Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЭЛКЕЛ районĕнче мартăн 5-мĕшĕнче Хĕле ăсатнин уявĕпе пĕрлех пĕрремĕш çурхи ярмăркка та иртнĕ. Çапла элкелсен праçникре савăннă хушăрах хăйсене кирлĕ ял хуçалăх таварĕсемпе продукчĕсем туянма май пулнă. Хăйсен продукцине çав кун районти ял хуçалăх йĕркеленĕвĕсем, вăтам шкулсемпе предпринимательсем сутнă. Тĕслĕхрен, «Красный Восток-Агро» халăха фураж, комбикорм, аш-какай, утă-улăм, сиктĕрмесем тĕрлĕ кĕрпе, çăнăх, ӳсен-тăран çăвĕ сĕннĕ. Шкулсен те ассортименчĕ çителĕклех пулнă: тĕрлĕ сĕт юр-варĕ, варени, маринадланă, йӳçĕтнĕ пахча çимĕç.
Çав кун ярмăрккăра пурĕ 30 тонна фураж, 15 тонна комбикорм, 400 килограмм ĕне ашĕ, 10-15 тонна утă-улăм, вутă, хăма тата ыттине сутнă.
АПАС. Кивĕ Бурнашево ялĕнчи пушă ларнă фермăна Бигиевсен çемйи нумаях пулмасть 18 пин «кросс-радинит» ăратлă чĕпĕсем кӳнĕ, тепĕр уйăх çурăран, фермăн иккĕмĕш пайне юсаса пĕтерсен, тата «благовор-белогрудка » ăратлă 1500 кăвакал, инкубаторта кăларма 20000 кăвакал çăмарти кӳме планлаççĕ. Çакăн пек пысăк ĕç пуçарса Бигишевсем ялти 7 çынна ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтернĕ.
ПĂВА – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсене хваттерпе тивĕçтерес енĕпе республикăра чи хастар ĕçлекен районсенчен пĕри. «Буа» тулли мар яваплăхлă обществăн администраци çуртне тĕпрен юсанă хыççăн унти хваттерсен уççисене мартăн 4-мĕшĕнче Анат Наратбаш ял хутлăхĕнчи 7 ветерана панă. Сăмах май, Аслă Çĕнтерӳ уявĕччен районти 53 ветерана хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерĕç.
ЕШĔЛВАР. Туктаров урамĕнчи килпетсĕр илтĕнекен «Мочалка» кӳлле хитре ят парасси пирки хула мэрийĕ темиçе уйăх каялла конкурс йĕркеленĕччĕ. Конкурс пынă вăхăтра «Зеленодольская правда» ку тĕлĕшпе халăх шухăшне анлăн çутатса тăнă. Вулакансенчен редакцине питĕ нумай çыру килнĕ-мĕн. Мĕнле кăна ят сĕнмен ешĕлварсем? Çавах та нумайăшĕ «Надежда» ятшăн сасăланă. Комисси конкурса Мартăн 8-мĕшĕнчи уяв каçĕнче пĕтĕмлетсе çĕнтерӳçе палăртнă, вăл – Н.Веселова. Хула мэрĕ Р.Хасанов малтан шантарнă пекех çĕнтерӳçе асăнмалăх сехетпе чысланă.
ÇЫРЧАЛЛИ. Вĕрентекен çулталăкĕ пуçланас умĕн ТР Премьер-министрĕ Р.Минниханов кашни учителе ноутбук парнелеме шантарнăччĕ. Премьерăн сăмахĕ пурнăçа кĕме пуçларĕ. Çырчаллинче çак кунсенче 11 учителе (вĕсем 2009 çулăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, пурте Хисеп хучĕсене тата Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ) ноутбукпа чысланă. Вĕрентӳ управленийĕн пуçлăхĕ Рамиль Халимов пĕлтернĕ тăрăх, ку ноутбуксем учительсен харпăрлăхне яланлăха куçаççĕ.
СПАС. «Спас-агрострой» тулли мар яваплăхлă обществăн строителĕсем пурăнмалли çуртсене тĕпрен юсав ирттермелли программăпа кăçала палăртнă ĕçсене пурнăçлама та тытăннă. 2010 çулта ку программăпа Пăлхарти çичĕ, Никольскинчи икĕ çурта тĕпрен юсĕç. Çак тĕлĕшпе 26 миллион тенкĕ ытла укçа уйăраççĕ.
 
: 1147, Хаçат: 11 (845), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: