Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Укçа пек асамлă вăй тата мĕнле япалан пур-ши çĕр çинче? Вăл пулсан çын кăмăлĕ ыйтнине пурнăçласа кирлĕ япала та туянать, çитес çĕре те туххăмрах çитет, нушаллă çынсене те пулăшать тата ытти те. Мĕн каламалла, пирĕн вăхăтра сывлăхпа укçа тачă çыхăннă, ытарлăн калани мар ку, тӳррипех çапла.
Кĕтмен çĕртен пысăк мул илнĕ çынсем радикулитран, мигреньрен, грипран, депрессирен туххăмрах сывалнă тĕслĕхсем халап кăна мар, чăнах та пурнăçра пулнă. Паллах, çакна психотерапи сиплевĕпе ăнлантармалла. Анчах укçа кунсăр пуçне те чăннипех сиплет. Паян эпир сирĕнпе çакăн çинчен калаçăпăр.
Анчах сиплевре вак укçа кăна пулăшать. Тĕслĕхрен, пăхăр укçа. Укçа «ывăнма» пĕлмест, çавăнпа унпа эрни-эрнипе усă курма пулать. Чăн та, уйăх çурăран вĕсене 10 кун «кантарса» илмеллех. Çакна асра тытмалла: сиплевре усă куракан укçасен таса пулмалла. Мĕнле тасатмалла? Малтан çулăм çинче тытмалла, унтан тăвар ирĕлтернĕ шывра çумалла.
– 5 пуслăх пăхăр укçапа (1961 çулта кăларнăскерех вăл) шăмă хуçăлсан, остеохондроз, радикулит, ишиас, люмбаго, аяк пĕрчисем хушшинчи невралги аптратсан ыратнине ирттерме усă кураççĕ:
а) укçана ыратакан тĕле хурса 4-6 сехете бинтпа çыхса хураççĕ е пластырьпе çыпăçтараççĕ;
ă) тепĕр 2-3 кунран татах çапла тумалла, ыратни пачах иртсе кайиччен.
– Пăхăр укçасем урасенчи венăсем варикозла сарăлнинчен тата тромбофлебитран сыхлаççĕ: пушмака ура тĕпне пĕрер укçа хумалла, укçа ура пуçĕнчен кĕллине куçиччен тăхăнса çӳремелле.
– Хĕрарăм чирĕсенчен (менструацисем питĕ юнлă пулсан, амалăх фиброми, аденоматоз) пăхăр укçана хырăм айне хумалла.
– Хăлха япăх илтнĕ чух та çăлăнăç укçарах тупатпăр. Икĕ пуслăх укçана хăлха хыçĕнчи кăшт палăракан шăмă мăкăлĕ çине хумалла, теприне – хăлха умĕнчи кăшт тухса тăракан ӳт (козелок) çине. Енчен те сирĕн хăлхара темĕн шакканăн туйăнать, укçана мăй çине, хăлха айнех çыпăçтарăр.
– Конъюнктивит чух куçăн шалти кĕтесне çур сехетлĕхе икĕ пуслăх укçа хумалла.
Пăхăр шывĕ
Пăхăр укçапа сиплĕ пăхăр шывĕ тума пулать. Веда медицини çак шыв пĕвер, сула, юн тăвакан органсен ĕçне лайăхлатать тесе вĕрентет. Çавăн пекех пăхăрлатнă шыв анемипе кĕрешме пулăшать, самăрăлма памасть.
Шыва çапла майпа пăхăрлатма пулать: малтан пăхăр укçана оксидлă пленкăран тасатмалла. Унтан пăр ирĕлтернĕ шыва ярса 3 талăк тĕттĕм, сивĕ пӳлĕме лартмалла. Пăхăрлатнă шыва кунне виçĕ хут апат умĕн 1 чей кашăкĕ ĕçмелле. Пĕр уйăх сипленмелле.
Укçа йывăçĕ те сывлăхшăн усăллă
Укçа йывăçĕ халь кашнин килĕнче пур-тăр. Ара, фен-шуй саккунĕсемпе вăл киле укçа-тенкĕ, пуянлăх туртать-çке. Анчах вăл сиплевçĕ пулнине пĕлекенсем вара сайра тĕл пулаççĕ.
– Тута çине, сăмсана хăйпе хăй ирĕлсе тăракан сив шатрисем (герпес) тухсан укçа йывăççин пĕр çулçине татса илмелле те лайăх çуса тасатмалла, çулçăн пĕр енчи пленкине сӳсе илсе суран çине хумалла. Виçĕ кунран герпес иртет.
– Геморрой çивĕчленсен укçа йывăçĕн тăватă çулçине татса илмелле. Лайăх çуса сĕткенне кăлармалла, вазелин çăвĕпе тирпейлĕн хутăштарса лартмалла. Геморрой тĕввисене сивĕрех шывпа çуса тасатмалла. Хатĕрленĕ маçа вата çине илсе ыратакан вырăнсене сĕрмелле. Çакăн хыççăн 15-20 минут хырăм çинче выртмалла. Çак процедурăна кунне 3 хут, тĕвĕсем пĕчĕкленсе пĕтиччен ирттермелле.
Укçа йывăççин çулçисемпе апат хуранĕн суранĕпе (язва желудка), гастритпа аптрасан та усă кураççĕ. Çак чирсенчен сипленнĕ чух кашни ир выçварла 2 çулçă çимелле. Пĕр сехет иртмесĕр нимĕн çиме те, ĕçме те юрамасть.
 
: 1225, Хаçат: 11 (845), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: