинче Пăр керменĕ уçаççĕ: Элметре, Павлăра, Нурлатра... Ялăн юбилей кунĕнче Çарăмсанра та пулас Пăр керменĕн вырăнне чул хучĕç. Кермене вара килес çул ноябрь уйăхĕнчех хута яма палăртнă. Паллах, кунти нефть организацийĕ пулăшма шантарчĕ. Ăнланмалла, стройкăна нумай укçа-тенкĕ кирлĕ. Район хăй тĕллĕн, нефть уçлакансемсĕр çак ĕçе çапла хăвăрт вĕçлеймен пулĕччĕ. Район центрĕнче нумай пулмасть пин çын вырнаçмалăх стадион хута янă, паллах, пилĕк пинрен иртекен çарăмсансемшĕн ку пысăк объектах мар, апла пулин те çамрăк ăрăва спортпа туслашма май парать, сиенлĕ йăла-йĕркерен пистерет. Кунта физкультурăпа сывлăх комплексĕ (бассейнпа), ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ ĕçлеççĕ.
Çарăмсанра нефть уçланин усси куçкĕрет, авă, районăн тĕп больницине «Васкавлă пулăшу» машини парнелерĕç. Сывлăх сыхлав ĕçченĕсем çакăн пек пысăк парнене чăннипех тивĕçлĕ. Çĕршывĕпе вилекенсен шучĕ çуралакансенчен ытларах, кунта вара юлашки çулсенче çуралакансем йышлăрах.Çарăмсан çитĕнĕвĕсене тума муниципаллă ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Минсагит Шакиров нумай тăрăшнă. Пысăк мар районтан пилĕк Совет Союзĕн Геройĕ, тăватă Социализмла Ĕç Геройĕ тата пĕр Раççей Геройĕ тухнă. Ентешсен паттăрлăхне ĕмĕрлĕхе историре хăварма Геройсен аллейине уçма та сахал мар вăй хунă Минсагит Закирович. Виçĕ уйăх каялла уçăлнă аллейăра кашни Геройăн бюстне лартнă. Уçăлса çӳреме те, экскурсисем йĕркелеме те илемлĕ вырăн. Çак мемориал комплексне тума вырăнти администраци 5,5 миллион тенкĕ укçа хывнă.
Çарăмсан районĕ – нумай нациллĕ район. Кунта пурăнакан тутарсем, вырăссем, чăвашсем, мордвасем туслă. Ĕçре те, канура та пĕр-пĕринпе килĕштереççĕ. Юбилей кунĕнче çĕнĕ стадионра иртнĕ концертра та тĕрлĕ халăх юррисем таçта çити саланчĕç. Стадионри уяв мероприятийĕн чи хумхантаракан, савăнтаракан саманчĕ М.Ш.Шаймиев ĕçре мухтава тивĕçнĕ çынсене уйрăммăн саламлани пулчĕ-тĕр. Çапла Республика Президенчĕ район ертӳçине М.Шакирова тата Ф.Хайрисламов механизатора «Ĕçри хастарлăхшăн» медаль парса чысларĕ. Нумайăшне «тава тивĕçлĕ ĕçчен» ят пачĕç çак кун.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
 
: 1144, Хаçат: 32 (710)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: