Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Мартăн 9-мĕшĕнче ТР Министрсен Кабинетĕнче иртнĕ брифингра кăçал пĕрлехи патшалăх экзаменне тытассинчи çĕнĕлĕхсем çинчен каласа пачĕç. Журналистсемпе ТР вĕрентӳ тата наука министрĕн çумĕ Людмила Нугуманова тата Хусанти патшалăх университечĕн йышăну комиссийĕн яваплă секретарĕ Сергей Ионенко тĕл пулчĕç.
Министр çумĕн сăмахĕсемпе, 2010 çулта ППЭ ирттерес технологи улшăнман, пĕлтĕрхи пекех. Анчах тăватă предметпа контрольпе виçев материалĕсен (КИМ) содержанийĕпе структуринче улшăнусем пурах. Вĕренекенсене çак улшăнусемпе тĕплĕн паллаштарнă.
Сергей Ионенко каланă тăрăх, кăçал граждансене аслă вĕренӳ заведенийĕсене илес йĕрке улшăннă. Халĕ абитуриентсен пилĕк вузран ытла заявлени пама юрамасть. Специальноçсен шучĕ те харăсах виççĕрен ытла пулмалла мар. «Пĕлтĕр Мускаври аслă шкулсен хăш-пĕр факультечĕсем миçе çĕре заявлени пама юранинче чару çуккипе йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ: заявленисем нумаййипе йышăну комиссийĕнче ĕçлекенсен документсене çурçĕр иртни иккĕчченех йышăнма тивнĕ», – терĕ С.Ионенко. Кăçал абитуриентсен çăмăллăхсемпе усă куракан категорийĕсене йышăнас йĕркене те çирĕплетнĕ: кăçал унчченхи пек профильлĕ предметпа кăна мар, виçĕ предметпа мĕнлерех экзамен тытнине пăхаççĕ.
Кăçал та ППЭ виçĕ тапхăрпа иртет: вăхăтран маларах тапхăр – апрелĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен; тĕп тапхăр – майăн 27-мĕшĕнчен июнĕн 21-мĕшĕччен; хушма тапхăр – июлĕн 8-мĕшĕнчен 19-мĕшĕччен.
ППЭне хутшăнас текенсен мартăн 1-мĕшĕччен заявлени çырса памалла пулнă. Малтанхи пĕтĕмлетӳсем тăрăх, кăçал 25344 çын вырăс чĕлхипе ППЭ тытасшăн, 25043-шĕ – математикăпа.
 
: 990, Хаçат: 11 (845)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: