Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Элмет районĕнчи Чăваш Сиреньел ял хутлăхĕн коллективĕ çĕр проценчĕ тенĕ пекех хĕрарăмсенчен тăрать пулин те кашни çул Мартăн 8-мĕшне халăхпа пĕрле асра юлмалăх ирттерме тăрăшать. Кăçал тата хытăрах тăрăшма тиврĕ коллективăн, мĕншĕн тесен мартăн 5-мĕшĕнче Чăваш Сиреньел Культура çуртĕнче иртнĕ «Радужное многоцветие красы Татарстана» район конкурсне йĕркелесси, тĕпрен илсен, вĕсем çине тиенчĕ. ТАССР – 90, Элмет муниципаллă районĕ – 80 çул тултарнине тата Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалланă мероприятие Чăваш Сиреньел, Клемтел, Ерĕспел, Патраклă, Елхово ял хутлăхĕсен 17 чиперукĕ (6-12 тата 13-18 çултисем) хутшăнса «чи хитри, чи пултарулли» пулма тăрăшрĕ.
Илемлĕх конкурсĕсем йĕркелесси Элмет чăвашĕсемшĕн пĕр пĕлмен япала мар, вĕсем «Чăваш пики» район конкурсне пĕрре мар ирттернĕ, республика конкурсне те хутшăнмасăр юлман, анчах виçĕ халăхăн, çитменнине тата тĕрлĕ ӳсĕмри чиперуксене пĕр сцена çине пухни вара хăйсемшĕн те çĕнĕлĕх пулчĕ ахăр.
– Конкурсăн положенине эпир январь уйăхĕнчех хатĕрлесе ял хутлăхĕсене ярса патăмăр. Тĕп условисемпе тĕллевсене палăртрăмăр, конкурсанткăсемпе репетици икĕ эрнене тăсăлчĕ, – пĕлтерчĕ конкурса йĕркелекен комитетăн ертӳçи, Чăваш Сиреньел ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Галина Кузьмина.
Ку уява халăх та тахçанах кĕтнĕ пулмалла, мероприяти пуçланичченех залра ура пусма та вырăн çукчĕ. Паллă ĕнтĕ, кашни камшăн-тăр чĕрипе çунма килнĕ. Кун пек конкурс мĕн иккенне хăй туйса курнă, «Чăваш пики – 2008» республика конкурсĕн финалистки Надежа Сергиванова (Патраклă) та акă хăйĕн йăмăкне Ольгăна ăнăçу сунма килнĕччĕ.
Конкурс условийĕсем тăрăх, кашни конкурсантка (ӳсĕм çулне пăхмасăр) наци костюмĕсемпе дефиле, тăван тата вырăс чĕлхисемпе визитка, пултарулăх конкурсĕсем тата çуркунне темипе хатĕрленĕ тумсемпе дефиле хатĕрлемеллеччĕ. Виçĕ уйăха тăсăлнă хатĕрленӳ тапхăрне конкурсанткăсем тивĕçлипех хатĕрленни пĕрремĕш конкурсранах паллă пулчĕ. Хăйсемпе паллаштаракан визиткăна чи пĕчĕк конкурсантка, Елховăран килнĕ улттăри Камиля Ахметзянова пуçларĕ. Пĕчĕкскер, мĕнле хумханчĕ пулин те хăй çинчен тутарла та, вырăсла та уççăнах пĕлтерчĕ. Чăваш ялĕсенчен килнĕ конкурсанткăсем те хăйсем çинчен Камиля пекех уççăн тăван чĕлхепе паллаштарасса кĕтнĕччĕ те, анчах... хăшĕ-пĕринчен пĕр чăваш сăмахĕ те илтеймерĕмĕр. «Кусем чăвашла вуçех пĕлмеççĕ-ши?» – текен ыйту та çуралнăччĕ, анчах вĕсем хăйсем чăвашах пулнине пултарулăх конкурсĕсенче кăтартрĕç.
«Халăхсен туслăхĕн ташши» конкурсăн хăйне евĕрлĕхне вара палăртмасăр май çук. Мероприятие хатĕрлекенсем пĕр ташăра чăваш, тутар, вырăс ташшисен элеменчĕсене кĕртнĕччĕ. Кашни пике хăй халăхĕн ташшине ташларĕ пулин те пĕтĕмпе питĕ хитре пулса тухрĕ. Сăмах май, жюри членĕсен чиперуксене ку ташăра кашнине уйрăм хакламаллаччĕ.
Интеллектпа çыхăннă конкурсра вара ыйтусем ачалăх тĕнчипе, юратупа, малашлăхпа кăна çыхăннăччĕ пулин те куракансемпе жюри конкурсанткăсенчен интереслĕ хуравсем кĕтрĕç. Кĕçĕннисем те, аслăраххисем те çухалса каймарĕç. Тĕслĕхрен, Ольга Сергиванова: «Эпĕ Раççей Президенчĕ пулас пулсан, çĕршыври демографи лару-тăрăвне лайăхлатма мелсем туса парăттăм, тăван яла пулăшăттăм», – тесе хуравларĕ.
Пултарулăх конкурсĕ хăй уйрăм концерт пулчĕ тейĕн. Конкурсанткăсем юрласа, ташласа пултарулăха кăтартрĕç. Пĕрне мухтаса теприне хурлама каллех сăлтав тупăнмарĕ, кашни мĕнпе-тĕр уйрăлса тăчĕ. Çавах та ку конкурсра Чăваш Сиреньел ялĕн пикине Юлия Капитоновăна çитекенни пулмарĕ. Вăл юрланă вăхăтра зал пĕр çеккунта та алă çупма чарăнмарĕ.
Юлашки конкурса мĕнле хатĕрленнине конкурсанткăсен çуркунне темипе илемлетнĕ тумĕсем тăрăх хакламаллаччĕ. Ял хĕр ачисемпе пикисен фантазийĕ пуян пулни пуринчен ытла тĕлĕнтерчĕ. Вĕсен тумĕсем чăнах та чечеклĕ çуркуннене аса илтерчĕç. Пĕр сăмахпа, жюри членĕсене çав каç пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Конкурсанткăсем юлашкинчен пурте сцена çине тухсан та жюрисен пĕтĕмлетĕвĕсене нумайччен кĕтме тиврĕ. Юрать-ха, Элмет тăрăхĕ пултаруллă çынсемпе пуянни пулăшрĕ. Чăваш Сиреньел, Патраклă, Клемтел Культура çурчĕсен артисчĕсем тĕрлĕ юрăпа савăнтарчĕç.
– Конкурсанткăсем сцена çинче тата хитререх иккен. Эпĕ кун пек конкурса пĕрремĕш хут хаклатăп. Хăвăр куратăр, çакăн чухлĕ илемлĕ хĕр ачасемпе хĕрсенчен чи пултаруллине, чи хитрине суйласа илме калама çук йывăр, – пĕлтерчĕ жюри председателĕ, районти культура управленийĕн тĕп специалисчĕ М.Сагдеев.
Çапла вара 6-12 çултисен хушшинче «Мини-Мисс – 2010» титула Рамиля Сагидуллина (Елхово), «I вице-Мини-мисс – 2010» Светлана Семенова (Чăваш Сиреньел), «II вице-Мини- Мисс – 2010» Аниса Шайхутдинова (Нижне-Абдулово), 13-18 çултисен хушшинче «Мисс–2010» Юлия Капитонова (Чăваш Сиреньел), «I вице-Мисс – 2010» Марина Киселева (Дальне-Ивановск), «II вице-Мисс – 2010» Ольга Сергиванова (Патраклă) çĕнсе илчĕç, ыттисене те тĕрлĕ номинаципе палăртрĕç. Пĕр сăмахпа, çав каçран пĕр конкурсантка та хаклă парнепе Дипломсăр каймарĕ.
 
: 1234, Хаçат: 11 (845)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: